Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлмалла (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Билетсӑр юлмалла ан пултӑр.

Как бы билетом не поплатился.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Казаксене асӑрхаттармалла: маххӑ ан паччӑр, ҫӑвар карса юлмалла ан пултӑр.

Казаков предупреждать, чтобы маху не дали, чтобы не програчевали.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сиссе юлмалла мар тепӗр темле самантран Григорий хӑйӗн лаши янӑравлӑн тапӑртаттарса чупнӑ, пульӑсем ҫивӗччӗн чвиклете-чвиклете иртнӗ тата хӑлхара ҫил шӑхӑрса уланӑ сасӑсем хушшинче хыҫран вирхӗнсе килекен сотня тӗпӗртеттерсе ҫывхарнине пачах илтми пулчӗ.

Еще какой-то неуловимый миг — и Григорий сквозь сыплющийся гул копыт своего коня, сквозь взвизги пуль и завывающий в ушах ветер перестал слышать грохот идущей сзади сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий пӗлӗт мӗлкин асӑрхаса юлмалла мар ҫӳхе хӗрри урлӑ вӗҫтерсе каҫнӑ хушӑра тӑкӑрлӑкран пӑшал сассисем хаплатса кайрӗҫ.

В момент, когда Григорий перескакивал неприметную кромку тучевой тени, из проулка туго защелкали выстрелы.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗҫе пӗр алӑран тепӗр алла курса юлмалла мар хӑвӑрт илсе тытма меллӗрех пултӑр тесе, вӑл нихҫан та аллине йӗнӗ ҫаккине чикмерӗ.

Никогда не продевал кисти в темляк: чтобы легче было кинуть шашку из руки в руку в короткий, неуловимый миг.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗлпӗре пушатса утне сикӗпе янӑ самантран пуҫласа тӑшман патне ҫитсе тухнӑ хушӑра чунӗпе вӑл сиссе юлмалла мар хӑвӑрт улшӑнать.

От момента, когда он выпускал лошадь, и до того, пока дорывался до противника, был неуловимый миг внутреннего преображения.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун патне Чир полкӗн командирӗ — пӗчӗк те астуса юлмалла мар уҫӑмсӑр пит-куҫлӑ, ҫӳллӗ атаманец тата сотня командирӗсем иккӗн пычӗҫ.

К нему пришли командир Чирского полка — высокий атаманец с неприметными, мелкими, стирающимися в памяти чертами лица и двое сотенных.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выльӑхшӑнах юлмалла мар ӗнтӗ.

Не оставаться же из-за скотины.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӗлеткипе сиссе юлмалла мар хӑвӑрт тӳрленсе тӑчӗ.

И весь он как-то незаметно, но ловко подобрался:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах халӗ вӑл Петро мӗскӗннӗн кулкаланине курчӗ, хӑйне ачаран юлнӑ ятпа «Гришатка» тесе чӗннине илтрӗ те, ҫак туйӑм сиссе юлмалла мар хӑвӑрт сӗвӗрӗлсе сирӗлчӗ.

Но внезапно исчезла, раздавленная жалкой Петровой улыбкой и давнишним, с детства оставшимся обращением «Гришатка».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малаллахи ӗҫсем сиссе юлмалла мар хӑвӑрт пулса иртрӗҫ.

Последующее разыгралось с изумительной быстротой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук каллех пулемета меллӗн, ыттисемшӗн ас туса юлмалла пултӑр тесе, майӗпен пухать, уйрӑм пайсем мӗнрен тӑни тата мӗн тума кирли ҫинчен ӑнлантарать, тыткалама вӗрентет, тӗрӗс тӗллемелли, прицела кирлӗ пек вырнаҫтарса лартмалли мелсемпе паллаштарать, траектори тӑрӑх пуля мӗнле вӗҫнине мӗн чухлӗ кайма пултарни ҫинчен каласа парать.

