Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типӗ юр шӑхӑрса пите пыра-пыра ҫапать.

Сухой снег со свистом бил в лицо.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Апла пулсан, ӑна шеллесси те ҫук, тапратса ятӑн та — укҫана ҫапать те ҫапать… нимӗн сӑмахсӑр, нимӗн чӑрмавсӑр… ҫаврӑнать те ҫаврӑнать!

Стало быть, ее не жалко, завел— она и кует тебе рубли… без всяких слов, без хлопот… пустил, она и вертится!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл ҫапнине чӑн тесе шутласан, Чжоу Юй-хуан Гая ҫапнӑ пекех пулса тухать: пӗри ҫапать, тепри ҫавна ҫеҫ кӗтет, вара иккӗшӗ те кӑмӑллӑ.

Если посчитать это за удар, то выходит, вроде как Чжоу Юй бьет Хуан Гая: один бьет, а другой только того и ждет, и оба довольны.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лео параппан ҫапать.

Лео бьёт в барабан.

Пит чаплӑ концерт // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Каҫ сӗмӗ ҫапать.

Смеркается.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пакистанри ахаль халӑх пӗлекен Пир-Манго вӗри ҫӑлсенчен усал шӑршӑ ҫапать.

Поэтому горячие ключи Пир-Манго, популярные среди нростого народа, пахнут отвратительно.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Шывра йӳҫлӗх шӑрши ҫапать.

От воды пахнет сыростью болота.

Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсенчен тӑварлӑ нӳрӗ шӑршӑ ҫапать.

От этих бугров несло солоноватым, влажным запахом.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Кулишев — хӑйӗнчен эрех шӑрши ҫапать — мана калать:

Кулишёв — от него пахло водкой — сказал мне:

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кулишев каллех ман ҫине кӑшкӑрма пуҫларӗ, чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫапать, вӗҫӗмсӗр хӑратать.

Кулишёв опять начал кричать на меня, стучал кулаком по столу, сыпал угрозами.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫуйӑн шӑхӑрса ярать те, асаттене хӳрипе пырса ҫапать, чутах вӗлерсе пӑрахман вӗт!

Сом как засопит, как ударит дедушку хвостом, чуть-чуть до смерти не убил!

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олега тӗтӗм шӑрши ҫапать, пулӑ та хӑях шӑрши витӗрех касать.

Олег весь пропах дымом, запахом рыбы и осоки.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫынна ураран сӑмсипе ярса илет те ҫӗр ҫине ҫавӑрса ҫапать.

Он может хоботом человека за ногу схватить и о землю хлопнуть.

Слонсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ сехет ҫине пӑхрӑм, вӑл ҫаплах ҫапать.

Я смотрел на часы, а они звонили.

Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кӑна сехет ҫапать ӗнтӗ.

Это часы звонят.

Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Васька кадетсене ҫил-тӑвӑл пек унталла та кунталла сирпӗтет, сылтӑмалла та, сулахаялла та ҫапать.

Васька раздавал кадетам удары направо и налево.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗлӗхӗсене ҫапать те, кӗсле хӑех юрлать, патша чухӑна тинӗсе мӗнле путарни ҫинчен каласа кӑтартать.

Гусли-самогуды сами играют, сами пляшут, сами песни поют, поют про то, как царь Бедняка в море утопил.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пирӗнни вара, паллах, лайӑх кӑна сулса ярса, лешне шӑлӗсенчен ҫапать, лешӗ — пирӗнне.

Наш развернулся — и тому в зубы, тот нашему.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Иван Иванович яшки ҫине шӑна лексен питӗ ҫиленет, хӗрсех каять вӑл ун пек чух, турилккине ҫавӑрса ҫапать, кил хуҫине лектерсе ярать.

Иван Иванович очень сердится, если ему попадется в борщ муха: он тогда выходит из себя — и тарелку кинет, и хозяину достанется.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Вӑл та, Костя пекех, витӗрех йӗпеннӗ, анчах унӑн пысӑк та вӑйлӑ пӗвӗнчен ӑшӑ ҫапать, ҫапла вара Костя хуллен-хулленех ӑшӑнать.

Он, так же как и Костя, промок насквозь, но от его большого, сильного тела идет тепло, и мало-помалу Костя согревается.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех