Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Минутлӑха (тĕпĕ: минутлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ун патне пӗр минутлӑха пыратӑн та, вара вӑл саншӑн ҫулталӑкӗпех хуйхӑрать!

«Подойдешь к ней на минутку, а ока об тебе год будет сохнуть!

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем иккӗшӗ те минутлӑха чӗнмерӗҫ, унтан Авдотья каллех пуҫларӗ:

Оба они помолчали минуту, потом Авдотья снова заговорила:

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эдди, пӗр минутлӑха ҫеҫ…

— Эдди, на одну минуту…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Ан айӑплӑр, эпӗ сире пӗр минутлӑха хӑварам-ха, — терӗ Людвига алӑк патнелле утса.

— Простите, я вас на минуту оставлю, — сказала Людвига, направляясь к двери.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Амӑшӗ, ҫӗр каҫа пӗр минутлӑха та ҫывӑрса каяйманскер, вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, каҫхинех хатӗрлесе лартнӑ сӑмавара чӗртрӗ, яланхи пекех, ывӑлӗпе Андрей патне алӑкран шаккасшӑн пулчӗ, анчах кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те, аллине сулса, чӳрече умне пычӗ, шӑлӗ ыратнӑ пек, питне аллипе тытса ларчӗ.

Мать, не уснувшая ночью ни на минуту, вскочила с постели, сунула огня в самовар, приготовленный с вечера, хотела, как всегда, постучать в дверь к сыну и Андрею, но, подумав, махнула рукой и села под окно, приложив руку к лицу так, точно у нее болели зубы.

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Пӗрлешӳллӗ пурлӑхпа уйрӑм харпӑрлӑх хушшинчи пысӑк вӑрҫӑ, ялта вӑтӑрмӗш ҫулсенче пуҫланнӑскер, халӗ те, утмӑлмӗш ҫулсенче те, пӗр минутлӑха та тамалмасть.

Битва коллективного с частным, развернувшаяся на селе в тридцатые годы, продолжается, не стихая ни на минуту, и в шестидесятые.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Пӗр минутлӑха ҫеҫ эпир, — тусне хӑтарма васкать Егор.

— Мы на одну минуту, — спешит на выручку Егор.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Пӗр минутлӑха кӗрт-ха.

— Пусти на минутку.

Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл Леноре фрауна ытамласа илсе чуптурӗ, Джеммӑна хӑйӗн хыҫҫӑн унӑн пӳлӗмне пӗр минутлӑха кӗме ыйтрӗ, мӗншӗн тесен ун ӑна темскер питӗ кирли пӗлтермелле…

Он обнял и поцеловал фрау Леноре, а Джемму попросил пойти с ним в ее комнату — на минутку, так как ему нужно сообщить ей что-то очень важное.

XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Апат хыҫҫӑн вӑл Санина пӗр минутлӑха сада чӗнсе илчӗ те, шӑпах хӑй виҫӗмкун чие ҫырлисем суйласа ларнӑ тенкел тӗлӗнче чарӑнса, ҫапла каларӗ: — Димитрий, ан ҫиллен мана: анчах эпӗ сана тепӗр хут астутарас тетӗп — эсӗ сана ирӗксӗрлеҫҫӗ, тесе ан шутла, — терӗ.

После обеда она отозвала Санина на минуту в сад и, остановившись около той самой скамейки, где она третьего дня отбирала вишни, сказала ему: — Димитрий, не сердись на меня; но я еще раз хочу напомнить тебе, что ты не должен почитать себя связанным…

XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эпӗ пӗтӗм вӑйран астӑвас мар тесе тӑрӑшакан япалана вӗсем мана пӗр минутлӑха та манма памаҫҫӗ».

Неужели же все, и даже Филька, так жестоки, что ни на минуту не дают мне забыть того, что всеми силами я стараюсь не помнить!»

V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ире хирӗҫ Инсаров темиҫе минутлӑха вӑранчӗ, Берсенева палласа илчӗ, «эпӗ сывах мар пулас», тесе ыйтрӗ, унтан, йывӑр чирленӗ ҫын пек, хӑй тавра ним ӑнланмасӑр пӑхса ҫаврӑнса, каллех тӑнне ҫухатрӗ.

К утру Инсаров очнулся на несколько минут, узнал Берсенева, спросил: «Я, кажется, нездоров?» — посмотрел вокруг себя с тупым и вялым недоумением трудно больного и опять забылся.

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров хӑйӗн савнӑ хӗрне юратакан ҫынна курас шутпа тата темиҫе минутлӑха юлчӗ.

Инсаров остался еще несколько минут, чтобы посмотреть на своего соперника.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ман патӑма пӗр минутлӑха кӗрсе тухӑр-ха, — терӗ Берсенева Шубин, лешӗ Анна Васильевнӑпа сывпуллашсан, — манӑн сана кӑтартмаллисем пур.

— Зайди ко мне на минутку, — сказал Берсеневу Шубин, как только тот простился с Анной Васильевной, — у меня есть кое-что тебе показать.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗр сехетлӗхе е пӗр минутлӑха та пулин?

На час, на минутку?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак каҫ комсомол пухӑвӗ пулман пулсан, эп пӗр пилӗк минутлӑха та пулин «Семенов хуҫалӑхне» кайса килнӗ пулӑттӑм.

Не будь у нас в этот вечер комсомольского собрания, я сразу бы вырвался хоть на пяток минут в «хозяйство Семенова».

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ҫавӑнтах вӗриленсе, минутлӑха парӑннӑшӑн хӑйне питленӗ пек, вӑл ҫапла кӑшкӑрса ячӗ:

И с внезапным жаром, точно упрекая себя за минутную слабость, он вскричал:

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хутран-ситрен вӗсем уҫӑ сывлӑшпа сывлама палуба ҫине пӗр-ик минутлӑха тухаҫҫӗ те, анчах тепре килсе ҫакланнӑ шквал вӗсене часах хӑваласа кӳртет, вара мӗскӗн хӗрарӑмсем татах пӑчӑ та хӗсӗк пӳлӗме, ҫынсемшӗн мар, таварсем кӑна турттарма тунӑ майлӑрах пӳлӗме анаҫҫӗ.

Редко-редко они ненадолго поднимались на палубу подышать свежим воздухом, но скоро очередной шквал прогонял их, и бедные женщины снова спускались в душное и тесное помещение, более пригодно для перевозки товаров, чем людей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экономика хӑйӗн пуҫлӑхӗ Крымский, хӑйӗн хут купинчен пӗр минутлӑха уйӑрӑлса, ҫавӑрӑнса пӑхать.

Крымский, заведующий экономичеким отделом, на минуту отрываясь от вороха бумаг, оглядывается:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Панирен пӗр минутлӑха кайма ирӗк пама ыйтатӑп, пан майор сивӗ сӑра ӗҫесшӗн, — терӗ проводник, йӑвашшӑн пуҫ тайса, пуҫ тайнӑ хушӑра хӑйӗн вӑкӑрӑнни пек хулӑн мӑйне аран-аран авса.

— Прошу у пани разрешения отлучиться на минутку: пан майор хочет холодного пива, — угодливо сказал проводник, с трудом сгибая при поклоне свою бычью шею.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех