Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӗҫ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑссене, вӗсене пулӑшма килнӗ Ту енчи ҫынсене юлан утпа темиҫе хутчен тапӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрамӑн та ҫар пӗчӗк мар иккен: пӑлхавҫӑсем темиҫе хутчен хапхасенчен кӗпӗрленсе тухрӗҫ, утлӑ ҫарпа та, ҫуран та тапӑнса пӑхрӗҫ, вырӑссемпе Ту енчи мӑрсасен ҫарӗсене сиен туса кашнинче хӑвӑрттӑн каялла чакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхрӗҫ — ҫӗр ҫулхи хырсен айӗнче, хӳме евӗр тытса ҫавӑрнӑ карта варринче кивелсе кайнӑ пысӑк ҫурт ларать.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫутӑ тӳме» тӗркене вӗсен еннелле туса сарса хучӗ, элчӗсем грамотӑна вулама пӗлмен пирки ӑна алӑпа тӗккелесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен курман княҫсемпе мӑрсасем ӑна пит сӑнаса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан ҫынсем кӑшт турткалашма пӑхрӗҫ, каймалла-ши, каймалла мар-ши тенӗ пек, пуҫӗсене хыҫкаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем ҫинчен те калаҫрӗҫ вӗсем, пӗчӗк ачасем пек, тем ҫинчен те ӗмӗтленсе пӑхрӗҫ — чун-чӗре туйӑмӗ пирки пӗр сӑмах та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсем кунта мӗншӗн килнине аса илнӗ пек пулса татах аяккалла пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑпа пенӗ чух ӑмӑртса пӑхрӗҫ — тӗл тивертессипе ӑна пӗри те ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса ҫыннисем Ухантей ҫапӑҫу хирӗнче тупнӑ ҫӳрен ут патне пырсах пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ут пирки пӑлхавҫӑсем куҫҫуль витӗр нумай кулнӑ пулас, халӗ те кулма пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен чӗлхи пирки калаҫнине сиснӗрен-тӗр, ҫармӑссем вӗсем ҫине кулса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем ҫинчен те калаҫма хӑтланса пӑхрӗҫ вӗсем — сӑмах-юмах ҫыпӑҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре кӑшкӑрса, сурчӑк сирпӗтсе, пӗр-пӗрне кӳрентерсе калаҫрӗҫ вӗсем, тепре куҫран пӑхрӗҫ, йӑпӑлтатрӗҫ пӗр-пӗрин умӗнче.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Государь юри янӑ ҫынсем тутарсене тепӗр хут килӗшӳ сӗнсе пӑхрӗҫ, анчах хулана хӳтӗлекенсем куннинче те йӗрӗнчӗк сӑмахсемпе ҫеҫ тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та Иливанпа ашшӗ те, Северьянпа Ятламас та уҫлӑха тухмассерен ҫӑварӗсене карса пӑрахсах хула ҫинелле пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсем Хусанти ӗҫсем пирки апла та, капла та калаҫса пӑхрӗҫ, анчах ниепле те вӗҫне-хӗрне тухаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хушӑран хӗрхенсе те пӑхрӗҫ: кам пӗлмест, йывӑр ӗҫ вӑл, Хусан ханӗ пуласси.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫеҫ те мар, ӑш каниччен кулса та пӑхрӗҫ ашшӗпе ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех