Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Акӑ Иудӑпа Иерусалима тыткӑнран илсе килнӗ кунсенче, шӑпах ҫав вӑхӑтра, 2. Эпӗ халӑхсене пурне те пуҫтарӑп та вӗсене Иосафат айлӑмне илсе пырӑп, вара унта вӗсене Хамӑн халӑхӑмшӑн, Хамӑн еткерӗмшӗн, ют халӑхсем хушшине сапаласа янӑ Израильшӗн, Манӑн ҫӗрӗме пайласа пӗтернӗшӗн сут тӑвӑп.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ — Галгалра: унта Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн курайми пултӑм; вӗсене Хамӑн килӗмрен хӑваласа ярӑп, урӑх вӗсене юратмӑп; вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте — Турӑран хӑпнӑскерсем.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль килӗнче Эпӗ тискер ӗҫ куратӑп; унта Ефрем асса пурӑнать, Израиль ирсӗрленнӗ.10. В доме Израиля Я вижу ужасное; там блудодеяние у Ефрема, осквернился Израиль.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ.7. Они же, подобно Адаму, нарушили завет и там изменили Мне.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кайӑп, Хамӑн вырӑнӑма таврӑнӑп, вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑничченех, Манӑн сӑнӑма шыраса тупичченех унта пулӑп.15. Пойду, возвращусь в Мое место, доколе они не признают себя виновными и не взыщут лица Моего.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнтан ӑна иҫӗм пахчийӗсемпе Ахор айлӑмне парӑп, ҫапла унӑн чӗринче шанчӑк ҫуратӑп; унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухнехи пекех, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухнехи пекех, юрлӗ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӗсем ытла ҫине тӑрса ыйтнине кура, патшан ирӗксӗрех Даниила тытса памалла пулнӑ, 31. лешӗсем ӗнтӗ Даниила арӑслан шӑтӑкне пӑрахнӑ, унта вӑл ултӑ кун хушши пулнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пахчара кӑшкӑрашнине илтсессӗн, унта мӗн пулнине курас тесе, пӳртре пулнисем айккинчи алӑксенчен чупса кӗнӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӑл унта хӑйӗн эшкерӗсене ярӗ, ҫавсем аслӑ хӑватӑн сӑваплӑ Ҫуртне ирсӗрлетӗҫ, куллен парне кӳрессине чарса лартӗҫ, ҫавӑнта йӗрӗнчӗк лартса хурӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ унта Перси патшисемпе куҫа-куҫӑн тӑтӑм — вара Михаил, пӗрремӗш пуҫлӑхсенчен пӗри, мана пулӑшма ҫитрӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл пӗр ҫичӗҫуллӑха нумайӑшӗпе килӗшӳ тӑвӗ; парне парассине, тырӑ-пулӑ парни кӳрессине ҫур ҫичӗҫуллӑха чарса лартӗ, ҫав вырӑна ирсӗрлетӗ, унта йӗрӗнчӗк лартса хурӗ — ирсӗрлетекеннине палӑртса хунӑ вилӗм ҫитичченех ҫапла пулӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ мухтавлӑхун Ҫуртӗнче мухтавлӑ, унта Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.53. Благословен Ты в храме святой славы Твоей, и прехвальный и преславный во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Даниил унта Кир пӗрремӗш ҫул патшара лариччен пулнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта сӑваплӑ лаптӑк тата хула ҫӗрӗ пулмалла.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кирек мӗнле чӗрӗ чун та, икӗ юхӑм шыв кӗнӗ ҫӗрте шуса ҫӳрекенскер, чӗрӗ пулӗ; пулли те шутсӑр нумай пулӗ, мӗншӗн тесен унта ҫав шыв ҫитӗ те — тинӗсри шыв сывлӑхлӑ пулӗ, ҫак юхӑм ӑҫта кӗрет, ҫавӑнта пурте чӗрӗ пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнакан ют арӑм ывӑлӗн те унта кӗме юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.