Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ильич сăмах пирĕн базăра пур.
Ильич (тĕпĕ: Ильич) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресчен союзӗн председателӗн Аркадий Павлович Айдакӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн профсоюз комитечӗн председателӗн Петр Васильевич Ивантаевӑн, ял хуҫалӑх министрӗн Александр Ильич Куликовӑн тӑрӑшулӑхӗ пысӑк, авторитечӗсем сумлӑ пулман пулсан «Хресчен сассине» ура ҫине тӑма йывӑр тиветчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

«Суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - тенӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Анчах суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - терӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Эпӗ унччен кунашкал шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ курман, манран укҫа кӑна кӗтнӗ. Иринӑна малтанхи арӑмпа танлаштарма ҫук», — терӗ Владимир Ильич мӑшӑрне ҫупӑрласа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех