Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гранатӑсем хатӗрлӗр! — янӑраса кайрӗ ҫак самантрах команда окопсем тӑрӑх.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ура айӗнче тимӗр кӗмсӗртете пуҫларӗ, шӑрчӑк вара самантрах шӑпланчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шлюпкӑна пӗр самантрах шыва антарчӗҫ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак самантрах хытӑрах кӗрӗслетнӗ сасӑ илтӗнчӗ, таркӑнсен пуҫӗ ҫинченех тупа етри иртсе кайрӗ.В эту минуту раздался громкий выстрел, и над головой беглецов пронеслось ядро.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах Гленарванӑн савӑнӑҫлӑ пичӗ самантрах улшӑннине курсан, Джон Мангльспа ишсе пыракансем мӗн шухӑшласа илчӗҫ-ши?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак самантрах кратер ҫӑварне хупӑрланӑ ҫӳхе ҫӗр ҫийӗ те аялтан тапса тӑракан вӑя парӑнчӗ.В ту же секунду тонкий слой почвы, прикрывавший жерло кратера, поддался напору снизу.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак самантрах унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Картиш пӗр самантрах ахӑрашакан ҫынсемпе тулса ларчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Лешӗ ӑна итлесе револьверне кӗсьине чикрӗ, вара ҫав самантрах храм алӑкӗ уҫӑлчӗ те туземец кӗрсе тӑчӗ.Тот послушно спрятал револьвер в карман, и в ту же секунду дверь отворилась, и в храм вошёл туземец.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах самантрах ҫил лӑпланчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Морякӑн туйӑмӗ вӗсене пӗр самантрах хӑлхасене тӑраттарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах вӑл ултавлӑ сисӗм кӑна, мӗншӗн тесен карап тепӗр самантрах хумсен тӑрринелле майӗпен хӑпарма пуҫлать.Но это было обманчивое ощущение, и в следующий миг корабль начинал медленно ползти на гребень волны.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑнтӑрла иртсен, икӗ сехет ҫитерехпе, Крозе самантрах тинӗс ҫинчи ҫуран ҫар салтакӗсен взводне асӑрханӑ.Около двух часов пополудни он вдруг увидел взвод солдат морокой пехоты.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗр самантрах вӑл делегатсем хушшинче курӑнми те пулчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн официальноҫӗ пӗр самантрах сирӗлчӗ, хӑй сасартӑк ҫемҫен те «хамӑр ҫынла» калаҫакан пулчӗ.Официальность с него как рукой сняло, сразу стал вежливым и «свойским».
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Зал самантрах шӑпланать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ака, йышлӑ юлташӑмсем, мӗнле кулатӑр эсир манӑн политикӑллӑ шухӑшсенчен! — персе ячӗ вӑл пӗр самантрах.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ячейкӑрисем, пӗр самантрах вуникӗ ҫын пуҫтарӑнса, кам мӗн килчӗ унпа хӗҫпӑшалланнӑ.Мигом собрались ячейковые, всего двенадцать, вооруженные кто чем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лисицын ку «банда» ҫинчен ҫӗрле пӗлет, ҫав самантрах вӑл милицие хускатать те, пӗр вунӑ ҫынпа Семаки ялне вӗҫтерет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫав самантрах Корчагин хӑлхине хӑрушшӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ пырса кӗрет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.