Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кур-ха, мӗнлерех тӑкать, — терӗ лесник, — тӑхтаса ирттерес пулать.— Эк его, какой полил, — заметил лесник, — переждать придется.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Вӗсем картинӑсене кашни хӑй евӗрлӗ мухтаҫҫӗ: мужиксем яланхи пекех пӳрнисемпе тӗрткелеҫҫӗ, ҫамрӑксем тӗплӗн тишкереҫҫӗ; ача-лакейсемпе мастеровой ачисем пӗр-пӗрне ӳкернӗ карикатурӑсемпе танлаштарса кулаҫҫӗ; фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ ватӑ лакейсем ахальтен анчах, ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттерес тесе пухӑнаҫҫӗ; сутӑҫӑ хӗрарӑмсем вара, ҫамрӑк вырӑс майрисем, кӑмӑл туртнипе, ҫынсем мӗн калаҫнине итлеме, ҫынсем пӑхнине курма килеҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр енчен, йывӑр вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑраниччен ҫывӑрас килет унӑн, тепӗр енчен, ҫуллахи каникула усӑллӑ та интереслӗ ирттерес килет.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Хаяр та сивӗ хӗле хаваслӑрах ирттерес тесе вӗсем вӑрман тӑрӑх куҫса ҫӳрекен тепӗр кайӑк ушкӑнӗпе пӗрлешрӗҫ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Леш вӑл хӑй пӑрӑнса тӑрса ирттерес ҫуках-ха.А само здание-великан точно не посторонится, чтобы пропустить солнце.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Сӑрӑллӑ сак мыскарине мӗнле тӳссе ирттерес?
Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
ТР Вӗрентӳпе наука министерстви шкулсенчи класс сехечӗсем вӑхӑтӗнче кашнинчех 10-шар минут Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен калаҫусем ирттерес пуҫарупа тухнӑ.
Вӗрентӳ хыпарӗсем // Вера АЛЕКСАНДРОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.
Апрелӗн 29-мӗшӗнче вара, мобилизаци ирттерес тӗллевпе, ылтӑнпа тата Микулай патша укҫисемпе казначействӑран вунӑ миллион тенкӗ илсе, укҫа ещӗкне хураллама хыпаланса отряд йӗркелеҫҫӗ (ҫав отряда ытларахӑшӗ ӗлӗк Каменскинчи вырӑнти командӑра тӑнӑ казаксем кӗнӗ), хӑйсемпе пӗрле казаксем хушшинчен темиҫе агитатор илсе, ҫул ҫине хатӗрленеҫҫӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— «Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗн ҫар чаҫӗсемпе вӑрҫӑллӑ операцисем туса ирттерес тӗлӗшӗнчи пӗтӗм влаҫе, паянтан, 1918 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса, Ҫар атаманӗ аллинчен Дон казакӗсен Ҫарпа революци комитечӗн аллине куҫать.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Туйсӑрах ирттерес тетӗр-и?
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав шухӑшпа Сергей Ирина патне васканӑ, унпалан кӑштах та пулин пӗрле калаҫса ирттерес — ҫак кунсенче мӗн шухӑшланине, туйнине каласа пама кӑна ӗлкӗресчӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тепӗр икӗ ҫӗр кӑна ирттерес пулать вагонта, вара ҫитетпӗр…— Вот уже осталось провести в вагоне всего одну ночь, а там…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юлташсене курас, уява пӗрле ирттерес те киле таврӑнас».Повидаться бы с друзьями, отпраздновать вместе с ними и вернуться домой…»
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ тус пурин ҫинчен те калаҫса татӑлма ӗлкӗрчӗҫ: ларӑва Кочубей ячӗпе тӑракан колхоз хирӗнче ирттерес, терӗҫ, мӗншӗн тесен, вӑл станица варринче ларать; Саввӑн колхоз председателӗсемпе калаҫса, вӗсене тухса калама хатӗрлемелле.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑрҫӑра, ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн, танкистсем пытанса сигнал кӗтнӗ вӑхӑтра хӑшӗ-пӗрисем вӑхӑта ирттерес тесе ерипен юрӑ ӗнерлеҫҫӗ е йывӑҫ айӗнче кӑвак пӗлӗте пӑхса выртаҫҫӗ, — ҫав вӑхӑтра та Ҫемен хӑйне валли ӗҫ тупатчӗ: атӑ тӳрлетет-и е шинель туми лартать-и…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кашни самантах сӑхӑланса пурӑнса ирттерес пулать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пирвайхи занятие тунтикун ирттерес.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аса илме пулас: «йывӑҫсем лартакан звеносен канашлӑвне ирттерес. Доклад тӑваканӗ — Никифор Васильевич Кнышев», — тесе ҫырса хунӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Операци питӗ кирлӗскер, ӑна тӗплӗн туса ирттерес пулать!
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйне лӑплантарас тесе тата Бояркин чӗнтериччен вӑхӑта мӗнле те пулин ирттерес тесе, Крылатов партизансен лагерӗ тавра утса ҫӳреме тытӑнчӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.