Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, пӗкӗрӗлсе ӳкнӗскер, мӗскӗнскер, вӑл пӗр самант хушши тӑхтаса тӑчӗ те, сапаланнӑ ҫӳҫ пайӑркисене тутӑрӗ ӑшне майлаштарса чиксе, вырӑнтан тапранчӗ.

Постояла немного, согнутая и жалкая, и, заправляя под платок пряди волос, тронулась.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий умлӑн-хыҫлӑнах виҫӗ пирус туртса ячӗ, юлашки пирус тӗпне таптаса пирчентернӗ юр ӑшне чиксе лартрӗ, ҫилӗллӗ тунсӑхӗпе йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.

Григорий выкурил подряд три цигарки, воткнул в примятый снег последний окурок, огляделся в злобной тоске.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну-но, — ытарлӑн тӑрӑхласа илчӗ Петро, табак тӗтӗмӗпе йӳҫӗхсе кайнӑ мӑйӑхӗн вӗҫӗсене ҫӑвара пӗтӗрсе чиксе.

— Ну-но, — грязно усмехнулся Петро, заправляя в рот горький от табачного дыма ус.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Эк-кей арӑмне мӗнле начарлатса янӑ!» — тесе шутларӗ те, сак ҫинче пуҫне чиксе ларакан Наталйӑн тураса якатнӑ ҫӳҫӗ ҫине тата тепӗр хут пӑхрӗ.

«Эх, выхолил бабу!» — подумал, еще раз взглянув на склоненную над лавкой гладко причесанную голову Натальи.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Цыгансем святкӑра ҫеҫенхирте ҫывӑраҫҫӗ, витӗнмелли хӑйсен нимӗн те ҫук; сӗрекепе витӗннӗ, хӑйне сивӗ ҫинҫе пыршӑ таранах ярса илчӗ те — вӑранчӗ цыган, пӳрнине сӗреке шӑтӑкне чиксе, амӑшне ҫапла калать: «Ху-у, маманя, питӗ сивӗ-ҫке паян!» — тет.

— На Святках ночуют это цыгане в степе, а укрываться нечем, бреднем оделся, забрало до тонкой кишки — проснулся цыган, палец-то в ячейку просунул и матери: «Ху, маманя, гутарит, то-то на базу и холодишша!»

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична, Наталья хӗвне ҫемҫе пашалусем чиксе тултарса: — Дуняшкӑна илсе каймастӑн-и, вӑкӑрсене хӑвалама? — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Ильинична совала Наталье в кофту мягких бурсаков, шептала: — Может, Дуняшку бы взяла погонять быков?

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан; пуҫне шалалла чиксе ячӗ.

И просунул голову в комнату.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Магазинӑн аялти картлашки ҫинче, сӑмсине ӑшӑ тир кӗрӗк ҫухави ӑшне чиксе, хуралҫӑ ҫывӑрать.

На нижней ступеньке магазина дремал сторож, воткнувшись носом в овчинное тепло воротника.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тилхепине — ларкӑч ҫинче тирпейсӗррӗн, сиккипе чупнипе урса кайнӑ тутӑ хура урхамахсене ая чиксе хунӑ пушине кӑтартмасӑрах ларса пыракан Митька тытнӑ.

Правил Митька, небрежно сидя на козлах, не показывая озверевшим от скачки сытым вороным лошадям подоткнутого под сиденье кнута.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья, макӑрса, ун ҫӑварне икӗ пӳрне чиксе ячӗ, путсӗр сӑмахсем пакӑлтатакан чӗлхине пусса хӗстерчӗ, хӑсса кӑларма пулӑшрӗ.

Дарья, плача, просунула два пальца, придавила болтавший несуразное язык, помогла облегчиться.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарай сарлӑкӗ айӗнче Григорин ҫӗнӗ те шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ лаши куритерен апат ҫисе тӑнӑ ҫӗрте, Наталья аллине вӑшт кӑна хӗвне чиксе ячӗ те, юратнӑ куҫӗсемпе Григорий ҫине хӗрелсе кайса пӑхса, ун аллине хӑй кӑкрийӗсен ӑшши ҫапнӑ ҫемҫе пир япала тыттарчӗ.

Под навесом сарая, где кормился у яслей Гришкин конь, подседланный новехоньким нарядным седлом, шмыгнула рукой за пазуху и, краснея, глядя на Григория влюбленными глазами, сунула ему в руку мягкий, таящий тепло девичьих ее грудей матерчатый комочек.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…

Летом с восхода до заката солнца сиживал на завалинке, чертил костылем землю, угнув голову, думал неясными образами, обрывками мыслей, плывущими сквозь мглу забвения тусклыми отсветами воспоминаний…

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ҫӗтӗлет ку? — тӗппипех тӗлӗнсе кайрӗ Петро, сарӑ мӑйӑхне ҫурри таранах ҫӑвара тӗркелесе чиксе.

— Чего он? — окончательно изумился Петро, до половины засовывая в рот пшеничный свой ус.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чуп часрах, кайса кала Турккӑ Пантелейне, вӗсен ачисем Тутар тӗмески патӗнче пӗрне-пӗри сенӗксемпе чиксе шӑтарчӗҫ.

Надбеги, скажи Пантелею-турку, что ихние ребята возля Татаровского кургана вилами попоролись.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, пуҫне чиксе, сӗтел ҫинчен чашӑк-тирӗк пуҫтарать.

Нагнув голову, Аксинья собирала со стола.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ унӑн илемне атӑ кунчи ӑшне чиксе ҫӳрес ҫук.

— Мне ее красоту за голенищу не класть.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Троица уявӗнчен хуторти килсенче хире кӑларса тӑкнӑ типӗ улӑм кӗлӗ тата хапхасемпе крыльцасем умне чиксе лартнӑ юман турачӗсемпе вӗрене турачӗсен пӗркеленсе ларса ӗмӗрне ирттернӗ шупкарах ешӗл тӗсӗпе лӳчӗркенчӗк ҫулҫӑсем ҫинчи тусан ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

От Троицы только и осталось по хуторским дворам: сухой чабрец, рассыпанный на полях, пыль мятых листьев да морщиненная, отжившая зелень срубленных дубовых и ясеневых веток, приткнутых возле ворот и крылец.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник, пачах урӑххине кӗтнӗскер, халӗ Григоришӗн нимӗн чухлӗ те именмен пек туйӑнчӗ: вӑл йывӑҫ ҫумне сӗвенсе тӑнӑ та пирус мӑкӑрлантарать, шыва чиксе кӑларнӑ пек кӗсри ҫине кача пӳрнипе тӗллесе кӑтартса сӑмахлать:

Сотник, против ожидания, показался Григорию нимало не сконфуженным; он, прислонясь к дереву, покуривая папироску, говорил, указывая мизинцем на свою, словно выкупанную, кобылицу:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ, хай ӗнтӗ, чул хӑма айне лом чиксе ятӑм та хиртӗм ҫӳлелле…

Я, стал быть, подовздел ломом, поднял эту плиту…

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех