Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӗҫ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк кӑвак куҫӗсем те ӑшшӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн кӑвак куҫӗсем амӑшӗ ҫине пӑхрӗҫ, Елена Максимовна нимӗн те шарламарӗ, анчах пичӗ кӑна ывӑлӗн шухӑшне ырлани ҫинчен пӗлтерсе, кӑмӑллӑн ҫутӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пур еннелле пӑхрӗҫ, никам та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федьӑпа Кирук та кӑкӑр ҫинче выртса ывӑнчӗҫ, ҫул хӗрне пӗр-икӗ хутчен те тухса пӑхрӗҫ, анчах хӑйсене кирлӗ «хӑнасене» кӗтсе илеймеҫҫӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа Санюк хӑранипе питӗ хӑвӑрт вӑрмана чупса ҫитрӗҫ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сасартӑк хыҫалтан мотоцикл сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, пурте каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те кӑшт хытса тӑмарӗҫ: сӑрӑ каска тӑхӑннӑ фашистсем мотоциклсемпе поселокран тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем пурте асли куҫӗнчен чӑр пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫисе тӑрансан, пӗр ҫемьеленсе, ҫемӗҫнӗ чӗлхисене пӑртак ирӗке ячӗҫ, пӗр авӑк кушак юмахне яркаласа ларчӗҫ, хаваллӑ кӑмӑлпа сӑмах вылятрӗҫ, ҫӑвара мӗн килнине печӗҫ, анекдотсен арчине те уҫса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Уртем мучин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илчӗ, вӑл, хӑйне ҫӗр ҫумне пӑталаса лартнӑн, ахаль те хытса ларнӑ кӗлеткине тата та аяларах пӗкӗрӗлтерчӗ, куҫӗсем ҫеҫ кушак аллине лекнӗ шӑши евӗр карчӑкӗ ҫинелле хӑравҫӑллӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Тӑхта, Сима, — хӗре аллинчен асӑрханса тытрӗ каччӑ, салхуллӑрах куҫӗсем унӑн ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петровичпа Лида хӗрӗпе Владимир Сергеевич ҫине кӑмӑллӑн, юратса пӑхрӗҫ, вӗсене икӗ енчен ҫавӑтса малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полинӑн сӑн-пичӗ ҫуталчӗ, тӗксӗм кӑвак куҫӗсем упӑшки ҫине ачашшӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтанах хӑшӗ-пӗрисем хирӗҫлеме пӑхрӗҫ, турткаланса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрсемпе килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ӑна эсир яланах тупӑшлӑ ӗҫ паратӑр, унашкал паллах, норма ытлашшипех тулса пырать, ҫав задание пире те памалла, эпир мӗнрен кая, — хирӗҫлеме пӑхрӗҫ хӑшӗсем, анчах ӑҫта унта, аслӑ мастерпа смена мастерӗн сӑмахӗ — закон.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Рабочисем хӑйсем хушшинче темӗн калаҫкаларӗҫ, хӑшӗсем мастер ҫине кӑмӑллӑн, теприсем уҫҫӑнах кулнӑ пек пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Темӗн тӗрлӗ те сиплесе пӑхрӗҫ ӑна, таҫти курортсенче те, санаторисенче те пулчӗ, анчах суранӗ иртмерӗ, вӑл шаларан шала кайса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса утрӗҫ, хаваслӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫине кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсене изоляторта апат парса пушансан, хӗрсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ те ирӗксӗрех кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем пушӑ вырӑн шыраса унта-кунта пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех