Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑм сăмах пирĕн базăра пур.
туйӑм (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек илемлӗ, ырӑ туйӑм нихҫан та пулманччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирек мӗнле пулсан та, ҫын вилни йывӑр туйӑм хӑваратех.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлене курни темле кичем, асаплӑ туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пусӑрӑнчӑк туйӑм, ирхи тӗтре сирӗлнӗ пекех, хӑвӑрт сирӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫтан килсе капланчӗ-ха темле, ӑнланма ҫук туйӑм?

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑҫтан ҫуралнӑ-ха ҫак туйӑм?

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр-пӗрне шанас, пӗр-пӗрне пулӑшас, ырӑ тӑвас туйӑм ӳсмелле.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ вара нимӗнле хаваслӑ туйӑм та хускалмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тишкерӳллӗ куҫпа пӑхсан, Айдаш стилӗнче паянхи чӑваш поэзийӗнчи ҫӗнӗлӗхсене татах та курма пулать, поэтӑн чӗлхе культури, туйӑм культури ӳссех пыни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Кунта туйӑм капланнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем чылайрах, кашни йӗркерех юратакан ҫын чӗри тапни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Чи малтанах уҫҫӑн сисӗнекен туйӑм — лирикӑлла геройӑн чун тасалӑхӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Диалектикӑлла туйӑм юратупа туслӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсенче те палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Айдаш кӗнекинчи сӑвӑсем вара чылайӑшӗ туйӑм ҫивӗчлӗхӗпе» шухӑш тарӑнлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ҫакна эпир ун чух пурте лайӑх ӑнлантӑмӑр: тӗрлӗ чӗлхеллӗ писательсене пӗр харӑс сырса илнӗ туйӑм ахальтен ҫӗкленмен.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кунта килсе вӗсем аслисенчен, ашшӗ-аслашшӗсенчен ырӑ тӗслӗх илччӗр, вӗсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес туйӑм яланах вӑйланса кӑна пытӑр.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Ҫав вӑхӑтра хӗрпе каччӑн чунӗсене темӗнле ӑнланма ҫук туйӑм ҫавӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Туйӑм хыҫҫӑн кайманнисем те пуҫне ҫухатма, юратса пӑрахма пултараҫҫӗ - кун валли вара мӗнпур майпа усӑ кураҫҫӗ.

Даже самые рассудительные рискуют потерять голову и влюбиться, при этом используя для привлечения внимания все возможные приёмы.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сире ку эрнере хӗрӳ туйӑм тытса пырать.

На этой неделе балом правят страсти.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Юратман пулас эсӗ мана, Тоня. Нихӑҫан та юратман. Кирлӗ вӑхӑтра усӑ курма ҫеҫ тытнӑ хӑвӑн ҫумӑнта шкулта вӗреннӗ чухне. Дениса кӑлӑхах айӑпларӑм тӑр юратӑва аркатнӑшӑн. Санӑн ман пата нимӗнле туйӑм та пулман», — пӗтӗмлетрӗ ӑшӗнче вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кашни кукӑр, тӳпем, лапам, уй-улӑх, ӗшне-ката темӗнле хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ, ӑна курсан ҫеҫ, ҫак тӗлте ҫеҫ хускалакан ыттисенчен уйрӑм туйӑм вӑратать чун-чӗрере.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех