Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайӑнса (тĕпĕ: тайӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлет умӗнчи стена ҫумне пулӑ тытмалли шаксем ҫакса хунӑ; ҫавсем ҫине пӑхать те Гришака асатте, аллинчи кукӑр туйи ҫине тайӑнса, ҫуркунне ҫывхарса килни тата пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрсене юсаса хума кирли ҫинчен шухӑшлать пулмалла.

Снаружи под навесом, на стенах амбара висели вентери; на них глядел дед Гришака, опираясь на костыль, — видно, думал о близкой весне и починке рыболовных снастей.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкне тӑхӑнса ячӗ те, кӗмӗл инициаллӑ туйи ҫине тайӑнса, урам енчи крыльца ҫине мӗшеленсе тухрӗ.

Надел енотку и, опираясь на коричневую трость со скромными серебряными инициалами, вышел на парадное крыльцо.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наталья, кӗтеселле пӑрӑнса кӗнӗ чух, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; пӑятамӗ, аллинчи туйи ҫине вӑйпа тайӑнса, площадь тӑрӑх лӑкӑштатса пынине курчӗ.

Наталья, заворачивая за угол, оглянулась: свекор хромал по площади, с силой налегая на костыль.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫамрӑк чухне Сашка кучерта ҫӳренӗ, анчах та юлашки кунӗсенче, вӑйран тайӑнса витӗрех курми пулнӑ пирки, конюха куҫнӑ.

В молодости Сашка кучеровал, но под исход жизни, теряя силу и зрение, перешел в конюхи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, хуҫса илнӗ туратлӑрах туя ҫине тайӑнса, пуринчен хыҫалта уксахласа пырать.

Митька хромал позади всех, опираясь на суковатый выломанный кол.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлетӗн-и, шурӑ чечек пур, ҫавӑн пек… — пӑшӑлтатрӗ Григорий, ун ҫинелле тайӑнса.

Знаешь, этаким цветком белым… — шепнул, наклонясь, Григорий.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑкӑннӑ пӗрчисене вӑл тирпейлӗн ывӑҫӗ ҫине шӑлса пуҫтарчӗ, унтан, сулахай ури ҫинелле тайӑнса, шыв хӗрринелле уксахласа кайрӗ.

По-хозяйски смел на ладонь упавшие зерна и, припадая на левую ногу, захромал к спуску.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте чарӑнса тӑчӗ те нӳххи табак тултарнӑ мӑйрака кӑларчӗ, ывӑҫ тупанӗ ҫине табак хурса ӑна сӑмси патне илсе пыма хатӗрленчӗ, анчах сасартӑк ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, темскер «апчху!» — турӗ те йывӑҫсем тайӑнса илчӗҫ, асатте питне йӑлт сирпӗтсе пӗтерчӗ.

Тут дед остановился, достал рожок, насыпал на кулак табаку и готовился было поднести к посу, как вдруг над головою его «чихи!» — чихнули что-то так, что покачнулись деревья и деду забрызгало все лицо.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Корней пуҫне уснӑ та ҫаплипех стена ҫумнелле сӗвенсе, туйи ҫине тайӑнса тӑрать.

Корней все стоял, опустив голову, прислонившись к стене и опираясь на клюку.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Корней стена ҫумне сӗвенчӗ те туйи ҫине тайӑнса карчӑк ҫине тӗллесе пӑхрӗ.

Корней привалился спиной к стене и, упираясь на клюку, пристально смотрел на нее.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Хӑйне кӗтӳ хӑваласа ҫитсессӗн вӑл туйи ҫине тайӑнса чарӑнса тӑчӗ.

Когда стадо догнало его, он, опершись на клюку, остановился.

II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Кондратьев кӑшт айккӑнрах, Сергей енне тайӑнса ларнӑ та аллипе пилӗкӗнчен тытнӑ.

Кондратьев сидел несколько боком, наклонясь к Сергею, и держался рукой за поясницу.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халран кайнӑскер, ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумнелле тайӑнса ларчӗ те вӑл, ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене уйӑрмасӑр, йывӑррӑн сывласа, пӗр хушӑ Озеров ҫинелле пӑхса ларчӗ.

Обессилев, он привалился спиной к печи и, тяжко поводя грудью, некоторое время смотрел на него, не разжимая занемевших зубов.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ҫурӑмӗпе хурӑн вулли ҫумне тайӑнса тӑчӗ, ватник тӳмине вӗҫертрӗ.

Андрей прислонился спиной к стволу березы, расстегнул ворот ватника.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Уттине пӑтраштарса ярса, Умрихин пӗр-икӗ хутчен хӑвӑрт ярса пускаларӗ те Андрей ҫинелле пӑхса илчӗ, — лешӗ, наҫилккана алӑран вӗҫертмесӗр, яка мар хупӑллӑ пысӑк хурӑн ҫумнелле тайӑнса тӑчӗ.

Сбив шаг, Умрихин раза два быстро переступил и взглянул на Андрея, — не выпуская из рук носилок, тот прижимался плечом к толстой шершавой березе.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь-халь тытӑҫса ӳкме хатӗрленнӗ пек, вӑл урисене чарса, хӗрарӑм купарчи евӗр сарлака купарчипе сӗтел ҫумне тайӑнса тӑрать.

Комендант стоял, расставив ноги, как для схватки, навалясь широким задом на край стола.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сапан ҫине тайӑнса, вӑл Марийкӑна питӗнчен пӑхса илчӗ.

Опираясь о козлы, он посмотрел Марийке в лицо.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Витерен Осип Михайлович тухрӗ, туйи ҫине хытӑ тайӑнса утать вӑл.

Из конюшни, тяжко опираясь на палку, вышел Осип Михайлович.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн кирлӗ, э? — Ҫавӑнтах вара, стена ҫумнелле тайӑнса кайса, трубкӑна лӑштӑр! пӑрахрӗ те, хуллен ҫеҫ пӑшӑлтатса илчӗ:

Чего надо, а? — И тут же, откинувшись спиной к стене, она бессильно опустила трубку и прошептала:

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Бояркин стена ҫумнелле тайӑнса ларчӗ.

Бояркин откинулся к стене, сказал твердо:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех