Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫине (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехӗрленнӗ кил хуҫине тинех кӑшт чун кӗчӗ, вӑл ӗнтӗ картишне хӑюллӑнрах тухрӗ, часах Йӑванпа Унеҫӗме ертсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Калюк ытла ҫемҫешке кӑмӑллӑ ҫын, влаҫ умӗнче таса юлса, кайран пире пӑрахса каясшӑн. Пӗтетпӗр эпир унпа», — тенӗ вӑл пӗррехинче Йӗпреҫ леш енчи утар хуҫине

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таркӑнсем ҫаплах турӗҫ, кил хуҫине ҫыхрӗҫ те, вирлӗ ятла-ятла, полицейскисен хушшине пырса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑвак тӗслӗскер, хуҫине курсан, малти урипе ҫӗре кукалесе, пуҫне мӑнаҫлӑн ухса кӑна тӑрать, ача.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗрет хӑй, ҫав вӑхӑтрах, кил хуҫине хыпалантарса, татах та татах шаккать кантӑка.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин килсе ҫитнӗ хӑна мӗнле май килнӗ ҫапла вырӑн тупкаланӑ, ҫырткаланӑ май пӳрт тулли халӑх хушшинче вӗткеленсе ҫӳрекен кил хуҫине сӑпайлӑ чӑтӑмлӑхпа кӗтнӗ пекех — пурнӑҫри кулленхи пулӑмсене те, Ассоль шухӑшӗпе, сӑпайлӑн, чӑтӑмлӑн йышӑнмалла.

Поэтому к обыденным теням жизни следовало, по ее мнению, относиться с деликатным терпением гостя, который, застав дом полным народа, ждет захлопотавшегося хозяина, ютясь и питаясь по обстоятельствам.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Каярахпа Синопӑна амӑшӗ тилӗ ҫури тӑшмана малтан епле сиссе сасӑ парса пӗлтерни ҫинчен каласа панӑ, кун ҫинчен лагерь тӑрӑх ырлама тытӑннӑ, ун пӗчӗк хуҫине Синопӑна та сахал мар ырланӑ.

Позднее мать Синопы рассказала о том, как лисичка первая почуяла врага и подняла тревогу; когда слух об этом разнесся по лагерю, все стали хвалить умного зверька, и немало похвал пришлось на долю его маленького хозяина, Синопы.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ку вӑхӑтра вигвамран хуҫине пырса чӗререн саламланӑ салтаксем тухнӑ.

В это время из вигвама выходили воины, почтительно его приветствовавшие.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗк хуҫине палласан — лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юратса пӑхнӑран хуҫине пулӑшаҫҫӗ тейӗн.

Словно помогают хозяйке из-за хорошего ухода.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хуҫине палласан вӗсем хавассӑн сиккелеме пуҫларӗҫ.

Узнав хозяйку, они весело запрыгали.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ӑнсӑртран пӗр ҫӗтнӗ пуля айне пулнӑ пулӗ те, лаши — хуҫине пӑрахса тарнӑ пулӗ…

Налетел, стало быть, на шальную пулю, и конь умчался без седока…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лаши пуҫӗпеле хуҫине ҫурӑмӗнчен пырса тӗртет.

Конь толкнул его в спину башкой.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тата вӑл ҫакна та ӑнланать, хӑй килсе кӗнӗ хуторӑн хуҫине — ҫак кутӑн та кӑмӑлсӑр хресчене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра килӗнчен илсе тухма ҫӑмӑлах пулмӗ.

Он знал, что не так-то просто вытащить этого упрямого и не больно-то услужливого крестьянина в метель из дома.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Автор каласа пани унӑн хуҫине ҫилентерсе тарӑхтарать.

Речь автора приводит в негодование его хозяина.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл хӑйӗн хуҫине хӑй тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен кӗскен каласа парать.

Он вкратце рассказывает хозяину о своем путешествии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ан тӑр тетӗп сана! — шиклӗн кӑшкӑрса каларӗ Эмиль Кроксторн хуҫине.

Прошу тебя, только не вставай! — испуганно крикнул Эмиль хозяину Кроксторна.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Линӑран мӗнле хӑпмалла-ши тесе Альфредпа Эмиль тахҫантанпах пуҫ ватаҫҫӗ, халӗ вара вӗсен чӗринче шанчӑк ҫуралчӗ, тен, Линӑна Кроксторн хуҫине парса ямалла.

Уже давно Альфред и Эмиль ломали голову над тем, как бы Альфреду отделаться от Лины, и теперь они очень оживились: может, удастся сплавить Лину владельцу Кроксторна!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗтмен пӑтӑрмахсенче нихӑҫан та ҫухалса кайман амӑшӗ кил хуҫине диван ҫине вырттарчӗ, алла лекнӗ щеткӑна ярса илчӗ те ӗҫлеме пуҫларӗ.

Мама Эмиля, со свойственной ей решительностью, быстро уложила фру Петрель на диван и, схватив первую попавшуюся щётку, взялась за дело.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кил хуҫине — ватӑрах хресчене — тата унӑн арӑмне сывлӑх сунтӑм.

Поздоровался с хозяином, пожилым крестьянином, и его женой.

Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех