Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сталин юлташ праҫник умӗн тухса каланӑ сӑмахӗнче ун ҫинчен ӑнлантарчӗ пулсан, пирӗн шухӑшламалла-и ун ҫинчен?

— Если товарищ Сталин в сказанной перед праздником речи объяснил это, то надо ли думать об этом?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла вара, тул ҫутӑлас умӗн Мускава ҫитрӗмӗр те ҫав танксем юсакан завода кайрӑмӑр.

— Итак, перед рассветом прибыли в Москву и отправились на этот танкоремонтный завод.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вунвиҫҫӗмӗшӗнче, тул Ҫутӑлас умӗн, Мускава ҫитсе, танксене юсакан завода патӑмӑр.

Тринадцатого, перед рассветом, приехали в Москву и передали танки на ремонтный завод.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫук, ҫак хӑрушла ӗҫ пулас умӗн, ҫӗнӗ наступлени умӗн, Отто Кугель дневник валли сӑмах тупаймасть.

Нет, для дневника даже перед таким грозным событием, как новое наступление, Отто Кугель не имеет слов.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫутӑлас умӗн Шошин Пӑши вӑрманне кайрӗ.

На рассвете Шошин вышел в Лосиное урочище.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем урама васкавлӑн сиксе тухнӑ: пӗри хулпуҫҫийӗ ҫине кӗрӗкне уртса янӑ, тепри шаль тутӑрпа пӗркеннӗ, хӗвел анас умӗн хыта шӑнтрӗ пулсан та, теприсем кӗпе вӗҫҫӗн кӑна.

Они выбежали на улицу второпях: кто в накинутой на плечи шубенке, кто прикрываясь шалью, а иные в одних платьях, хотя и крепко морозило перед заходом солнца.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Румянцевӑн десантникӗсемпе килнӗ самолета Воронин хӑй хирӗҫ тухса илесшӗн ҫунчӗ пулсан та, ҫавна тума пултараймарӗ; шӑпах вӗсем килес умӗн, ҫар ӗҫне вӗрентнӗ чухне урине хытӑ ыраттарнипе вӑл ҫӗр пӳртре те аран-аран кӑна уткаласа ҫӳрерӗ.

Хотя Воронин сам захотел встретить самолет с десантниками Румянцева, но не смог этого сделать; именно перед их прибытием, во время обучения военному делу, он сильно поранил ногу и с трудом передвигался по землянке.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Румянцев десантникӗсен группи хӑйсемпе илсе килнӗ япаласене пуҫтарса лавсем ҫине тиерӗ те партизансемпе пӗрле Грибки ялӗнчен тухса, ҫутӑлас умӗн Ҫӗрӗк вӑрманти Воронин отрядне кайрӗ.

Группа десантников Румянцева, собрав привезенные с собой вещи, погрузила их на обозы и, выйдя вместе с партизанами из деревни Грибки, перед рассветом отправилась в отряд Воронина в Гнилом лесу.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Степан Бояркин хӑй ертсе кайма килӗшнӗ партизансен ушкӑнӗ Грибки ялне тухса каяс умӗн Илья Крылатов хӑй пурӑнакан ҫӗр пӳрт умӗнче яланах ӗҫлӗ Костьӑна тытса чарчӗ те: — Кӗрсе тухатпӑр-и? — тесе сӗнчӗ.

... Степан Бояркин перед отходом в деревню Грибки партизанской группы, которую он согласился возглавить, остановил у землянки Ильи Крылатова постоянно работающего Костю и предложил: — Зайдем?

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче те хӗвел тухас умӗн Юргинпа тӗл пулнине аса илме кӗске самантсем тупӑнчӗҫ.

Даже в бою находились секунды, когда Лена вспоминала встречу с Юргиным на восходе солнца.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн чаҫсем ҫурҫӗр ҫитес умӗн кӑна Скирмановӑна йышӑнса илчӗҫ.

Только к полуночи наши части заняли Скирманово.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫ тин ҫеҫ, ҫӗр пӳрте кӗрес умӗн кӑна вилмеллех аманнӑ: ун кӑкӑрне витӗрех пуля шӑтарса тухнӑ.

Немец только что, около землянки, был смертельно ранен: его насквозь в грудь пробило пулей.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу умӗн, яланхи пекех, передовойра кашни минут иртмессеренех шиклӗ шӑплӑх вӑйланса пырать.

Как всегда перед боем, на передней линии с каждой минутой крепла особая, чуткая и тревожная тишина.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапӑҫу умӗн ирхи апат ҫимеллех, анчах кухня ӑҫта-ха?

— Позавтракать перед боем надо бы, да только где же кухня?

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумайӑшӗсем хӑйсем шикленнине, аран-аран чарса, юлташӗсем хӑравҫӑ вырӑнне шутласран хӑраса пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ку пустуя кӑна: ку хӑраса ӳкни пулман, ҫапӑҫу умӗн салтаксен чӗри вӑркани пулнӑ, мӗншӗн тесен ун пек чух вӑхӑт сахаллипе пӗр самантрах мӗнпур ӗмӗр тӑршшӗнче татса памалли ыйтусене нумайӑшне татса памалла.

Многие с трудом сдерживали и скрывали от товарищей озноб, боясь, что его сочтут за выражение страха, но делали это напрасно: это был не страх, а то особое солдатское волнение перед боем, когда из-за недостатка времени враз обдумывается и решается многое из того, что должно бы обдумываться и решаться в течение всей жизни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Передовоя тухас умӗн командирсемпе политработниксем ҫеҫ мар, коммунистсем те нумайӑшӗсем пулас ҫапӑҫу ҫинчен салтаксемпе калаҫу ирттерчӗҫ.

Перед выходом на передовую не только командиры и политруки, но и многие коммунисты провели с солдатами беседы о предстоящем бое.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шаракшанэ батальонӗ ҫутӑлас умӗн передовоя тухса кайма приказ илнӗ.

Батальон Шаракшанэ получил приказ перед рассветом выдвинуться на передовую.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗнер ирхине, кунта ҫитес умӗн юлашки хут чарӑнсан, манӑн пӗр йытӑ вӗҫерӗнсе тарчӗ.

Вчера утром, на последней стоянке, у меня сбежала одна собачка.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн кӗсйинче юлашки ҫапӑҫу умӗн ҫырнӑ ҫыруне тупнӑ.

В кармане у него нашли заявление, написанное перед последним боем.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр наступление кайма хатӗрленекен гитлеровецсем пирӗн малти рете хушӑран хушша, хӗвел тухсан тата хӗвел анас умӗн кӑна перкелерӗҫ, тата пирӗн тыла снарядсемпе минӑсем кӑштах пӑрахкаларӗҫ, анчах ку вӑрҫӑ пӗтменнине, вӑхӑтлӑха ҫеҫ шӑпланнине аса илтернӗ евӗрлӗ пулчӗ.

Гитлеровцы, занятые подготовкой к новому наступлению, лишь изредка на утренних и вечерних зорях — бросали на наш передний край да в тылы несколько снарядов и мин, но словно бы только затем, чтобы напомнить: наступило затишье, а не конец войне.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех