Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мучи сăмах пирĕн базăра пур.
Мучи (тĕпĕ: мучи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Культурӑллӑ пурӑнмалла, мучи, сарай хыҫӗнче сӗтӗрӗнсе ҫӳремелле мар, уборнӑя каймалла, — кула-кула сӗнчӗ Давыдов.

— Надо, дед, жить по-культурному, уборной пользоваться, а не скитаться за сараями, — посмеиваясь, посоветовал Давыдов.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи, ҫилленсе, лач! сурса хучӗ, аллипе утта хыпашласа, нумайччен тем мӑкӑртатрӗ, ятлаҫрӗ.

Щукарь ожесточенно сплюнул и, шаря в сене руками, долго что-то бормотал и чертыхался.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Куратӑр-и, ырӑ ҫынсем, мӑйракаллӑ шуйттан мӗнле вӑл? — имшеркке те вӑйсӑр сасӑпа ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи, ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ Трофим ҫине тӗллесе кӑтартса.

— Видали, добрые люди, каков черт с рогами? — вялым, расслабленным голосом спросил Щукарь, указывая на изготовившегося к бою Трофима.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи вӑранчӗ.

И дед Щукарь проснулся.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мучи ирхине пӗрмай качака хыҫҫӑн чӑпӑрккапа чупрӗ, халӗ акӑ, куратӑр-и, пӗрле ҫывӑраҫҫӗ, — терӗ хыттӑн Яков Лукич.

— Все утро дед за козлом с кнутом гонялся, а зараз, видите, вместе спят, — уже громко заговорил Яков Лукич.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каярахпа вӑл утӑ ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучи кӗлеткине тата ун ҫумне чӑмӑртанса выртнӑ Трофима уйӑрса илчӗ.

А потом различил фигуру спавшего на сене деда Щукаря и рядом с ним — свернувшегося в клубок Трофима.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мучи йӑпанмалла хуран кукли тутанса пӑхасшӑн пулнӑ, анчах тӑпӑрчне йытӑ ҫисе янӑ…

— Хотел дед в свое удовольствие вареников попробовать, а собака творог съела…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗррехинче ҫапла эпир, стариксем, вырсарникун Бесхлебнов тӑпрасӗ ҫинче лараттӑмӑр, эсӗ урампа иртсе пыраттӑн, Бесхлебнов мучи сана хыҫалтан пӑхса юлчӗ те калать:

Как-то мы, старики, сидели в воскресенье у Бесхлебнова на завалинке, а ты мимо шел, дед Бесхлебнов поглядел тебе вслед и говорит:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи картишне тухрӗ те урӑх курӑнмарӗ, часах вара Макар килчӗ, хӑй хыпӑннӑ лаша пек сывлать, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, шарламасть.

Подался Щукарь на баз, только я его и видел, а тут вскорости Макар явился, дышит, как запаленный конь, сел за стол и помалкивает.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аран-аран шӑрпӑк чӗртрӗм, пӑхатӑп — урайӗнче Ҫӑрттан мучи йӑваланса выртать, ман ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхать, теприне хупнӑ.

Кое-как зажег спичку, гляжу — дед Щукарь на полу валяется и смотрит на меня одним глазом, а другой закрыл.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫаплах вара: ҫӗрле Макар уҫӑ кантӑк умӗнче ларнӑ, ҫӗнӗ вӗреннӗ ҫын, Ҫӑрттан мучи, — сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче.

— Проще простого: ночью Макар сидел возле открытого окна, а новый грамотей, дед Щукарь, по другую сторону стола.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн килмеллеччӗ» — пӑшӑрханса тухса кайрӗ Щукарь мучи, кӗҫен алӑка васкавлӑн шартлаттарса хупса хӑварса.

Надо бы посля обеда прийтить», — сожалел дед Щукарь, торопливо захлопывая калитку.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Юрамасть, эппин? — ассӑн сывласа илчӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, ура ҫине тӑма хӑтланса.

— Значит, нельзя? — вздохнул, поднимаясь, дед Аким Курощуп.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуҫалӑха, мучи, пупсем кӑтартнӑ пек мар, наука кӑтартнӑ пек тытса пымалла.

Надо, дедушка, с наукой хозяйство вести, а не с попами.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каях, мучи, ун пирки урӑх ан та калаҫ.

Ступай, дед, и больше об этом не говори.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, ку вара, мучи

— Ну уж это, дед…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Халлӗхе нимӗн те курӑнмасть-ха, мучи.

— Еще ничего не видно, дед.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Турӑш ҫук, мучи, ан та шыра.

Иконы нету, дедушка, не ищи.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир сирӗн пата пӗр ӗҫ пирки йӑлӑнса ыйтма килтӗмӗр, — терӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, сывлӑх сунса, сӑхсӑхса илме турӑш ӑҫтарах ҫакӑнса тӑнине куҫӗсемпе кӑлӑхах шыраса ҫаврӑнса.

— Мы к вам с покорнейшей просьбицей, — сказал дед Аким Курощуп, здороваясь и тщетно разыскивая глазами образ, глядя на который можно было бы перекреститься.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла каланӑ та, хайхискер, хӑйӗн тирӗкӗнчи пӑтта Щукарь мучи ҫине вӑркӑнтара панӑ!

Да с тем как шарахнет в деда Щукаря кашей из своей миски!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех