Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисем сăмах пирĕн базăра пур.
ыттисем (тĕпĕ: ыттисем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисем пирки мӗн каламалла-ха? Ҫав шутра 24-шӗн кӑна йышӗ 100-тен иртет, 42-шӗн 10-ран пуҫласа 99-а ҫитет, ытти 70-шӗн 10 ҫынран та сахал.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Малтан пӗрисем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑйсен пуянлӑхне ҫын куҫӗ умне кӑларӗҫ, кайран вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те майӗпен хӑюланса пычӗҫ.

Сначала одни начнут по-маленьку выставлять перед людьми свое богатство, после них остальные постепенно становились смелыми.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Республикӑра пурӑнакансем ҫӗнӗ страховщик патне куҫма кӑҫал панӑ заявленисен 70 проценчӗ – пилӗкҫуллӑх сроклӑ, ыттисем — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен улӑштарас тӗллевпе ҫырнисем.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫак йышра Упи шкулӗн автобус водителӗ В. И. Иванов, А. Я. Карпов («Красное Сормово»), Ю. И. Клементьев («Таябинка»), А. А. Тихонов («Газпром трансгаз Нижний Новгород» пӗрлешӳ филиалӗ — «Заволжское ЛПУМГ»), П. В. Иванов (сывлӑх сыхлавӗн «Красноармейски тӗп больници» муниципаллӑ учрежденийӗ) водителӗсем тата ыттисем пулчӗҫ.

В числе награженных были водитель школьного автобуса д. Убеево В. И. Иванов, А. Я. Карпов ("Красное Сормово"), Ю. И. Клементьев ("Таябинка"). А. А. Тихонов ("Газпром трансгаз Нижний Новгород" объединенный филиал "Заволжское ЛПУМГ"), П. В. Иванов (муниципальное учреждение здравоохранения "Центральная больница Красноармейского района") и другие.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

— Санӑн тӑван ялунтан питӗ нумай паллӑ ҫын тухнӑ: Хӗветӗр Агивер, Лаврентий Таллеров, Геннадий Максимов ҫыравҫӑсем, Николай Коновалов журналист тата ыттисем.

- С твоей родной деревни вышли много известных людей: писатели Федор Агивер, Лаврентий Таллеров, Геннадий Максимов, журналист Николай Коновалов и другие.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ыттисем калаҫнине те итлес килет...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ыттисем калаҫнине айккинче итлемен, пӗрле кулнӑ-ахӑлтатнӑ.

Разговоры не слушала в стороне, вместе смеялась, разговаривала.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Енчен те вӑл кама та пулин тупрӗ пулсан, ыттисем ӑна хӑтарма пултараҫҫӗ.

В случае, если он кого-то нашел, другие могут его спасти.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вӑл шутланӑ вӑхӑтра ыттисем пытанаҫҫӗ.

Пока он считает, остальные прячутся.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ыттисем олимпиадӑсенче ҫӗнтернисем, конференцисенче палӑрнисем; республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи кӗвӗ, ташӑ фестивалӗсемпе конкурссен лауреачӗсем; тӗрлӗ спорт вӑййисенче Тутарстан, Раҫҫей, Тӗнче чемпионӗсем ята ҫӗнсе илнисем.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Хусанти паллӑ ушкӑнсем «Волга-Волга», «Мгновение», «Мураками» тата ыттисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗрлешӗве ҫамрӑк ученӑйсен канашӗ, Хусан волонтерӗсем, промышленность предприятийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксен организацийӗсем, спорт организацийӗсем тата ыттисем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вӑйӑсем ирттереҫҫӗ: лашасемпе ӑмӑртса чупни, кӗрешӳ, шалча тӑрӑх хӑпарасси тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Марина тата Владимир Галичинсем, Еленӑпа Сергей Гавриловсем, Оксанӑпа Сергей Ванчуринсем тата ыттисем те тӑлӑха юлнӑ ачасене усрава илсе тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Хӑнасене ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, ЧР вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов, ЧПУн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Евгений Кадышев, ыттисем кӗтсе илчӗҫ.

Гостей встречали ректор ЧГУ Андрей Александров, заместитель министра образования и молодежной политики ЧР Сергей Кудряшов, научный проректор ЧГУ Евгений Кадышев и другие.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пӗрле килнӗ ушкӑн /йышра Аньхой университечӗн Раҫҫее тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен центрӑн директорӗ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитет директорӗ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорӗ Го Фэн тата ыттисем те/ музей ҫывӑхӗнчи паркри Никита Бичурин палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Эпир ҫеҫ мар, пирӗн опытпа та ыттисем усӑ кураҫҫӗ.

Так делаем не только мы, остальные пользуются нашим опытом.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Килне янӑ ҫырӑвӗнче ҫакнашкал йӗркесем шӑрҫаланӑ: «Темӗн, тӑван тӑрӑха таврӑнасси пулмасть ахӑртнех... Йӑлтах ахӑр самана кунта. Ҫапах та эпир фрицсене парӑнас тӗллевлӗ мар, хӑйсенех шӑтӑк алттарса унта чӑмтарса хӑварӑпӑр. Эпӗ вилсен, маншӑн ыттисем Тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларӗҫ. Сире ӑшшӑн ыталатӑп, чуптӑватӑп».

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Унӑн тӑрӑшулӑхӗнчен ыттисем те тӗлӗнетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Элеваторӑн тӗп инженерӗ, Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ И.М.Маскеев 52 ҫул ытла ӗҫленӗ, Николай Озеров, Михаил Ашкеров, Раиса Садовникова, Александр Глухов, Ольга Кириллова, Нина Малышева, Зоя Елисеева, Ольга Мужикова, Александра Афанасьева, Лидия Бабаева, Наталья Трофимова, Роза Макарова, Александр Ранцев тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех