Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтам сăмах пирĕн базăра пур.
вӑтам (тĕпĕ: вӑтам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ӳсӗмӗнчи ачасен йышӗ чакасси ҫакӑнпа та сӑлтавланчӗ: аслӑ классене ҫитсен пурпӗрех Шӑхасанта вӗренмелле пулать тесе хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне кӗҫӗн е вӑтам классенчех унта ҫӳретме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫӗнӗ Чалкасси шкулӗнче те /вӑл Малти Тукайра вырнаҫнӑ/ улшӑну пулнӑ: ача йышӗ сахалланнине, инҫех мар, Шӑхасанта, вӗренӗвӗн ресурс центрӗ туса хунине кура 2009 ҫулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула реорганизациленӗ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Канаш районӗнче паянхи кун — 30 шкул, ҫав шутра 17-шӗ — вӑтам.

В Канашском районе на сегодняшний день - 30 школ, из них 17 - средних.

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.

В Балабаш-Баишевской сердней школе Батыревского района прошел конкурс творчества «Илемби и Сентти».

Илемписемпе Сенттисем ӑмӑртнӑ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/12294.html

Павел Усанов 1975 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, 5-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хӑй вӑхӑтӗнче вара чӑвашла тулли вӑтам шкул пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Унта вӗренӳ енӗпе ҫирӗп ыйтаҫҫӗ: тӑван чӗлхепе тулли вӑтам пӗлӳ илме пултарни ҫын прависен шутне кӗрет тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттернӗ тӗлпулура Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма учительсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 248 ҫын, ҫав шутра 40 врач тата 124 вӑтам медработник тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Вак тата вӑтам предпринимательлӗх аталансах пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн итогӗсемпе Тӑвайри вӑтам шкул Раҫҫейри ялсенчи чи лайӑх 200 шкул шутне кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗмӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май паракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хӗрӳ кӗрешӳре Тушкилти вӑтам шкулӑн волейболисчӗсем хӑйсен спортри тантӑшӗсене ҫӗнтерчӗҫ, виҫҫӗмӗш призлӑ вырӑна йышӑнма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн пирӗн районти Тушкилти тата Комсомольски районӗнчи Комсомольски ялӗнчи 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулсен ҫамрӑкӗсем тӗл пулса вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пурнӑҫран уйрӑлнӑ арҫынсен вӑтам ӳсӗмӗ 58 ҫул, хӗрарӑмсен - 75 ҫул.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ.

Зимний период он провел в Средней Азии, посетил Казахстан, Таджикистан, Киргизию, Узбекистан.

Никита Васильев Семейри театрта каннӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12154.html

38. Эхер те эпӗ лайӑх та тивӗҫтермелле ҫырайрӑм пулсассӑн, эппин, эпӗ шӑпах ҫапла тӑвас тенӗччӗ; эхер те вӑйсӑр та вӑтам кӑна пулсассӑн, ҫапах та эпӗ вӑйӑм ҫитнӗ таран турӑм.

38. Если я изложил его хорошо и удовлетворительно, то я сего и желал; если же слабо и посредственно, то я сделал то, что было по силам моим.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вавилон патшийӗн пуҫлӑхӗсем Самгар ҫынни Нергал-Шарецер, хайрансен пуҫлӑхӗ Нево Сарсехим, асамҫӑсен пуҫлӑхӗ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийӗн ытти пуҫлӑхӗсем те пурте хулана кӗрсе кайнӑ та Вӑтам хапха умӗнче вырӑнаҫса ларнӑ.

3. И вошли в него все князья царя Вавилонского, и расположились в средних воротах, Нергал-Шарецер, Самгар-Нево, Сарсехим, начальник евнухов, Нергал-Шарецер, начальник магов, и все остальные князья царя Вавилонского.

Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех