Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр вырӑн ҫинчен урӑх тӑраймарӗ, каҫ енне унӑн чӗри тапма чарӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Сасартӑк чӗри тӗлӗнчен аллипе тытрӗ те пуҫне алӑк урати ҫине хучӗ, хускалми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Акӑ Пӗтӗрӗн чӗри яшлатса чиксе кайрӗ, куҫӗ-пуҫӗ хуралса килчӗ.

Вот сердце у Петра стало быстро колотиться, в глазах потемнело.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Петӗр калаҫу вӗҫленеспе пӗр вӑхӑт чӗри тӗлӗнчен тем чӗпӗтсе илнине туйрӗ те хуллен килне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Петӗр пиччен сывлӑхӗ самаях хавшаса килчӗ, ун чӗри те ыратма пуҫларӗ.

Со временем здоровье у дяди Пети ослабело, и сердце его стало болеть.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Юратусӑр ҫын чӗри ванать, таланчӗ мӑкалать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫапах та, хӑй «тӑшманне» хур тунӑ пулсан та, Тариҫӗн темшӗн чӗри вырӑнта мар.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫутҫанталӑка каҫса кайсах юратаканскерӗн, таврари колхозсенче ҫӗре хакламаннине вуншар ҫул курса, унӑн чӗри суранланнӑ.

У человека, который так сильно любил природу, и десятки лет смотрел на то, как в окрестностях колхоза не ценили землю, изнывало сердце.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Алексей Балакаевӑн «Амӑшӗн чӗри» пуканесен спектакльне пӗлтӗр халӑх умне пӗрремӗш хут кӑларнине кашниех ас тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Чӗри шӑнса кайнӑ ҫав, Чӗрӗ виле пулнӑ ҫав…

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Чӗри ҫӗҫӗпе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ: «Нивушлӗ Алексей?»

«Неужели Алексей?» — сердце заболело, будто воткнули нож.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ираидӑн чӗри ҫак сӑмахсене илтсе савӑнӑҫлӑ тапӑртатма тытӑнчӗ.

Сердце Ираиды, услышав эти слова, стало биться веселее.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Оксана, — палласа илчӗ ӑна Ираида. Чӗри хӗссе ыратса кайрӗ. — Пулайман кин».

"Оксана, узнала ее Ираида. Больно сжалось сердце. - Не состоявшаяся невестка".

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Васкаса тапакан чӗри майӗпен йӗркене кӗре пуҫларӗ.

Бешенно колотившееся сердце стало приходить в норму.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Ӗҫ-пуҫ мӗнлерех пулса иртнине куҫ умне кӑларсанах хӗрарӑмӑн чӗри ыратнӑ, хӑйне питӗ йывӑр туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

- Пирӗн староста кашни ӗҫе чӗри витӗр кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Ҫавӑнтах тапма чаранчӗ ҫак мӑшкӑла тусеймен хӗрарӑм чӗри.

Не выдержав такого позора сердце женщины здесь же перестало биться.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Чиксе, ыратса кайрӗ амӑшӗн чӗри.

Закололо, заболело сердце матери.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Чӗри вӑхӑтсӑр тапма чарӑнчӗ пулин те хастар чунлӑ поэт хӑйӗн чӗрӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан илемлӗ пултарулӑхӗпе, ытарма ҫук хӳхӗм сӑвви-юррипе яланах пурӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мӑшӑрӗн ытамӗнче чӗри тапма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех