Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне Джим акӑ мӗн каласа панӑ: ӑна тухатмӑшсем тухатса ҫывратса янӑ-мӗн, вӗсем, ун ҫине утланса, пӗтӗм штат тӑрӑх ҫӳренӗ пулать, кайран, ӑна татах йывӑҫ айне пырса лартса, унӑн шлепкине турат ҫине ҫакса хӑварнӑ, ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех ӑнланччӑр тенӗ-мӗн.

На другой день Джим рассказывал, будто ведьмы околдовали его, усыпили и катались на нем по всему штату, а потом опять посадили под дерево и повесили его шляпу на сучок, чтобы сразу видно было, чье это дело.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах та пӳрт айне шашкӑ лартма ҫӗр алтнӑ чухне кирпӗч татӑкӗ сиксе тухнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫур ырлӑхне кӗнӗ ял, хӑй чухӑннинчен вӑтаннӑ пек, урамӑн икӗ айккипе ешерекен ват йӑмрасемпе яштака хурӑнсем айне пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурлӑхпа ҫуклӑх, тӑпра айне кӗрсе выртсан та, этемӗн уйрӑмлӑхне палӑртса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Инсаров унӑн аллине тытса хӑйӗн пуҫӗ айне хучӗ.

— Он взял ее руку и положил ее себе под голову.

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑй пурнӑҫне пурӑнса ирттернисене, пурнӑҫ хуҫнӑ ҫынсене Венецие кайма кирлӗ те мар: вӑл вӗсемшӗн пирвайхи кунсенче пурнӑҫлаймасӑр юлнӑ ӗмӗтсене аса илни пекех хурлӑхлӑ пулать, анчах кам чӗринче вӑй вӗресе тӑрать, кам хӑйне сывӑ туять, вӗсемшӗн Венеци ырӑ; ан тив, вӑл хӑй телейӗпе унӑн тӗлӗнмелле пӗлӗчӗ айне килтӗр — ҫав телей кирек епле ҫутӑ пулсан та, Венеци ӑна татах та нихҫан тӗксӗмленмен ҫутӑпа ҫутатать.

Отжившему, разбитому жизнию не для чего посещать Венецию: она будет ему горька, как память о несбывшихся мечтах первоначальных дней; но сладка будет она тому, в ком кипят еще силы, кто чувствует себя благополучным; пусть он принесет свое счастие под ее очарованные небеса, и как бы оно ни было лучезарно, она еще озолотит его неувядаемым сиянием.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров тӗплӗн каласа парасшӑн пулманнине асӑрхаса илсен (вӑл килессе те ун патне ирӗксӗр кӑна килнӗччӗ), пуринчен малтан «пенёнзпа» хӗҫпӑшалланма канашланипе ҫырлахрӗ, тепӗр чухне килсе кайма сӗнсе: «сирӗн пуҫа ҫынна шанасси килсе кӗрсен, «ӗненменлӗх» чаксан — тепӗр чухне килсе кайӑр», — тесе хушса хучӗ вӑл, уҫӑ табакеркине сӑмси айне тытса табак шӑршланӑ май.

А заметив, что Инсаров неохотно вдавался в подробности (он и приехал к нему скрепя сердце), ограничился советом вооружиться прежде всего «пенёнзами» и попросил побывать в другой раз, «когда у вас, — прибавил он, нюхая табак над раскрытою табакеркою, — прибудет доверчивости и убудет недоверчивости.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫакӑн айне — мӗнле шутлатӑн? — «Павел Яковлев Шубин художникӗн пулас пурнӑҫӗ», тесе ҫырас мар-и?..

А под этой штукой — как ты думаешь? — «Будущность художника Павла Яковлева Шубина…»

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Статуэтка айне: «Сыхланӑр, колбасниксем!» тесе ҫыратӑп.

Под статуэткой: «Берегитесь, колбасники!»

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫак ен айне мӗнле ҫырмаллине шухӑшласа тупса памастӑн-и?

 — Не соблаговолишь ли сочинить приличную подпись?

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена пӗр сӑмах чӗнмесӗр каялла ҫивитти айне чакрӗ.

Она отступила молча в часовню.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫивитти айне ыйткалакан карчӑк кӗрсе тӑчӗ, вӑл ҫийӗнчи тумтирне силлерӗ те, пуҫ тайса: «ҫумӑртан, матӑшкӑ», тесе мӑкӑртатса илчӗ, унтан ӗхлеткелесе, ӑхлаткаласа пус пурин хӗррине вырнаҫса ларчӗ.

Старушка нищая вошла в часовенку, отряхнулась, проговорила с поклоном: «От дождя, матушка» — и, кряхтя и охая, присела на уступчик возле колодца.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл ун патне чупса ҫитрӗ те ҫав лутра ҫивитти айне кӗрсе тӑчӗ.

Она добежала до нее и вошла под низенький навес.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак хушӑра лавҫӑ лакейпа тата горничнӑйпа пӗрле, карета ҫинчен карҫинккасем илсе килсе, ватӑ ҫӑкасен айне апат хатӗрлерӗ; пурте вара, курӑк ҫине сарнӑ ҫитти тавра ларса, паштетсемпе ытти апатсене ҫиме тытӑнчӗҫ.

Между тем кучер с лакеем и горничной принесли корзинки из кареты и приготовили обед на траве под старыми липами; все уселись вокруг разостланной скатерти и принялись за паштет и прочие яства.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑнса хытнӑ кӗленче катрамкки пысӑк валашкана йывӑррӑн та ҫуттӑн вырнаҫнӑ пек, уяр тӳпе ун айне пулнӑн тата кӑтра йывӑҫсем ним хускалмасӑр ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать.

Казалось, застывшая масса стекла тяжело и светло улеглась в огромной купели, и небо ушло к ней на дно, и кудрявые деревья неподвижно гляделись в ее прозрачное лоно.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин ҫыру айне кӑранташпа: «Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ ҫын кӗсйинчен тутӑрсем ҫаклатмастӑп-ха», тесе ҫырса хучӗ те, ӑна камердинера парса, каллех кӗнеке тытрӗ.

Шубин начертил внизу карандашом: «Не беспокойтесь — я еще пока платков из карманов не таскаю»; возвратил записку камердинеру и снова взялся за книгу.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫӗр айне пытарнӑ мул пекех, алла лекесшӗн мар.

Не дается, как клад в руки.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл месерле ҫаврӑнса выртрӗ те аллине пуҫӗ айне хучӗ.

Он перевернулся на спину и заложил руки за голову.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Сехетне ҫеҫ мар, костюмне те сутнӑ-ҫке хуть! — кантӑка хупрӗҫ ман хыҫҫӑн палатӑрисем, мана ҫийӗнчех утиял айне чӑмтарса.

Надо ж, и костюм продал! — мои соседи по палате прикрыли за мной окно и загнали меня под одеяло.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫӗр айне кӗмелли станци патӗнче пирӗн санитарсемпе тухтӑрсем кускалаҫҫӗ.

Возле станции подземки работали наши санитары и врачи.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех