Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хирӗҫле сак ҫинче, ҫӗр пӳртӗн тепӗр стени ҫумӗнче, такам васкамасӑр, шӑппӑн, ҫурма ыйӑхлӑ сасӑпа салтак юмахне ярать, тен, ӑна, ҫав юмаха, Мускав ҫывӑхӗнчи боецсем паян ҫеҫ юптарса кӑларнӑ пуль.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр ҫын пӗлмест — эсӗ пӗлетӗн, эпӗ пӗлетӗп, Хӗрлӗ Ҫар пӗлет — Амед мӗнлине.Другой человек не знает — ты знаешь, я знаю, Красная Армия знает, какой был Амед-джан…
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эп, пуҫа чикӗнсе ӳкесрен пӑртакҫӑ хыҫалалла тытса, асӑрханса куклентӗм, Игорӗн хамран яман аллине хулпуҫҫи урлӑ тытрӑм, тепӗр аллӑмпа ҫумри йывӑҫӑн аялти туратӗнчен уртӑнтӑм, аран-аран ҫӗклентӗм, хампала пӗрле Игоре те тӑратрӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӗҫех тепӗр ӑстрӑм ҫӗр ҫийӗ йывӑррӑн ахлатрӗ, хытса кайнӑ сывлӑш урнӑ пек талпӑнса илчӗ, эп каллех юр ҫине персе антӑм.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Обер-лейтенант ун енне ярса пусрӗ, ӑна ҫухаран ҫатӑртаттарса тытрӗ, тепӗр аллипе хыҫалти кӗсйинчен пистолет туртса кӑларчӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Офицер каллех васкамасӑр-тумасӑр, ҫара аллине сылтӑмалла ячӗ, ал тупанне тӳртӗн ҫавӑрчӗ, каллех кӗске сулӑмпа Игоре тепӗр енчен ҫупрӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр кун ирхине вӑл тӗсрен кайса вӑранчӗ.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ те ҫаплах, — тепӗр си каларӗ вӑл, урокра хӑйне хӑй калаҫса задача туса ларнӑ пек, — эпӗ те ҫаплах-ҫке, анчах пурӗпӗр питӗ шел…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ хамӑн ватка пиншакран бригадирта ӗҫленӗ чухнехи тетраде туртса кӑлартӑм, унӑн листисене хамӑра кирлӗ чухлӗ татрӑм, кантӑка лайӑхрах картӑм, турчкаран тунӑ алӑк питӗркӗчне тепӗр хут тӗрӗслерӗм.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр кун кӳпшек нимӗҫ каллех пирӗн пата кулкаласа пырса кӗчӗ.На другой день толстый денщик опять явился к нам сияющий и сказал.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл-и-ха, регланӗ ҫуннӑ вӑхӑтра пит-куҫне перчеткипе хупӑрласа, ваннӑ самолетне ҫӗр ҫине лартать те тепӗр сехетренех урӑх самолетпа тӳпенелле вӗҫсе каять?
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Телефонпа судьяпа калаҫрӗҫ, судья халь районра иккен-ха, суд сессийӗнче, инҫетрен начар илтӗнен сасси тӑрӑх шайласан, ҫӗр чӑмӑрӗн тепӗр енчен калаҫать теме те пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ мана, Саня, ярӑнса таврӑннӑ чухне конфет панӑччӗ, эпӗ илмерӗм, эсӗ вара тепӗр хӗрачана патӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр йышшисем питӗ ҫуттӑн ҫутатаҫҫӗ, тепӗр йышшисем тӗтӗм кӑларса, аран-аран кӑна мӗлтлетеҫҫӗ.И одни фонарики горят ярким, великолепным светом, а другие чадят и дымно вспыхивают в темноте.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каллех ман пурӑнан пурнӑҫа тепӗр усал инкек кисретсе илчӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр айккинче — «Мускав» гостиница.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ Расщепей пӳлӗмӗсене, япалисене, альбомӗсене, картинисене хам тепӗр хут курас тата ачасене кӑтартас хаваспа малтанах киленсе пыратӑп.Я предвкушала, как буду показывать им комнаты Расщепея, его вещи, альбомы, картины.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эп каллех Жмыревӑн пӗркунхи юптаруллӑ сӑмахӗсене астурӑм, ҫавӑн пекех, Игорь ун чухне Васька умӗнче ним мар пулса кайни, унтан вӑл юлашки вӑхӑтра пӑрӑнса ҫӳрени тепӗр хут аса килчӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине курсан, — вӑл часрах вагона васкарӗ, тепӗр самантран, бидонӗсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн, ман ҫумма пырса ларма та ӗлкӗрчӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тепӗр кун ирех эпӗ Мускава тухса кайрӑм.