Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрӑшса ӗҫленӗ пулин те 1962-1984 ҫулсенче районти сухаламалли ҫӗрсем ҫинче гумус хисепӗ 3,24 процентран 2,39 процента ҫити сахалланнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Ача чухне шкултан е ҫуллахи вӑхӑтра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн колхозран яланах тӗрлӗ ҫӗре экскурсисене илсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

– Эпӗ хирӗҫ мар, физик пуласси – пархатарлӑ ӗҫ, хытӑ тӑрӑшса вӗренес пулать вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Тупӑшшӑн тӑрӑшса пуҫа ҫухатма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Анчах та инвестор хӑйӗн укҫи-тенкине хывма пирӗн район экономикине суйласа илтӗр тесен пайтах тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Больницӑн пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатассишӗн тӑрӑшса, 2013 ҫулта инфекци корпусне, пищеблока, баклабораторие тӗпре юсанӑ, ача-пӑча корпусӗнчи шыв пыракан тата канализаци пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, фетальнӑй монитор, дентальнӑй рентген аппарачӗ, автоматизациленӗ аудиометр, ҫурма автомат анализатор туянса вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Тӑрӑшса вӗреннӗ.

Старательно учился.

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Шкул ҫулне ҫитсен Мария парта хушшине ларнӑ, тӑрӑшса вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Сирӗн 5 ҫул тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫакна асра тытмалла: должноҫ мӗн чухлӗ пысӑкрах, сирӗн хӑвӑртан ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех ыйтмалла. Кашни депутатӑн хӑйӗн суйлавҫисен наказӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫсен алгоритмне, ҫул-йӗр карттине хатӗрлемелле», — пӗтӗмлетрӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑл чи малтанах пиллӗкмӗш суйлаври депутатсене тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ йыша лекнисене вара саламларӗ, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче тӑрӑшса ҫитӗнтернине пухса кӗртессишӗн хӗрӳ ӗҫ пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ сӑмахсем кӗреҫҫӗ, чӑваш шкулта тӑрӑшса вӗренет...

В чувашский язык входят новые слова, чуваш прилежно учиться в школе...

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш Республикинче тӑватӑ ҫул ҫурӑ тӑрӑшса хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ специалиста Казахстанри Кзыл-Орда облаҫӗнчи Ленинск хулине куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

РФ оборона министерствин сывлӑш ҫарӗн полковникӗ Н.Ф. Шуреков хӑй йӗркеленӗ пуҫару ушкӑнӗпе монумент лартассишӗн икӗ ҫул тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Хӗвел пайӑркисем йывӑҫсен, тӗмсен турачӗсемпе ҫулҫисем витӗр ҫветтуй ҫӗр ҫине ҫитес тесе тӑрӑшса сӑрхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑрӑшса ӗҫленине кура ҫамрӑк хӗре ферма заведующине лартма йышӑннӑ.

Смотря на усердную работу молодую девушку решили поставить заведующий фермы.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗтӗм ял халӑхӗ, вӗренекенсем, учительсем тӑрӑшса ҫулсерен музея пуянлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Педагогсем тӑрӑшса, вӑхӑта шеллемесӗр, ачасене юратса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫамрӑк учительсем тӑрӑшса опыт пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех