Шырав
Шырав ĕçĕ:
Черевик хӑйӗн кумӗ патӗнче, улӑм витнӗ сарайӗнчи вӑкӑрсемпе пӗрле, тулӑ тата ҫӑнӑх миххисем хушшинче карӑнкаласа, анаслакаласа тӗлӗрсе выртать, тӑрас кӑмӑлӗ те, тӗлӗкӗсенчен уйрӑлса каяс кӑмӑлӗ те ҫукчӗ пулас унӑн, анчах та сасартӑк сасӑ илтӗнчӗ, сасси ӗнтӗ ҫав тери ҫывӑх, палланӑ сасӑ, — наянлӑх йӑви евӗрлех — турӑ пиллесе панӑ кӑмака пек, е ҫывӑх хурӑнташӗн инҫетре те мар, пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ ларакан хупахӗ евӗр ҫывӑх та палланӑ сасӑ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пачах ҫывӑхра, хӑлхана питӗрсе, мотор кӗрлет, гусеницӑсем чанкӑртатаҫҫӗ, тупӑ пени сывлӑша ҫурать; йӗри-тавра пӑшал пени шатӑртатать, ҫынсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни илтӗнет; ҫӗр пӳртӗн кашкӑр йӑви евӗрлӗ тӑвӑр алӑкӗнчен атӑ е ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урасем чупса иртни курӑнать.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Сергей мачча ҫумне кайӑк йӑви пек ҫыпӑҫса ларнӑ репродуктор умӗнче чарӑнса тӑчӗ.Сергей остановился перед репродуктором, прилепленному к потолку, как птичье гнездо.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бугорков Барашкин патӗнчен тухнӑ та хӑй туса лартнӑ вӑхӑтлӑх этем йӑви варринче чарӑнса тӑнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Намӑс пире, хӗрлӗ кавалеристсене, ҫак чӑх йӑви пек ҫуртра пурӑнма.— Стыдно нам, красным кавалеристам, жить в таком, с позволения сказать, курятнике.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗттӗм пулса ҫитсен, чӳречесенчен ҫеҫенхирти уҫӑ сывлӑш кӗрсен, праҫникри пек тумланнӑ Сергейпа Ирина килчӗҫ: Ирина ҫаннисемпе кӑкӑр ҫине илемлӗ тӗрӗ тытнӑ ҫинҫе шурӑ пир кӗпе тӑхӑннӑ; Наталья Павловна асӑрхаса илчӗ: ҫак кӗпе тӗсӗ Иринӑн тӗксӗмрех пичӗпе тата ҫивӗт туса пуҫ тӑрне темӗнле, кайӑк йӑви пек, чӑмаккаласа ҫыхнӑ хура ҫӳҫӗпе питех те килӗшсе тӑрать.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йӑви патне вӗҫсе ҫитсен, ҫывӑхра ҫынсем ҫук-ши тесе, вӑл йӗри-тавра пӑхнӑ, вара ҫунаттисене хускатнӑ та йӑва хӗррине ларнӑ.
Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.
Ӑмӑрткайӑк ывӑнса ҫитнӗ пулнӑ, вӑл каллех тинӗселле вӗҫеймен; йӑви ҫине аннӑ та чӗпписене ҫунаттисемпе пӗркенӗ, ачашланӑ, вӗсен тӗкӗсене тӳрлетнӗ, чӗпписене кӑштах тӑхтама ыйтнӑ пек тунӑ.
Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.
Пӗрре йывӑҫ таврашӗнче ҫынсем ӗҫленӗ, ӑмӑрткайӑк чӗрнисемпе пысӑк пулӑ ҫаклатса хӑй йӑви патне вӗҫсе пынӑ.Один раз подле дерева работал народ, а орел подлетал к гнезду с большой рыбой в когтях.
Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.
Икӗ шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакса янӑ вырӑсла хапха урлӑ, ҫирӗп карта урлӑ килкартишӗнчи пӗлсе вырнаҫтарнӑ тӗреклӗ хуралтӑсем курӑнса лараҫҫӗ.Два скворечника висело на воротах, сквозь забор виднелись основательные постройки.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Упӑшки Европӑри пек ҫеҫ тумланса ҫӳрет, ҫухави унӑн яланах шап-шурӑ, арӑмӗн ҫав тери кӑпӑшлантарса янӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫинче ҫерҫи йӑви майлӑ тӑрать.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Ку сасса илтме хӑнӑхнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, — ватӑ акацисем ҫинче темиҫе ула курак йӑви пур-ҫке, — ҫапах та шӑп ҫав вӑхӑтра кранклатни ӑна хытах хӑратса пӑрахрӗ, вӑл вырӑнтах хытса тӑчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Вӑл ӗнерхи пӑлан йӗрӗсене шыраса тупрӗ, пӑлан ӗнер выртнӑ вырӑна, чӑтлӑх ӑшне, йӑви патнех лӑпчӑнса выртрӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Ну, халь пуҫларӗ ӗнтӗ чӗриклетме, кивелнӗ шӑнкӑрч йӑви, — терӗ полковник ҫурма сасӑпа та тӳрккесле ыркӑмӑллӑхпа.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӗлӗк-авал ҫав кивӗ мӑнастире паттӑр яхтӑ хупӑрласа тӑнӑ, яхтӑ тӑрринче туллиех вӗҫен кайӑк йӑви пулнӑ, лапсӑркка турачӗсен хӳттинче пӗчӗк чиркӳ пытанса ларнӑ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Кашкӑр сурӑха хӑй йӑви ҫывӑхӗнче пӑвмасть…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн чи тӑрринче, йӑлтӑркка ҫутӑ-симӗс тӗслӗ ҫӑра ҫулҫисем ӑшӗнче, ҫӑхан йӑви сиввӗн курӑнса тӑрать.На самой маковке его, в темной глянцево-зеленой листве угрюмо чернело воронье гнездо.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кур-ха, хутор мӗнле хускалса кайрӗ, кӑткӑ йӑви хускалнӑ пекех.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Захар мучи алӑк патӗнчи пӗчӗк хӑма татӑкӗсенчен шӑнкӑрч йӑви тӑвать.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку — Захарӑн кӗтесӗ е йӑви.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956