Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лагутин татах темскер ыйтма тӑнӑччӗ, анчах ҫак самантра пусу хӗрринчи тӗреклӗ хушка вӑкӑр, темле ӗне ҫине сиксе, ӑна хӑй айне тӗркелесе чикрӗ.

Лагутин хотел еще что-то спросить, но в стороне здоровенный лысый бык прыгнул на корову, подмял ее.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна нихӑш самантра та ун ӑс-тӑнӗнчен хӑпмарӗ.

Анна не покидала его ни на минуту.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна ҫавӑн пек тӑрса чупни халӗ ыттисене хавхалантарма пултарайманнине, ку пачах та усӑсӑр, ӑссӑр, вилӗмле ӗҫ пулнине ҫак самантра Бунчук уҫҫӑн ӑнланчӗ.

В этот миг Бунчук уже понял, что поступок Анны не в силах увлечь остальных, бессмыслен, безрассуден, обречен.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑтма ҫук ҫилӗ килнипе унӑн чӗрӗпӗнни пек пит-куҫӗ пир пек шурса кайрӗ, хӗстерсе хунӑ хаяр куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатса кускаларӗҫ, ҫак самантра пичӗ ҫинчи кӑвак тӗтӗм пек шӑртлӑ сухалӗ те йӑшӑлтатса илчӗ, тейӗн.

Ежиная мордочка его побелела от злости, остро и дичало зашныряли узко сведенные злые глазенки, даже дымчатая шерсть на ней как будто зашевелилась..

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иккӗмӗш пӳлӗмре, такамсем шавласа калаҫнӑ сасӑсем хушшинче, Аннӑн янравлӑ кулли илтӗнсе кайсан, унта вӑл уттине кимӗлтерсе кӗчӗ, ҫак самантра чӗрине юн пырса капланнӑ пек пулчӗ.

Кровь кинулась ему в сердце, когда он, замедляя шаг, вошел во вторую комнату, откуда слышались чьи-то голоса и смех Анны.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак самантра вӑл Корнилов Мускава пырса ҫитнӗ куна аса илет, унтан хаваслансах ҫав кунхи аса илӳсем ҫине куҫать.

В эту минуту он вспомнил приезд Корнилова в Москву и с радостью перешел на воспоминания того дня.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна хыҫалтан кӑшкӑрса чӗнесшӗнччӗ, анчах сыв пуллашнӑ самантра хӗрӗн тӗтреленнӗ куҫӗсем нӳррӗн ҫуталса йӑлтӑртатнине ас турӗ те хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех, юри хаваслананҫи пулса, кӑшкӑрса каларӗ:

Бунчуку хотелось окликнуть ее, но он заметил, прощаясь, в ее чуть косящем, затуманенном взгляде чрезмерный и влажный блеск; насилуя волю, крикнул с поддельной бодростью:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Богаевский — ҫак самантра унӑн пӗтӗм чунӗ хӑлхи ҫине куҫнӑ тейӗн — тӳсӗмсӗррӗн ӑнтӑлса итлет, анчах сӗтел ҫинче выртакан ал сехечӗ шакканисӗр, вилӗ атаман арӑмӗ чыхӑна-чыхӑна ӗсӗкленисӗр тата тулта, теме систерсе тӑнӑ пек, ӑш-чике тӑвӑнтарса, ҫӑхансем кӑранклатнисӗр пуҫне вӑл нимӗн те илтмест.

Богаевский, — вся жизнь его в этот момент ушла в слух, — несказанно жадно прислушивался, но слышал только четкое тиканье лежавших на столике ручных часов, хриплый, захлебывающийся голос жены мертвого уже атамана да через окно — обрекающее, надсадное и звучное карканье ворон.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ҫемҫен ейӗлсе кулчӗ; паҫӑр, амӑшӗн хулпуҫҫийӗ ҫумне тӗршӗннӗ самантра, унӑн пӗтӗм ӑш-чикне кӑтӑклӑ хум ярса илнӗ пек пулчӗ.

