Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр айӗнче тӑрса тархасласа ыйтрӗ вӑл карчӑкран, шӑрттан пирки тепре аса илтерчӗ, анчах усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗке хӳресене тытаять-и, ҫук-и, хӑратса тарттӑр, усси ҫавӑнтан пултӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

— Халь ӗнтӗ мӗн усси.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

«Нимӗн усси те ҫук вӑл кушакран, харам пыр ҫеҫ», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫерҫисене тӑрантарнинче мӗн усси, вӗсем ҫав-ҫавах кантӑр ани ҫине кайса сӑтӑр тума пӑрахас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Нумаййӑн ҫӳресен усси ҫук: хӑш-пӗрисем питӗ шавлаҫҫӗ, вара кайӑксем инҫетренех илтсе тараҫҫӗ, тӗсне те курса юлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Ним усси те ҫук вӑл ҫерҫирен.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Гена ашшӗпе тавлашса усси пулас ҫуккине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Усси - куҫ умӗнчех: чылайӑшӗн чунӗнче вӑл е ку юмахӑн асамлӑ вӑйӗ тымар янӑ, хунавӗ вара папка хыҫҫӑн папка кӑларса хӗвел ӑшшинелле туртӑнма тытӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки тытса пынин пӗлтерӗшӗпе усси ҫинчен унӑн хастарӗсем пире аса илтерсех тӑраҫҫӗ, йывӑрлӑха лекнисене инкекрен хӑтармалли майсене пӗрлехи вӑйпа шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Эсӗ, ача куҫне сывататӑп тесе, турӑ эмелӗсем сӗретӗп тесе ҫӳрерӗн, усси пулмарӗ, ултав ҫеҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чирӗк хуралҫине, Уйрама, икӗ-виҫӗ кунлӑха хупса та тытрӗҫ, стражникӗ те ялта ҫӳрекелерӗ, — ним усси те пулмарӗ, пӗтрӗ халӑх укҫи.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кайса ӗҫлесе килтӗмӗр те… усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пире — чухӑн ҫынсене — шкулта вӗренни те усси ҫук, — тет анне хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилӗсене асӑнса пир хутласа хутӑмӑр, киремете те укҫа тухса пӑрахрӑмӑр, тӳркӗллине асӑнса усрас путеке пусса чӳклерӗмӗр — ним усси те пулаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вунӑ кӗлте тӑпӑлтарсан та усси пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хулӑламан кӗрӗкӗн ӑшши ҫук, хӗнемен арӑмӑн усси ҫук, — терӗ Ваҫҫа, урам хӗррипеле аялалла утса.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан кӗсле калама пултарать те, усси сахал, — терӗ юлашкинчен Улля аппа.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑрӑшнин усси пулатех пуль, патшалӑх паян тӑлӑхсене самаях пулӑшать, - ачана «укҫашӑн йышӑннӑ» тесе кам айӑплама хӑйтӑр Валентина Владимировнӑна?

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Мӑкаҫей тыррине акма, уя ҫӗрулми лартма ялсем тӑрӑх ӳкӗтлесе ҫӳренин усси ҫукпа пӗр: куҫ умӗнче ҫеҫ хресченсем пире итленӗ пек тӑваҫҫӗ…

Наши увещевания насчет посева магазейного хлеба и посадки картофеля безуспешны: крестьяне делают вид при нас, что слушают, а мы уехали — и все осталось как было…»

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех