Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятне (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним ыррине те кӗтменрен, Левен, сых ятне, хуҫӑлса ӳкнӗ юман тураттине, тимӗр пек сулмаклӑскерне, ярса тытать, унӑн шӗвӗр те ҫинҫе вӗҫне урапа пусса хуҫать, вара ҫӗҫӗпе хӑмсарса ҫывхаракан енне сулса ярать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сых ятне, сисмен хушӑра арӑмӗ килсе кӗмест-ши тесе, картишнелле тухакан чӳрече умне пырса пӑхрӗ Левен.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Акӑ сана — кулач: морфлот ятне янӑшӑн!..

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шофер, сых ятне, ҫӗртен кирпӗч катӑкӗ илет.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй ятне илтсен, Тамара куҫӗнче, унччен Левене шӑтарасла пӑхса тӑнӑскерӗнче, шултра та таса тумламсем курӑнса каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эй, санпа, — аллисене харӑссӑн сулать Ултутти аппа, — хӑвна лапра вӗренпе туртса ҫакмалла тусан та шӑл йӗрсех тӑратӑн пуль эс, — сых ятне турра асӑнса, шӑмпӑл-шампӑл банкӑна, виҫӗ литр кӗрекенскерне, шалти пӳртелле илсе кӗрсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пухӑннисене пурне те чӗнсе каланӑ чухне вӗсем паллӑ тунӑ: 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, анчах эпир ҫӗнтерекенӗн ятне - халӑх ятне пӗлетпӗр, астӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Статья ятне «Тилӗ хӳри» тесе ахальтен ҫапла ят памарӑм.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ачасем ушкӑнсене пайланса «Суккӑр упалла», «Пушӑ пӳртле», «Йӑвалла», «Ятне тӗрӗс каламалла» чӑваш халӑхӗн ӗмӗртен упранса пыракан вӑййисене вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӗсем В.Жукова манманни, ятне чӗрисенче упрани, унӑн паттӑрлӑхне асра тытни пирки пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

Ҫакӑ вӗсен ятне ӗмӗрлӗхех асра тытма май парать.

Куҫарса пулӑш

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

Халӑх Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен ятне манмасть.

Куҫарса пулӑш

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

Асӑннӑ ҫӑлкуҫсенче миссие иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш шайра хутшӑннӑ космонавтсен ятӗнче вӗҫеври статусӑн ятне (командирсӑр пуҫне) палӑртнӑ чухне пӗр тытӑма пӑхӑнни ҫук, ҫавӑнпа та таблицӑри ҫав юпара ӑна «экипаж членӗ» тесе кӑтартнӑ.

Во всех указанных источниках нет единства в названии статуса в полёте (кроме «командир») вторых и третьих участников миссии, поэтому в таблице в соответствующем столбце используется понятие «член экипажа».

Китай космонавчӗсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B8%D ... 0%BA%D3%97

Хула ячӗ акӑлчансем Ганеша храмӗн ятне — Шри Стханакӑн ятне панӑ хыҫҫӑн пулса тухнӑ.

Название города произошло в результате англизации названия храма Ганеши — Шри Стханака.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Ах, хушма ятне кам тупса панӑ-ши эсрелсене: Мерчен…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тур ҫырлах, — сых ятне хӗрес хуранҫи турӗ Пӑлаки аппа.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑҫан ҫуралнине ҫырнӑ унта, хушаматна, ятна, аҫу ятне.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч, Сапсайкин ачине шанлаттарнӑ чухнехи пек, тырра хыттӑн ывӑҫласа илет, аллине малтан ҫурӑм хыҫнелле май килнӗ таран сулать, унтан ӑна хӑй умнелле вӑшлаттарса, ырӑ ҫынсен ятне асӑнса сапать тырра:

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ачамсенчен хӑть пӗри арҫын ача пулмарӗ сых ятне

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Упӑшкин ятне, «Хветӗр килнӗ» тенине илтсен, чун патнех ҫитекен асамлӑ токпа ҫаптарнӑн, салтак арӑмӗ сасартӑк сиксе тӑрать, ун-кун пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех