Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Ху валли кашни ҫул пуҫӗнче асмалли ҫуртсем лартнӑ чухне, кашни уҫӑ хутлӑхра ху валли тӳпем вырӑнсем тунӑ чухне эсӗ аскӑн хӗрарӑм пек пулмарӑн, мӗншӗн тесессӗн парне йышӑнмарӑн, 32. эсӗ ясар арӑм, хӑйӗн упӑшки вырӑнне ют арҫынна йышӑнакан арӑм, пултӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — 24. эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн; 25. кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ) 3. Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вавилона ҫитсессӗн, эсир унта нумай ҫул, нумай вӑхӑт, — ҫичӗ сыпӑка ҫитичченех, — пурӑнатӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн тин Эпӗ сире унтан лӑплантарса илсе тухӑп.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ, 13. вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулана Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.5. И находился город в осаде до одиннадцатого года царя Седекии.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Иеремия пророк Сераияна — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — ӳкӗтлесе каланӑ сӑмах, ӑна вӑл Сераия, патша канӑвӗн пуҫлӑхӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларакан Иудея патшипе Седекияпа пӗрле Вавилона тухса кайнӑ чухне каланӑ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ароер хӗрӗ, тух та ҫул ҫине пӑхса тӑр, чупаканран, тарса хӑтӑлас теекенрен: «мӗн пулчӗ?» тесе ыйт.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Египет ҫинчен, Египет патши Нехао фараон ҫарӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: ҫав ҫар Евфрат шывӗ хӗрринчи Кархемис хулинче тӑнӑ, ӑна Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вавилон патши Навуходоносор ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывӑлне, каласа тӑрса хут чӗркемӗ ҫине ҫыртарнӑ сӑмах: 2. Варух, сана Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: 3. эсӗ: «мана хуйхӑ ҫитрӗ!
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Седекия вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара, тӑваттӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хула хӳмине ҫӗмӗрсе кӗнӗ.2. А в одиннадцатый год Седекии, в четвертый месяц, в девятый день месяца город был взят.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия тӑххӑрмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн мӗнпур ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫа умӗнче Иерусалимри пӗтӗм халӑха тата Иерусалима Иудея хулисенчен килнӗ пӗтӗм халӑха типӗ тытасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: 11. Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кайран ҫапла пулӗ: ҫитмӗл ҫул тулсассӑн, Вавилон патшипе унӑн халӑхне усал ӗҫӗсемшӗн хӗн кӑтартӑп, халдейсен ҫӗрне ӗмӗрлӗх пушхир туса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак пӗтӗм ҫӗр пушхир те сехре хӑппи пулса юлӗ; ҫак халӑхсем Вавилон патшине ҫитмӗл ҫул пӑхӑнса тӑрӗҫ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.