Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн хыҫҫӑн мастерской булочнӑя тата вак-тӗвек сутакан лавккасене ҫӳреме уйрӑм ҫын уйӑрса лартрӗ.Тогда явилось у мастерской свое агентство по делам с булочною и мелочною лавочкою.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйӗнчен чӑхсем те кулнӑн туйӑнчӗ ӑна… вӑл тухма хӑяймасӑр алӑка хупса лартрӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Хӑй ӑшӗнче упӑшкине ылханса, тарӑхӑвне аран тытса чарса, вӑл чашӑк ҫине вӗри рис хучӗ те Ци-цзинь умне тӗксе лартрӗ:
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ҫӑрттан мучи тепӗр куннех пуртӑпа пӑчкӑ илсе пычӗ те карта ҫумне пӗчӗк тенкел туса лартрӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, затвора уҫса хупса, кӗпҫене патрон кӗртсе лартрӗ те, пистолетне пиншак кӗсйине чиксе, ҫапла каларӗ:Давыдов передернул затвор и, заслав в ствол патрон, сунул пистолет в карман пиджака, сказал:
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лятьевский пукана сиктерсе лартрӗ, Половцев еннелле пӗшкӗнчӗ, вара, хӑйсем паллашнӑранпа пирвайхи хут пулмалла, пӗр мӑшкӑлламасӑр-кулмасӑр калаҫма тытӑнчӗ:
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ирхи ӗнтрӗкре вӑл хӑйӗн шӑршланса кайнӑ койки ҫинче питне тарлӑ ал тупанӗсемпе хупласа выртрӗ, вара, ӗсӗклени аптӑратса ҫитерсен, стена ҫумнелле варт! ҫаврӑнчӗ те минтер кӗтессине пӗтӗм вӑйпа ҫыртса лартрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каҫхи сулхӑн шӑрши ҫапнӑ, уҫӑлса ҫӳренипе хавхаланнӑ савӑк Лятьевский алкумӗнчен шыв тултарнӑ витре илсе кӗчӗ те, асӑрханса, чечеке унта лартрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн чӗрине сасартӑк темле хӗрхенӳллӗ туйӑм хӗссе лартрӗ, вара ӑна хӑй ури айӗнчи кӑтрашка урай палуба пекех силленсе илнӗн туйӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, тӑм муклашки илсе, ӑна алӑ лаппи ҫине хурса тӗпретрӗ те сурчӑкпа йӗпетрӗ, унпа суранне тӑрӑшсах сӗрсе лартрӗ, вара, сыхлануллӑн яра-яра пусса, ӑйӑрӗсем патнелле утса кайма ҫеҫ тӑнӑччӗ, ҫав самантра ҫырман леш енчи ҫыранӗнче, пӗр тӑватӑ метрта, хӑйне питӗ тарӑхтарса ямалли япала курчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унта пулнисенчен никам та пӗр сӑмах чӗнмерӗ, анчах Дубцов мӗн каланине вӗсенчен кашнех хӑйне майлӑ йышӑнчӗҫ: суккӑртарах счетовод, черетлӗ сводка ҫине пӑхма пӑрахса, тӗлӗннипе куҫлӑхне ҫамки ҫине улӑхтарса лартрӗ, куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр, Дубцов ҫине ним шутлама аптранӑ пек пӑхрӗ; Яков Лукич, хӑйӗн тӗксӗм те йӗрӗнчӗк куллине пытараймасӑр, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, Давыдов вара, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, пукан хыҫӗ ҫине сӗвенчӗ; ун айӗнчи пукан тайкаланса, чӗриклетсе илчӗ.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунта Давыдов пачах кӗтмен ҫӗртен ӑна Устин пулӑшрӗ: Нечаевӑн самӑр та ҫӳллӗ арӑмӗ патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырса, вӑл ӑна самантрах ҫӗклесе илчӗ те, кулакан хӗрарӑм хӑйне ҫапкаланине асӑрхамасӑр та тенӗ пек, ӑна пысӑк урапа патне чупсах ҫӗклесе пычӗ, хыҫала сыхлануллӑн лартрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗрарӑмсене хӑваласа ҫитсен, Давыдов вӗсен айккипе хытӑ чуптарса иртрӗ, пысӑк урапине ҫула урлӑ лартрӗ.Нагнав женщин, Давыдов лихо объехал их стороной, поставил арбу поперек дороги.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Устин куҫне йӗкӗлтесе ҫеҫ хӗссе лартрӗ:
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Устин куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова кӑштах куҫ та хӗсрӗ:
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ӗҫсе ярайман кружкине сӗтел ҫине лартрӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шалый хӑй нухрепрен тарланӑ чӳлмекпе сӗт илсе тухрӗ, сӗтел ҫине икӗ кружка лартрӗ, ассӑн сывласа ячӗ:Шалый сам принес из погреба запотевшую корчагу молока, поставил на стол две кружки, вздохнул:
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, калаҫма юратакан тимӗрҫпе сывпуллашас тесе, ура ҫине тӑчӗ; анчах лешӗ ӑна кӗпе ҫаннинчен туртрӗ, каллех хӑйпе юнашар лартрӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ: