Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аксинья, апат-ҫимӗҫсем пыра-пыра панӑ чух, вӗсен савӑнӑҫлӑ пичӗсем ҫине пӑхнӑ май, хӑйӗн пӗчченлӗхне тата та ытларах туйса илчӗ.

Прислуживая и глядя на веселые лица, Аксинья сильнее ощущала свое одиночество.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйпе мӗн пулса иртнине туйса илсе тата сехри нимпе тытса чарма ҫук хӑпма пуҫланине сиссе, вӑл, ерӗлсе кайнӑ шӑлӗсене кӑчӑртаттарса, малалла упаленме пуҫларӗ.

Осознав случившееся с ним, чувствуя неотвратимо подступающий ужас, он полз на четвереньках, скрипя зубами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, хӑй ӑшӗнче тӑвӑнса ҫитнӗ ҫилӗ вӗресе тӑнине туйса, Наталйӑн тутри айӗнчен аллисем ҫине усӑнса аннӑ пӗр ярӑм хура ҫӳҫ пайӑрки ҫине шӑтарса пӑхрӗ.

Аксинья, чувствуя, как мечется в ней безысходная злоба, глядела на прядь прямых черных волос, упавших из-под платка на руку Натальи.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Гриша ачи, вӑл эпӗ ун пирки епле тунсӑхласа пурӑннине чӗрипе туйса илме тивӗҫ»…

«Гришкино дите, он сердцем должен почуять, как тоскую об нем».

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хамӑрӑннисене кайса курас-ха, — суйрӗ Наталья, анчах ҫав самантрах хӑй Аксинья патне ҫав тери мӗскӗнленме, ҫав тери чуна асаплантарма кайнине туйса илсе, пӗтӗмпе хӗрелсе кайрӗ.

— Своих пойду проведаю, — солгала та и покраснела, впервые поняв, что идет на великое унижение, на большую нравственную пытку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штабран тухсан, вӑл, ҫак тӗлпулу темле йӗрӗнчӗкрех сисӗм хӑварнине туйса илсе, малтан полковника унӑн сарлака янаххи ҫинчи суранӗпе ӗшенчӗк тӗсӗшӗн кӑна хисеплеме хатӗр пулнишӗн хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа малалла утрӗ.

Он ушел из штаба, неприязненно вспоминая встречу, иронизируя над тем уважением, которое невольно внушили ему усталый вид и шрам на широком подбородке полковника.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑрса каяс умӗн вӑл халь ҫеҫ сӑрланӑ ансӑр хӑмаллӑ маччан чӗрӗ шӑршине тата чӳрече хыҫӗнче такам: «Багажнӑй йышӑнчӗ, манӑн унта ӗҫӗм ҫук!» — тесе кӑшкӑрнине кӑна туйса юлчӗ.

Последнее, что ощутил наяву, — запах свежей краски дощатого в мелкую полоску потолка и окрик за окном: Багажная принимала, а мне дела нет!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх туйса, ӑна пуҫӗ урлӑ туртса касрӗ.

Чувствуя чудовищное облегчение, Григорий рубанул его по голове.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, хӑй ҫирӗп ларса пыманнине туйса, чӗреренех хӑраса ӳксе, йӗнер йӑранине шыраса тупрӗ; аялалла усӑнса, ӑна ярса тытрӗ, ура пуҫне тӑхӑнтартрӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те ултӑ лаша кӳлнӗ тупӑ курчӗ; чи малти лаши ҫинче ларса пыракан юланутӑн пуҫне касса татса ывӑтса янӑ, анчах вӑл, аллисемпе ут мӑйӗнчен ярса тытнӑ та, пурпӗр ҫаплипех ларать, хӑйӗн кӗпи пӗтӗмпех юнпа тата пуҫ мимипе нимӗрленсе пӗтнӗ.

И Григорий, чувствуя свое неустойчивое положение в седле, ловил стремя с внутренним страхом; свесившись, поймал, вдел носок и, подняв глаза, увидел орудийную запряжку шестерней, на передней — обнявшего руками конскую шею зарубленного ездового, в заплавленной кровью и мозгами рубахе.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗлӗк ӑшӗнчи аҫлӑка шӑршласа пӑхрӗ, йӳнӗ супӑньпе тар шӑрши кӗнине туйса илчӗ.

Он понюхал подкладку, ощутил пряный запах дешевого мыла и пота.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине вилӗм сивви сӑрхӑнтарса тухса чӗпӗтме пуҫланине туйса илчӗ.

Спиной до боли ощутил Иванков щиплющий холодок смерти.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйпе вӗсем хушшинче сиксе каҫма ҫук та куҫа курӑнми стена пуррине туйса илет: вӗсен пурнӑҫӗ пачах урӑх, казаксенни пек мар.

Чувствовал между собой и ими неперелазную невидимую стену: там аккуратно пульсировала своя, не по-казачьи, иная жизнь.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ ӑна унта ярасшӑн пулмарӗ, килтех пурӑнма ӳкӗте кӗртес тесе, кӑшкӑрса та, намӑслантарса та пӑхрӗ, анчах та Наталие сывалса ҫитнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн тӑванӗсем ҫине пӑхса, хӑйне хӑй тахҫан тӑван пулнӑ ҫемьере ют ҫын вырӑнне туйса тӑма аван мар пулса ҫитрӗ.

Отец ее не пускал, покрикивал и стыдил, разубеждая, но ей неловко было после выздоровления глядеть на своих и чувствовать себя в родной когда-то семье почти чужой.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсем шӑлӗсене кӑчӑртаттарса утӑ чӑмлаҫҫӗ, хӑйсен айӗнчи тӗрев чӗтревлине туйса, ураран-ура пусса пыраҫҫӗ.

Лошади хрустели сеном, переступали, чуя зыбкую опору под ногами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн чухне ӑна темӗн йӗплесе хумхантарнине туйса илчӗ.

Тогда почувствовал он острое, щиплющее волнение.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, пичӗ ҫине хӗрелсе тухнӑ намӑса вӗсенчен пытарма ҫуккине туйса, юриех, анчах ӑстайсӑррӑн, лешсем пурте асӑрхамалла, ҫӑмхине чӗркуҫҫийӗ ҫинчен ӳкерчӗ те, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, пӳрнисемпе сивӗ урай тӑрӑх хыпашлама тытӑнчӗ.

Наталья, сознавая, что краски стыда не скрыть от них, намеренно, но неловко, так, что это заметили все, уронила с колен клубок и нагнулась, шаря пальцами по холодному полу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑхӑсӑн, ун пек пулмарӗ, халӗ, каҫсерен, хӑйӗн тивӗҫлӗхӗ тӑрӑх арӑмне ачашланӑ чух, Гришка хӑйне арӑмӗ именӳллӗ парӑнупа сивӗреххӗн йышӑннине туйса тӑрать.

А оно не так сложилось, и по ночам, по обязанности лаская жену, горяча ее молодой своей любовной ретивостью, встречал Гришка с ее стороны холодок, смущенную покорность.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий арлӑ-арӑмлӑ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӑштах хӑнӑхрӗ, йӗркене кӗчӗ, анчах та пӗр виҫӗ эрнеренех Аксинйӑпа татӑклӑнах уйрӑлса ҫитменнине, ҫав хутшӑнуран хӑйӗн чӗрине шӑрпӑк тӑрӑннӑ пек, темӗн тӑрса юлнине хӑравҫӑллӑн та ҫилӗллӗн туйса илчӗ.

Григорий малость пообвык в новом своем, женатом положении, пообтерхался и недели через три со страхом и озлоблением осознал в душе, что не вконец порвано с Аксиньей, осталось что-то, как заноза в сердце.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех