Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рада ҫав каҫхине хӑйӗн тусӗ Лалка вилсе кайнине пӗлсен, Клисурӑна тухса кайиччен юлашки хут курса юлас тесе, Юрдансем патне васканӑ.

Услышав эту долгожданную весть, Рада поспешила пойти проститься со своей подругой Лалкой, скончавшейся этой ночью, и отдать ей последнее целование.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫхине вӑл чӑматанне чыхса тултарчӗ, вак-тӗвекӗсене ҫыхӑ туса майлаштарчӗ, темиҫе талӑк канӑҫлӑн ҫывӑрайманнине пула, вӑратмалла мар тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрчӗ.

Вечером он набил вещами чемодан, кое-что связал в небольшой тюк и в эту ночь спал глубоким, непробудным сном, — ведь он не спал уже несколько ночей подряд.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…

— Первым делом я предложил бы вам бабье средство: найдите одну травку, которую называют «отворотное зелье» (забыл, как она называется по-латыни), заварите ее в ночь с пятницы на субботу, но обязательно в необожженном горшке, и облейте этим отваром вашего героя, когда он спит, он мигом возненавидит свою возлюбленную…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫхине те апат тутанса пӑхмарӗ.

И вечером он не прикоснулся к еде.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджи ҫакӑн пек сӑмах сарчӗ: Рада каҫхине хӑй патне урӑхла тумланса пыракан ерӗшкесене кӗртет имӗш.

Хаджи Ровоама пустила слух, будто Рада поздней ночью принимает переодетых любовников.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак уйӑх курӑнман каҫхине ытарма ҫук шӑплӑх асамлӑн туйӑнать.

Таинственна и чудесна была тишина этой безлунной ночи.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫхине Рада килӗнче текех лараймарӗ, урама тухрӗ.

Вечером она не усидела дома и вышла на улицу.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак каҫхине мана куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялкӑшнӑ пек пулчӗ те, куҫӑм уҫӑлчӗ…

В эту ночь словно молния сверкнула передо мной, и глаза у меня открылись…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тӗттӗм каҫхине вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӑта ҫӗртен пайланӑ пек пулчӗ…

В эту темную ночь он всю свою жизнь поставил на карту…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн пуҫӑр тӗлӗнче паян каҫхине ытти пӗлӗтсем те тӗттӗммӗн капланнӑччӗ, халь сирӗлчӗҫ ӗнтӗ вӗсем.

Над вашей головой сегодня вечером сгущались и другие тучи, но теперь они рассеялись.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнӗнчен сиксе тӑрса вӑл васкавлӑн тухрӗ те Нечо Павлова паян каҫхине Клеопатрӑна ниҫта та кӑларса ан ятӑр тесе калаттарма ҫын ячӗ: ун упи халь Соколова шӑпах Стефчов валли кирлӗ пулчӗ!

Вскочив с места, он быстро вышел, чтобы послать Нечо Павлову приказ не выпускать сегодня ночью Клеопатры: теперь она была нужна Соколову для Стефчова!

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑртрах пӑшал илсе килмелле те каҫхине ҫакӑнта пытарса хумалла… — терӗ Огнянов.

— Надо скорее забрать ружья и ночью спрятать их здесь… — сказал Огнянов.

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халлӗхе эс мана апатланмалӑх виҫ-тӑватӑ грошӑ ваккине пар эппин, паян каҫхине тенкӗсене ваклас мар тетӗп…

А пока дай мне три-четыре гроша мелочью на еду, чтобы не менять рубли сегодня вечером…

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир санпа паян каҫхине курнӑҫатпӑр-и? — ыйтрӗ Стефчов.

— Что, сегодня вечером придется тебе поработать? — спросил Стефчов.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗмпех паян каҫхине туса пӗтеретпӗр, — шантарчӗ бей.

— Все будет кончено сегодня же вечером, — подтвердил бей.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫхине, — терӗ чӗтреве ӳкнӗ Рачко.

— Вечером, — ответил Рачко, весь дрожа.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗҫӗр каҫхине таврӑнать вӑл.

Он сегодня вечером вернется.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Милка ашшӗ — тӑван ашшӗ те мар, аҫа ҫури ашшӗ, — кӳршисен канашне итлесе, каҫхине Рачко пырасса хуралланӑ та, ак килчӗ иккен тесе, картишне килсе кӗнӗ ҫыннӑн кашни хусканӑвне асӑрхаса тӑнӑ.

Между тем Милкин отец — точнее, не отец, а отчим — наблюдал за всеми движениями человека, вошедшего во двор, так как в этот вечер подкарауливал Рачко, чтобы поступить с ним по совету соседей.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав каҫхине Стефчов, Михалакипе уйрӑлсан, конакалла кайрӗ.

В тот вечер, расставшись с Михалаки, Стефчов пошел в конак.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Карчӑксем тесен, чиркӳре пӗр-пӗринпе тӗл пулсан та: «Гена, каҫхине «Геновева» курма каятна?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

В церкви старухи спрашивали друг друга: «Гена, вечером пойдешь на «Геновеву»?»

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех