Шырав
Шырав ĕçĕ:
56. Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57. ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58. ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑнӗҫ те нумай ҫӑлтӑра ҫӗр ҫине ӳкерӗҫ, вӗсен хушшинче вӗсенӗн тӗп ҫӑлтӑрӗ те пулӗ; вара хӗҫ тӑкнӑ юн этем пилӗкӗ таран, 36. тӗве чӗркуҫҫийӗ таран пулӗ; ҫӗр ҫинче хӑрушла хӑраса чӗтресе тӑрӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӑл сывланӑ-ха, шарласа юн юхнине тата йывӑр суранӗсене пӑхмасӑрах, тарӑху ҫулӑмӗпе ҫунаканскер, ура ҫине тӑнӑ та халӑх витӗр чупса кайса чӑнкӑ чул ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Никанор — Иуда ҫыннисен паттӑрлӑхӗ ҫинчен, тӑван ҫӗршывӗшӗн вӗсем епле хӑюллӑн ҫапӑҫни ҫинчен илтнӗскер — ӗҫе юн тӑксах татса пама хӑранӑ; 19. ҫавӑнпа вӑл Посидоние, Феодота тата Маттафийӑна иудейсемпе килӗшӳ тума янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иасон вара хӑй халӑхӗн ҫыннисем хушшинчех пӗр шелсӗр юн тӑкнӑ, пӗр йӑхри ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫни чи пысӑк инкек пулни ҫинчен шухӑшламан та вӑл, йӑхташсенчен мар, тӑшмансенчен пурлӑх пуҫтарса илнӗ пек туйнӑ вӑл хӑйне.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем хапхасене ҫунтарса ячӗҫ, айӑпсӑр юн тӑкрӗҫ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӗсем Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче айӑпсӑр юн тӑкнӑ, ҫапла сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлесе тӑнӑ.37. Они проливали невинную кровь вокруг святилища и оскверняли святилище.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн ҫӑварӗнчен юн, шӑлӗ хушшинчен ирсӗрлӗхне вӑйкӑнтарса кӑларӑп та, вӑл пирӗн Турӑ аллине лекӗ, Иудӑри пинпӳ пек пулӗ, Екрон вара иевусей пек пулӗ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫурт чулӗсем кӑшкӑрса йӗме пуҫлӗҫ те, йывӑҫ каштасем вӗсене ҫапла хуравлӗҫ: 12. «юн ҫинче хула лартакана, тӳрӗ мар ӗҫпе керем тӑвакана хуйхӑ ҫитӗ!» тейӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юн тӑкакан хулана хуйхӑ ҫитрӗ! унта ултав тулнӑ, унта вӗҫсӗр ҫын вӗлереҫҫӗ; унта чарӑна пӗлмесӗр хурах пусать.1. Горе городу кровей! весь он полон обмана и убийства; не прекращается в нем грабительство.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллисем пӗтрӗҫ, ҫынсем хушшинче тӳрӗ пурӑнакансем юлмарӗҫ; пурте, юн юхтарас тесе, кавар тӑваҫҫӗ; кашниех хӑйӗн тӑванӗ валли таната карать.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иуда ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрӗнче хӗснӗшӗн, айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн Египет пушхир пулса тӑрӗ, Эдом ҫара ҫеҫенхир пулса юлӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те паллӑсем — юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм — кӑтартӑп.30. И покажу знамения на небе и на земле: кровь и огонь и столпы дыма.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Левий йӑхӗнчи священниксем вара, Садок ывӑлӗсем, Израиль ывӑлӗсем Манран уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра пӗрмай Манӑн Сӑваплӑ вырӑнӑма сыхларӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Мана ӗҫлесе тӑмашкӑн, Ман патӑма ҫавсем ҫывӑхарӗҫ, Мана ҫупа юн памашкӑн, ҫавсем Ман умӑмра тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: парне вырӑнӗн йӗрки акӑ ҫакӑн пек: вӑл парне вырӑнне — ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме, ун ҫине юн сирпӗтме — туса ҫитернӗ кун валли пултӑр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.