Бунчук вновь собирал его четкими, рассчитанно-медленными движениями, объяснял устройство и назначение отдельных частей, учил способам обращения, показывал правила наводки, прицела, объяснял меры деривации по траектории, предельную досягаемость в полете пули.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун вырӑнче тепри пулсан, шухӑшласа тӑратчӗ-ха, те Родниковскине каймалла, те тӑван станица патнерех юлмалла, — кунта юлсан, каҫхине киле кайса килме те, мунча кӗме те пулать; тепри пулсан, Сергее ӗлӗкхи ӗҫрех хӑварма тилмӗрӗччӗ-ха, темӗн тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, ниепле те кайма май ҫук тесе тӑрӗччӗ.

Другой на его месте еще подумал бы, уезжать ли ему в Родниковскую, или оставаться поближе к своей станице, — все же тут можно вечерком сходить домой, помыться в бане; иной стал бы уговаривать Сергея, просил бы оставить на прежней работе, при этом приводил бы столько доводов и такую уйму уважительных причин, что возразить на них было бы не легко.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тусӗ патне пӗр уйӑхлӑх хӑнана килнӗччӗ, халӗ ӗмӗрлӗх юлмалла пулчӗ.

Ехал к другу в гости на какой-нибудь месяц, а остался насовсем.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Е станицӑрах юлмалла?

Или остаться в станице?

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ахаль кунсене илес пулсассӑн — пӗр евӗрлӗ ӗҫ вӑхӑта нимӗн сиссе юлмалла мар ирттерсе ярать, вырсарникун вара ирхине ирех ҫынсем, пӗтӗм ҫемйи-ҫемйипе кӗпӗрленсе, чиркӗве тӑкӑлса тулаҫҫӗ; мундирсем тата праҫник шӑлаварӗсем тӑхӑннӑ казаксем утаҫҫӗ, тӗрлесе пӗтернӗ кофтӑсемпе пӗвӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ туртса лартнӑ хӗрарӑмсем тӗрлӗ-мӗрлӗ тӗслӗ юбкисен кӑштӑртатакан вӑрӑм аркисемпе тусана шӑлса ҫӳреҫҫӗ.

По будням серенькая работа неприметно сжирала время, по воскресеньям с утра валили в церковь семейными табунами; шли казаки в мундирах и праздничных шароварах; длинными шуршащими подолами разноцветных юбок мели пыль бабы, туго затянутые в расписные кофточки с буфами на морщиненых рукавах.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр хут ухмаха юлмалла пулчӗ, усалсем каллех ахӑлтатма тытӑнчӗҫ: «ухмах, ухмах!»

Пришлось в другой раз быть дурнем, и чертанье пошло снова драть горло: «Дурень, дурень!» —

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Капла каласан та хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ; вӗсенчен пӗри ҫеҫ ӑна ҫамки умнех ҫунакан вутпуҫҫи тӗксе пачӗ, асатте пӑрӑнма ӗлкӗреймен пулсан, ӗмӗрлӗхех суккӑр пулса юлмалла.

И на эту речь хоть бы слово; только одна рожа сунула горячую головню прямехонько деду в лоб так, что если бы он немного не посторонился, то, статься может, распрощался бы навеки с одним глазом.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Приказ ҫапла: пур кирлӗ сведенисене те пухса Горбушӑри полицай урлӑ пӗлтермелле, хӑвӑн вара — кунта юлмалла.

— Приказ такой: собрать все сведения, передать через полицая в Горбушке, а самому оставаться в отряде.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫунакан пӗренесене айккинелле сӗтӗре-сӗтӗре пӑрахаҫҫӗ, пушар вырӑнӗсене юрпа сапса сӳнтереҫҫӗ: каҫ пуличчен кунта нимӗнле вут ҫути те юлмалла мар.

Группы солдат шумно растаскивали пылающие бревна, забрасывали снегом пожарища: к ночи нигде не должно остаться и маленького огонька.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех