Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтать (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Икӗ хутлӑ бухгалтери туса пыма пӗлетӗн-и? – тесе ыйтать вӑл унран.

– Ты умеешь вести двойную бухгалтерию? - спрашивать он у нее.

Виҫӗ хутлӑ бухгалтери // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Вӑл ҫывхарсан тин ҫеҫ тупнӑ япалана пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

– Атте, «фи-ли-ал» тени мӗне пӗлтерет? – ыйтать вӑл ашшӗнчен.

- Папа, что означает "фи-ли-ал"? - спрашивает он у отца.

Мӗн вӑл филиал? // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Канмалли кунсенче хӗр яла таврӑнсан Аверкий ӑна качча тухма ыйтать.

Когда девушка приехала на выходные в деревню, Аверьян сделал ей предложение.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

— «Вӑрман пулӑшу ыйтать» инсценировка хамӑн чӗрене те пырса тиврӗ.

- "Лес просит помощи" инсценировка затронула и моё сердце.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«Ирӗклӗх» министерствӑна пӑхӑнакан чӑвашла хаҫатсен ертӳҫисем патне ҫак информацие ҫитерме ыйтать, пӗлтерӳсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтармалли ӗҫе йӗркелеме сӗнет.

«Ирӗклӗх» просит министерство довести данную информацию до подведомственных чувашскоязычных газет, и принять комплекс мер по переводу объявлений на чувашский язык.

«Хыпарта» пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарттарасшӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12789.html

Ҫӗнӗ самана хӑйӗннех ыйтать ҫав — хам та ав компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхрӑм.

Современная эпоха просит свое - и сама научилась работать на компьютере.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ҫакӑнпа эпӗ мӗншӗн кӑсӑкланнине чылайӑшӗ ыйтать. Хӑвӑртлӑхпа ӗҫлемелле, талӑкӗпех тесен те йӑнӑш мар. Кунашкал ритма тахҫанах хӑнӑхнӑ эпӗ. Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма килӗшет мана».

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Коллектив членӗсенчен уйрӑмах ҫирӗп ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫамрӑксене вӗрентсе пыма, ӗҫе хӑнӑхтарма ыйтать.

Просит обучать молодых, приучать к работе.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫавна май «Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускаври тӳре-шаран сӑмахӗсене хак пама ыйтать.

Поэтому «Ирӗклӗх» просит власти республики дать оценку словам московского чиновника.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Ҫавӑнпа та муниципалитет служащийӗн ӗҫӗ пысӑк яваплӑхлӑ та пултаруллӑ, хастар та уҫӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

12. Иисус ассӑн сывласа янӑ та ҫапла каланӑ: ҫак ӑру мӗншӗн-ха хӑват кӑтартма ыйтать?

12. И Он, глубоко вздохнув, сказал: для чего род сей требует знамения?

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.

25. Ибо, имея в виду множество чисел и трудность, происходящую от обилия содержания, для желающих заняться историческими повествованиями, 26. мы озаботились доставить душевное назидание желающим читать, облегчение старающимся удержать в памяти, и всем, кому случится читать, пользу; 27. хотя для нас, принявших на себя труд сокращения, это нелегкое дело, требующее напряжения и бдительности, 28. как нелегко бывает тому, кто готовит пиршество и желает пользы другим.

2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.

19. Итак они отправились в Рим, хотя путь был очень долгий, и вошли в собрание совета и, приступив, сказали: 20. Иуда Маккавей и братья его и весь народ Иудейский послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших.

1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӗсенӗн алли усал ӗҫ тума вӗренесшӗн, пуҫлӑх хистесе парне ыйтать, тӳре сӗрев панине кура сут тӑвать, улпутсем, хура чунӗ мӗн ыйтнине каласа, ӗҫе пӑсса яраҫҫӗ.

3. Руки их обращены к тому, чтобы уметь делать зло; начальник требует подарков, и судья судит за взятки, а вельможи высказывают злые хотения души своей и извращают дело.

Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм хӑйӗн йывӑҫӗнчен ыйтать, ӑна хӑйӗн туйи хурав парать: вӗсене аскӑнлӑх сывлӑшӗ аташтарса янӑ, аскӑнланса вӗсем хӑйсен Туррине пӑрахнӑ.

12. Народ Мой вопрошает свое дерево и жезл его дает ему ответ; ибо дух блуда ввел их в заблуждение, и, блудодействуя, они отступили от Бога своего.

Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Хӗҫ Аммон ывӑлӗсен хулине Раввӑна тата Иудея ҫӗрне, тӗреклӗлетнӗ Иерусалима, каяс ҫула кӑтарт: 21. ӗнтӗ Вавилон патши ҫул юппинче, икӗ ҫул пуҫланнӑ тӗлте, юмлама чарӑнса тӑнӑ: ҫӗмренӗсене силлет, терафимӗсенчен ыйтать, пӗвер тишкерет.

20. Представь дорогу, по которой меч шел бы в Равву сынов Аммоновых и в Иудею, в укрепленный Иерусалим; 21. потому что царь Вавилонский остановился на распутье, при начале двух дорог, для гаданья: трясет стрелы, вопрошает терафимов, рассматривает печень.

Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эсир Ман умӑма килсе тӑратӑр, ҫакна кам ыйтать сирӗнтен?

12. Когда вы приходите являться пред лице Мое, кто требует от вас,

Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех