Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.

22. Продовольствие Соломона на каждый день составляли: тридцать коров муки пшеничной и шестьдесят коров прочей муки, 23. десять волов откормленных и двадцать волов с пастбища, и сто овец, кроме оленей, и серн, и сайгаков, и откормленных птиц; 24. ибо он владычествовал над всею землею по эту сторону реки, от Типсаха до Газы, над всеми царями по эту сторону реки, и был у него мир со всеми окрестными странами.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Соломон ӑна: килне каях ӗнтӗ, тенӗ.

и сказал ему Соломон: иди в дом свой.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Акӑ ӗнтӗ израильсем пурте патша патне пынӑ та каланӑ: мӗншӗн пирӗн тӑвансем, Иуда арӗсем, сана вӑрларӗҫ те патшапа унӑн килне, унпа пӗрле Давидӑн мӗнпур ҫыннине те Иордан урлӑ каҫарса ячӗҫ? тенӗ.

41. И вот, все Израильтяне пришли к царю и сказали царю: зачем братья наши, мужи Иудины, похитили тебя и проводили царя в дом его и всех людей Давида с ним через Иордан?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Мемфивосфей вара патшана ҫапла хуравланӑ: патша хуҫамӑм хӑй килне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ май Сива йӑлтах хӑй валли илтӗр, тенӗ.

30. Но Мемфивосфей отвечал царю: пусть он возьмет даже все, после того как господин мой царь, с миром возвратился в дом свой.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара Давид патша Садокпа Авиафар священниксем патне ҫапла калама ҫын янӑ: Иудӑн аслӑ ҫыннисене калӑр: пӗтӗм Израиль калаҫакан сӑмах патша патне, патша килне ҫитрӗ ӗнтӗ.

11. И царь Давид послал сказать священникам Садоку и Авиафару: скажите старейшинам Иудиным: зачем хотите вы быть последними, чтобы возвратить царя в дом его, тогда как слова всего Израиля дошли до царя в дом его?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ахитофел, хӑйӗн канашӗ пурнӑҫланманнине курсассӑн, ашакне йӗнерлесе утланнӑ та хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине, тухса кайнӑ, кил-йышне халал хӑварнӑ та ҫакӑнса вилнӗ, ӑна ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.

23. И увидел Ахитофел, что не исполнен совет его, и оседлал осла, и собрался, и пошел в дом свой, в город свой, и сделал завещание дому своему, и удавился, и умер, и был погребен в гробе отца своего.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Анчах вӗсене пӗр ҫамрӑк курнӑ та Авессалома евитленӗ; лешӗсем иккӗшӗ те васкасах кайнӑ та Бахурима пӗр ҫын килне ҫитсе ӳкнӗ, ҫав ҫыннӑн картишӗнче пусӑ пулнӑ, вӗсем ҫавӑнта пытаннӑ.

18. И увидел их отрок и донес Авессалому; но они оба скоро ушли и пришли в Бахурим, в дом одного человека, у которого на дворе был колодезь, и спустились туда.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Патша каланӑ: вӑл килне таврӑнтӑр, анчах манӑн сӑнӑма ан куртӑр, тенӗ.

24. И сказал царь: пусть он возвратится в дом свой, а лица моего не видит.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.

9. Но женщина Фекоитянка сказала царю: на мне, господин мой царь, да будет вина и на доме отца моего, царь же и престол его неповинен.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Патша хӗрарӑма каланӑ: лӑплан та килне кай, эпӗ сан пирки хушу парӑп, тенӗ.

8. И сказал царь женщине: иди спокойно домой, я дам приказание о тебе.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Фамарь ӗнтӗ Амнон пиччӗшӗн килне кайнӑ; лешӗ вара вырӑнпах выртнӑ.

8. И пошла она в дом брата своего Амнона; а он лежит.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар.

7. И послал Давид к Фамари в дом сказать: пойди в дом Амнона, брата твоего, и приготовь ему кушанье.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Нафан ӗнтӗ килне кайнӑ.

15. И пошел Нафан в дом свой.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм, 8. сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн?

Так говорит Господь Бог Израилев: Я помазал тебя в царя над Израилем и Я избавил тебя от руки Саула, 8. и дал тебе дом господина твоего и жен господина твоего на лоно твое, и дал тебе дом Израилев и Иудин, и, если этого [для тебя] мало, прибавил бы тебе еще больше; 9. зачем же ты пренебрег слово Господа, сделав злое пред очами Его?

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Хӳхлев вӑхӑчӗ иртсессӗн Давид ҫын янӑ та ӑна хӑйӗн килне илсе килтернӗ.

27. Когда кончилось время плача, Давид послал, и взял ее в дом свой,

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах Урия каҫпа та килне кайман, каллех хуҫи чурисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ.

Но вечером Урия пошел спать на постель свою с рабами господина своего, а в свой дом не пошел.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид вара Урияна каланӑ: акӑ эсӗ аякран килнӗ, мӗншӗн-ха хӑвӑн килне каймарӑн? тенӗ.

И сказал Давид Урии: вот, ты пришел с дороги; отчего же не пошел ты в дом свой?

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Давида ҫапла каласа хыпар ҫитернӗ: Урия килне каймарӗ, тенӗ.

10. И донесли Давиду, говоря: не пошел Урия в дом свой.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Урия патша керменӗн хапхи умӗнчех хуҫи тарҫисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ, килне кайман.

9. Но Урия спал у ворот царского дома со всеми слугами своего господина, и не пошел в свой дом.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Давид Урияна каланӑ: килне кай та уруна ҫу, тенӗ.

8. И сказал Давид Урии: иди домой и омой ноги свои.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех