Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗне пурте «Аркаша» тесе чӗннӗрен хӗрача хӑйӗн ашшӗ ятне шутласа тупнӑ: «Аркашевна».
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
«Ачасемпе юнашар хамӑра ҫамрӑкрах туятпӑр, вӗсем пире малалла пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ», — теҫҫӗ асаттепе асанне ятне илтме те ӗлкӗрнӗскерсем.
Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Кӑҫал вара 35-мӗш шкула паттӑр подпольщик ятне панӑ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Пӗлтӗр Николай Волков ятне «Гродно хулин Мухтавлӑ ҫыннисем» кӗнекене кӗртнӗ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Унсӑрӑн вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ятне яраҫҫӗ.
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Кунта вӑл нумай ҫул /2007/ вӑй хунӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Петр Осиповӑн кӗтесӗ те Кутемер ачин ятне упрать.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Чӑваш поэзийӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Константин Иванов пӗтӗм тӗнче историне кӗрсе хӑйӗн тата чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗр-ҫӗр ҫула упраса хӑварнӑ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Альбина Исемпи ятне илтнех вулаканӑмӑрсем.
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Халӗ чӑваш чӗлхине вӗрентнин ятне кӑна тӑваҫҫӗ.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Эпир ӑру ятне яман.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Элли Юрьевӑн пултарулӑхри паттӑрлӑхне хӑйӗн указӗсемпе вилӗмсӗрлетрӗ: хулан ҫӗнӗ урамне, ачасен ӳнер шкулне унӑн ятне пачӗ, Президент бульварӗнче Юрьевӑн музей-галерейине уҫнӑ, Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Шӑнкӑртамри Минсеит Тазетдиновпа Нӑрваш Шӑхальти Ирина Калентьева спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗн ятне тивӗҫрӗҫ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Колхоз конюхӗ, 1951 ҫулта 1500 метра чупассипе РСФСР чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ Рассых Бикчурин вара пьедесталӑн картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш ятне вӑл килӗштерет, унпа мӑнаҫланать.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ҫывӑх ҫыннӑм мана хӑйӗн ятне парасшӑн пулнӑ, анчах атте хирӗҫленӗ: «Ҫемьере пӗр Альбина та ҫитет», — тенӗ.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ял ятне ахальтен паман ӗнтӗ.
Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Нумайӑшӗ асатте-асанне, кукаҫи-кукамай ятне те илтӗр ӗнтӗ.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
«Хыпар» хаҫата 23 ҫул ертсе пынӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Леонтьев Николай Никольскин ятне чӗртсе тӑратнӑ ҫулсене аса илчӗ.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Шупашкарти пӗр проспекта, колледжа профессор ятне панӑ.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№