Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Курман халиччен тулӑпа ыраша хӗресле акнине, усси те пур вара унӑн? — илтет вӑл Кави старик сассине.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ малтан хӑракаласа тӑраттӑмччӗ, те усси пулать, те пулмасть тесе.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килӗшмелле пулӗ, Леонтий Петрович, уйрӑмӑн ӑшталаниччен виҫӗ ялпа тӑвар, расхучӗ те пӗрле, усси те пӗрле тенӗ пек…

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах пурпӗрех усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, пире мӗнпурӗ те пӗр шестерня ҫеҫ кирлӗ, май пулсан, пулӑшӑр ӗнтӗ, — кунпа вӑрҫса усси пулас ҫуккине кура, сассине йӑвашлатрӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тытмалла ҫеҫ мар, пухӑннӑ юра таптаса тухмалла, ҫавӑн пек тусан тин ун усси пулать, — ӑнлантарчӗ вӑл бригадирсене.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

—Вӑт, карчӑк, — терӗ Михала, — эпир кунта мӗшӗлтететпӗр — мӗшӗлтететпӗр, усси фронта те ҫитет, те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ак вӑл Сехрене тепре пӑсӑрлантарса илчӗ, анчах хальхинче те усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн усси пулчӗ — эпир тутарсене хамӑр вӑя кӑтартса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пур пӗр усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ахалех асаплантартӑм сана, усси пулассӑн туйӑнмасть, — терӗ Ахтупай пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайнин усси пулсан эпӗ ҫитсе килме ӳркенсе тӑмӑттӑмччӗ-ха ӑна.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Усси пулӗ ҫав ӗнтӗ, унсӑрӑн вӑл апла хӑтланмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тавлашса тӑнин усси ҫук — кӗртме хушман, ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Усси пулать-и, пулмасть-и, анчах сӑмах хушӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрата сунара сӗтӗрсе кайнин усси пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллах, усси пулман.

Конечно же, это было бесполезно.

Инвестиципе тупӑш тӑвайман, укҫа ҫухатнӑ ҫеҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32915.html

Текстильщик микрорайонта пурӑнакансем сывлав упражненийӗсен усси пысӑк пулнине пӗлнӗ, Тайцзицюаньпе Цигун китайсен гимнастики тивӗҫтерекен лайӑх кӑмӑла хӑйсем тӗллӗн туйса илме пултарнӑ.

Жители микрорайона Текстильщик узнали о большой пользе дыхательных упражнений и смогли ощутить на себе все положительные эмоции от китайской гимнастики Тайцзицюань и Цигун.

Шупашкарсен Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли хускану занятийӗсене тӳллевсӗр ҫӳреме май пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32896.html

Ыттисене сӗнӗвӗсене шута илӗр – усси пулӗ.

Прислушивайтесь к советам и предложениям окружающих – много чего может оказаться выгодным для вас.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ усси пӗрех пулмӗ.

В противном случае сил затратите много, а результат радости не принесет.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех