Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самаях утрӗҫ ӗнтӗ — усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Каллех малтанхилле пулса тухсан, паллах, усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Йытӑсем пирки шухӑшланин мӗн усси!

Думать о собаках не было никакого смысла.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Наркӑмӑшлантарманни пирки калаҫнин усси пулас ҫук.

Отрицать яд ни к чему бы не повело.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Халӗ унпа калаҫнин усси ҫук.

Бесполезно говорить с ним теперь.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Юратса пӑрахнин усси пӗр чӗптӗм те ҫук.

Втюриться совершенно невыгодно.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Малалла пытаннин усси ҫуккине кӑтартнӑ пек пулса, вӑл мӑрье труби хыҫӗнчен курӑнмаллах сиксе тӑрса, пӑшал затворне шанклаттарчӗ.

— Заметили! — И как бы показывая, что играть в прятки больше нечего, он открыто высунулся из-за трубы и хлопнул затвором.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Анчах сирӗнпе калаҫнин усси пур-ши, мӗншӗн тесен эсир туй умӗн татах та усалрах ӗҫсем тума пултаратӑр.

 — Но бесполезно говорить с вами, так как вы способны наделать еще худших дел накануне свадьбы.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Калӑр-ха мана эсир, граждансем, мӗн усси пулчӗ-ха сире ку революцирен?

А скажите мне, граждане, какая вам есть польза от этой революции?

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫакӑнтан вӗсене тата турра хӑйне мӗн усси пур?

Какая им и какая тебе от этого выгода?

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Кунта юлнин усси нимӗн чухлӗ те ҫук.

— Нет никакого расчета оставаться здесь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Эпӗ ҫав Фергюсона пӗлнӗ, анчах хӑть вӗлер те — ҫакӑн усси пӗр пуслӑх та ҫук.

что я знал этого Фергюсона, но, хоть убей, это делу не помогает.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

— Ӑмсаннин мӗн усси?

— Какой смысл завидовать?

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Анчах каялла кайнин мӗн усси?

Однако идти назад не было смысла.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Анчах пире, пӗлетӗр-и, ҫаратнин усси ҫук, эпир укҫасӑр…

 — Но нас, знаете, грабить не стоит, мы почти без денег…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сӑмахран, чек ленттине макулатурӑна кайса панинче усси сахал.

Например, мало пользы при сдаче чековой ленты в макулатуру.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Чӑнах, халь, мана Хӗлимун хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ чухне, мӗн усси ҫӗр ҫинче пурӑнни».

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова пӗтермесен, ӑна вӗслетекенсене тӗп тумасан, эсӗ сухапуҫ тытнинчен мӗн усси.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, патшалӑх юлташлӑха пулӑшнинчен мӗн усси.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Бухарин майлисен шухӑшӗпе, ятарласа тунӑ индустриализаци усси пысӑках мар-мӗн, экономика хӑй саккунӗсемпе кӑна аталаннине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех