Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӗҫ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренекенсем васкамасӑр хӑйсен пӗчӗкҫӗ кӑмакисем патнелле утрӗҫ, анчах ҫав самантрах, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пек, вӗсем каялла ҫаврӑнса тӑчӗҫ те мастер ҫине тем ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ пек сӑнаса пӑхрӗҫ.

Ученики не спеша разошлись к своим печуркам, но тут же, словно сговорившись, повернули головы и обратили вопросительный взгляд на мастера.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ватӑ старикӗн тӗссӗр куҫӗсем таҫта аяккалла пӑхрӗҫ.

Его близорукие, невидящие, мутные глаза были устремлены куда-то в пространство.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкулта вӗренекенсем, директорпа мастер мӗн сӑмахланине хӑлха хӗррипе те пулин илтсе юлас тесе, Цэрнэ будкин алӑкӗ патӗнче темиҫе хутчен те вӑрттӑн итлесе пӑхрӗҫ, анчах та, йывӑҫ мӑлатукпа хуллен те тӑтӑш шакканисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле сасӑ та илтӗнмерӗ.

Парни не раз принимались подслушивать у дверей будки Цэрнэ, пытаясь уловить хоть словечко, но, кроме мелких и частых ударов деревянного молоточка для чеканки, никаких звуков из будки не доносилось.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Корицӑна вӗренекенсем вара шӑп ҫак самантра хӗвел пайӑрки килсе ҫутатнӑ Европа картти ҫинчи пӑнчӑ еннелле тинкерсе пӑхрӗҫ.

А Корица и ученики широко раскрытыми глазами глядели тем временем па карту Европы, на которую в этот момент вспрыгнул резвый солнечный зайчик.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйсем хисеплекен учитель ҫине ачасем лӑпкӑ та шанакан куҫсемпе пӑхрӗҫ.

Внимательно, доверчиво смотрели ученики на своего любимого наставника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Листовкӑсенче ҫырнине вӗренекенсем пӑхмасӑр тенӗ пекех калама вӗренчӗҫ, надзиратель ҫине йӗкӗлтесе кулнӑ пек мӑшкӑласа пӑхрӗҫ.

Содержание листовок ученики уже знали наизусть и вызывающе улыбались надзирателю прямо в лицо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкул ачисем ун ҫине пурте ютшӑнса, тӑшманла, йӗрӗнчӗклӗн пӑхрӗҫ.

И, как ему показалось, враждебно смотрели на него.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ишлӗри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн 5-8 класӗсенче вӗренекенсем ушкӑнпа «Королевство потерянных языков» кинофильм пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашпа чӑвашлах калаҫар // А. ИВАНОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44181-ch-va ... kh-kalacar

Ун пек те, кун пек те каласа пӑхрӗҫ вӗсем, пӑрӑнасшӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Пысӑк ӗҫ ҫинчен каласса кӗтнӗ пекех ларурисем учитель ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ, ун ҫӑварӗнчен халь-халь кирлӗ сӑмах тухасса шанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Пурте, Кӗҫтук мӗн каласса кӗтсе, ун ҫине пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ халь, йывӑр вӑхӑтра, чӑвашсем мана усрава илнӗ пек юратса пӑхрӗҫ, ура ҫине тӑма пулӑшрӗҫ, этем турӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пур салтак пекех, уйрӑмах йывӑр аманнӑскерсем, тӗреклӗ те сывӑ каччӑ ҫине, тӳмелемен халат айӗнчен курӑнакан унӑн капӑр костюмӗ, галстукӗ, чӑлт шурӑ буркийӗ ҫине сивӗ куҫпа пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем, шурӑ халатсем тӑхӑнса, палатӑна кӗрсен, Кольӑпа Чукило пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан, виҫҫӗшӗ те юнашар ларса, паттӑр хӗр сӑнне ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ, ӑна юратса та хӗрхенсе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫынсем пурте ман ҫине интересленсе те тӗпчесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпир сивӗнни техникумри учительсемшӗн паллӑ пулчӗ: пӗр вӑхӑт мана хӑшӗсем сивӗ куҫпа пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Миххапа Касмухха та Микула ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурте Микула ҫине чӑр! пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех ҫӑрине уҫрӗҫ те алӑка тӗксе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех