Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культурӑпа (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн тӳрӗ тивӗҫ – республика позицийӗсене экономикӑпа наукӑра тата социаллӑ сферӑра ҫирӗплетесси, ҫав хушӑрах тата хамӑрӑн культурӑпа хӑй евӗрлӗхе те сыхласа хӑварасси.

Наша прямая обязанность — укреплять позиции республики в экономике и науке, социальной сфере и при этом сохранить свою культуру и самобытность.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӗсем пуян тӑван культурӑпа тата историпе мухтанма, мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех пырсан пурнӑҫ интереслӗрех пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

– Районта 31 культура учрежденийӗ – 16 культурӑпа кану учрежденийӗ, 13 поселени библиотеки, 2 музей ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

1993 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин Культурӑпа национальноҫсен ӗҫӗсен министерствин тытӑмне кӗнӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ академи капелли пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫак конкурс ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен историйӗпе кӑсӑклантарӗ; вӗсенче патриотлӑх туйӑмне йӗркелеме, тӑван халӑхпа ҫыхӑннине ӑнланма, ҫамрӑк ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма, республикӑри культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсен пӗрлехи ӗҫне вӑйлатма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

1974-1981 ҫулсенче Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищин дирижерпа хор уйрӑмӗнче, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмӗнче вӗреннӗ.

В 1974-1981 годы учится в Цивильском культурно-просветительском училище на отделении дирижера и хора, в Чебоксарском музыкальном училище имени Ф.Павлова на отделении вокала.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шкул пӗтерсен ӑҫта вӗренме каяс ыйту сиксе тухсан вӑл пӗр иккӗленмесӗр Ульяновскри культурӑпа ҫутӗҫ училищине кайнӑ, оркестр уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Июнӗн 27-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче, унти «Трудовые резервы» стадионта ҫичӗ пин ҫын уява хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тата Хусанти культурӑпа искусство институтӗнче те студентсене халӑх инструменчӗсемпе калама вӗрентме ӗлкӗрнӗ.

А еще успела преподавать студентам игре на народных инструментах в Казанском институте культуры и искусства.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевна Чӑваш Енри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ вӑхӑтрах халӑх ташшисене кӑмӑлланӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ чух вара ҫак туртӑм тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кунта эпир вӗсене ытларах чӗлхепе, культурӑпа тата историпе интереслентеретпӗр.

Мы здесь только хотим заинтересовать языком, культурой и историей.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

— Раиса Васильевна, эсир — тивӗҫлӗ канура, анчах кану мӗнне пӗлместӗр, университетра студентсене тӑван литературӑпа, культурӑпа, йӑла-йӗркепе ҫывӑхлатрӑр, халӗ акӑ хӑвӑрӑн бизнеса аталантаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унпа Елабугӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищи хыҫҫӑн Шурьял клубне практикӑна килсен паллашрӑмӑр та – пуҫӑма ҫухатрӑм.

С ним познакомились, когда я приехала после окончания Елабужского училища культуры и искусства на практику, в Шурьялский клуб - потеряла голову.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткин, Карачаево-Черкесси тата Ҫурҫӗр Осети-Алани халӑх артисткин, прима-балеринӑн Анастасия Волочковӑн майӑн 16-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртнӗ пӗртен-пӗр концерчӗ те «Культура ӗҫченӗсем – Хусан ачисене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ шайӗнче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Чунӑм юрларӗ, тӑван чӗлхе, культурӑпа йӑла-йӗрке манӑҫа тухманшӑн мӑнаҫлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Тӑван чӗлхепе, культурӑпа ҫыхӑннӑ пӗр конкурсран та юлман.

Участвовал во всех конкурсах, связанных с родным языком и культурой.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Паллах, унта культурӑпа, искусствӑпа ҫыхӑннӑ кӑларӑмсем пулмаллине пӗлтертӗм.

Конечно, сообщил, что там должны быть передачи по культуре, искусству.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатнисен йышӗнче аграрисем мӗншӗн 25% таран ҫеҫ? — ыйтрӗ М.Игнатьев. — Ҫурт хӑпартма пулӑшмалли программӑна хресченсем, вӗрентекенсем, врачсем, культурӑпа спорт ӗҫченӗсем валли йышӑннӑ.

— Почему среди улучшивших жилищный вопрос аграриев всего 25%? — спросил М. Игнатьев. — Программу помощи в жилищном строительстве приняли для крестьян, учителей, врачей, работников культуры и спорта.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

1970 ҫулта вулавӑш ӗҫне Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухнӑ Николай Петров пуҫӑннӑ.

В 1970 году библиотечное дело продолжил выпускник Цивильского училища культуры и просвещения Николай Петров.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех