Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Вӗсенчен пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ? тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ та — унта Иисусӑн Ӳтне тупайман.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫавна курма пуҫтарӑннӑ халӑх, унта мӗн пулса иртнине курсан, пурте кӑкӑрне ҫапа-ҫапа таврӑннӑ.48. И весь народ, сшедшийся на сие зрелище, видя происходившее, возвращался, бия себя в грудь.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑлара пуҫланӑ, 46. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑм — кӗлӗ ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ, эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30. ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31. кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ.17. Истинно говорю вам: кто не примет Царствия Божия, как дитя, тот не войдет в него.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ курӑнса килмест, 21. ун ҫинчен: «вӑл акӑ кунта» е «авӑ унта» тесе каламӗҫ: Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Саккунпа пророксем Иоанн киличчен ҫеҫ пулнӑ, халӗ вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарӑлать; кирек кам та унта кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нумай та вӑхӑт иртмен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе пуҫтарнӑ та аякри ҫӗре тухса кайнӑ; унта аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир Турӑ Патшалӑхӗнче Авраама, Исаака, Иакова тата пур пророка та курсассӑн, хӑвӑра ҫавӑнтан хӑваласа кӑларнине курсассӑн, унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унта халсӑр тӑвакан усал сывлӑш ернипе вунсакӑр ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ: вӑл кукленсех аннӑ пулнӑ, тӳрӗ тӑма пултарайман.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑр валли тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест: 34. ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пухӑннӑ, ӗнтӗ тӑвӑр пулнипе пӗр-пӗрне хӗстернӗ.1. Между тем, когда собрались тысячи народа, так что теснили друг друга,
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ, тенӗ.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать, тенӗ.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне илсе кӗнӗ; 39. унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ; ҫавӑ Иисус ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эхер те пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл тумасан, эсир урама тухӑр та ҫапла калӑр: 11. «акӑ сирӗн хулӑрта хамӑрӑн ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑрах силлесе хӑваратпӑр; ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» тейӗр.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.