Григорий улыбался, щекочущее волнение хватало его за сердце, когда он прижимался к материнскому плечу.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ывӑлӗпе хӗрне алӑра ҫӗкленипех крыльца еннелле утса кайма тӑчӗ, анчах ҫак самантра ури суран тӗлӗнче чӑтма ҫук ыратса килчӗ.

Держа их обоих на руках, он двинулся было к крыльцу, но боль пронизала ногу.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав самантра Анютка ӑна хирӗҫ темскер вирлӗн лаплаттарса каларӗ те, пурнӑҫра тем те илтсе-курса пӑхнӑ Пантелей Прокофьевич та чӑтаймарӗ — намӑсланнипе кӑвар пек хӗрелсе, пӑтӑр-пӑтӑр вӗри тарпа ӑшӑрхаса кайрӗ.

Но тут Анютка такое загнула, что даже Пантелей Прокофьевич, — человек, поживший и повидавший на своем веку, — зарозовел от смущения и сразу взмок потом.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пылак та хӑмла пултранки пек ҫӑран туйӑнса кайрӗ ӑна ҫак самантра ку таврари — улах кӗтесри лӑпкӑ пурӑнӑҫ.

Сладка и густа, как хмелины, казалась ему в это время жизнь тут, в глушине.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юнлӑ тавӑру пуҫланнӑ самантра Григорий хӑвӑрт кӑна тачанка ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, хаяр тарӑхупа пӑтраннӑ куҫӗсене Подтелков ҫинчен илмесӗр, ун патне уксахласа кайрӗ.

Григорий в первый момент, как только началась расправа, оторвался от тачанки, — не сводя с Подтелкова налитых мутью глаз, хромая, быстро заковылял к нему.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Килсе лекрӗмӗр те иккен! — майлӑрах самантра Головачев хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ Скачков.

— Ну, и переплет! — улучил момент шепнуть Головачеву Скачков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак самантра эскадрон тӑрӑх сасартӑк кулӑ янӑраса кайрӗ, Хохлаков хӑйӗнчен кулнине ӑнланса илчӗ…

И вдруг в эту напряженную минуту по эскадрону прокатился громкий смех, и Хохлаков понял, что это смеются над ним…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку туйӑмпа вӑл фронтрах, уйрӑмах хӑй танкне ҫапӑҫӑва илсе кӗнӗ чух, кашни самантра тӑшман хирӗҫ пуласса кӗтнӗ ҫӗртех паллашнӑ.

Это чувство он испытывал еще на фронте, особенно во время танкового боя, где в каждую минуту ждал неприятеля.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, машина ҫинчен анса, хӑнасене йышӑнма яри уҫнӑ шкул алӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ: унта шавлӑ пулнӑ, ҫынсем кӗнӗ те, тухнӑ та, ҫак самантра шкул хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ.

Сергей, выйдя из машины, долго смотрел на открытые настежь для приема гостей двери школы: там было шумно, люди и заходили, и выходили, в этот момент школа шумела, словно пчелиный улей.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак самантра оркестр хытӑ каласа ячӗ.

— В этот момент оркестр громко заиграл.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак самантра вӑл сиввӗн туйӑннӑ, куҫӗсем ҫамрӑкла хӑюллӑн йӑлтӑртатнӑ.

В этот момент он казался холодным, глаза его блестели молодо и храбро.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак самантра ун ҫав тери ывӑлӗ килнине курас килнӗ: алӑк уҫӑлтӑрччӗ те Сергей килсе кӗтӗрччӗ, вара вӑл чупсах ӗнине кайса сӑвӗччӗ те ывӑлне ӑшӑ сӗт ӗҫтерӗччӗ.

В эту минуту ей так захотелось, чтобы открылась дверь и вошел Сергей — тогда бы она не пошла, а побежала доить корову и напоила бы сына парным молоком.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех