Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫине (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӑйӗн хуҫине ӳкерсе хӑварма тӑрӑшнӑ пек, ялан енчен енне пӑркаланать, хуҫи кару тытнӑ чӗлпӗре алӑран туртса илме ӗмӗтленсе вӗҫӗмсӗр пуҫне ухать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тумланчӗҫ ав, кунталла килеҫҫӗ, — терӗ Иван, бинокле хуҫине тыттарса.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хваттер хуҫине каласа памасӑр та тӳсеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем калама пӗлменнипе ресторан хуҫине чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Икӗ пӑт тупса килтӗм, — терӗ Павлуш, хваттер хуҫине мӗн кирлине тавҫӑрса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Манран кӑна килмен пуль вӑл лашана мӑрсаран туртса илсе хуҫине парасси.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эппин, Тукай ӑна хуҫине пама шутламасть.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша, икӗ ҫула яхӑн Урасметӑн шутланнӑ, иртнӗ ака туйӗнче хӑйӗн хуҫине чапа кӑларнӑ лаша Иштерек витинче тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа сӑмахӗ тӳрре килчӗ: хан кил хуҫине те хӑйӗнчен хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем ӑна апат пама та манса кайнӑ-тӑр — ырӑ ут картишӗнчи ҫереме кӑшласа ҫӳрет, хыттӑн кӗҫенсе хӑйӗн хуҫине чӗнет, урисемпе пусма вӗҫне кукалет.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет чи малтан кил хуҫине, ӑна темӗн чухлӗ тарӑхтарнӑ Иштереке, тустарса илме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑхнипе вӑл хуҫине хирӗҫ тӑма та хатӗр!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ ҫыру унран, — ҫырӑвне кӑтартса ҫирӗппӗн каларӗ вӑл ҫурт хуҫине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне танлӑн тытса, ҫирӗппӗн хуравларӗ ҫурт хуҫине:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫурт хуҫине пулмасан — кама та пулин урӑх ҫынна сутма пулӗ».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевичӑн хваттер хуҫине вӗсем килкартинче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӳҫе тепӗртак касса ярсам, Ермолай Григорьевич, цирюльник патне кайма юрамасть манӑн, палласа илӗҫ, — тилмӗрчӗ Петровский, аллинчи хачча ҫӑмарта хуҫине тыттарса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушӑн хваттер хуҫине ҫав тери хӗрхенес килчӗ, ӗмӗрлӗхех уйрӑлмалла пуласси ҫинчен Павлуш нихҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спирт заводӗнчен хуҫине хӑваласа янӑ, тет, рабочисем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех