Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳле сăмах пирĕн базăра пур.
йӳле (тĕпĕ: йӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Голубов йӗнер ҫинче каҫӑралса ларать: аркӑ хӗррипе кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӑмлӑ кӗрӗкне йӳле янӑ, ҫӗлӗкне хӑяккӑн чалӑштарса лартнӑ, ҫамки ҫине тар пӗрчисем тапса тухнӑ.

Голубов сидел, отвалясь на седле: полушубок, опушенный в бортах пожелтевшим каракулем, был на нем расстегнут, папаха сдвинута набок, лоб увлажнен потом.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӑрхаса лачкам тара ӳкнӗ Голубов, кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ та, хӑй ертсе пыракан 27-мӗш полкри ретсем хушшипе ӑшталанса ҫӳрет, хӗрсе кайсах янӑравлӑ сасӑпа ҫухӑрашать:

Багровый, вспотевший Голубов, в распахнутом полушубке, перебегал вдоль двинувшихся цепей своего 27-го полка, металлическим накаленным голосом кричал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шухӑшусене йӳле ан яр эсӗ, пурин ҫинчен те ан шухӑшла.

Не давай мыслям воли, взнуздывай их.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫемен гимнастеркӑпа, йӳле пилӗкӗн, ҫарти тревога сигналӗпе тӑнӑ ҫын пек, хыпаланса атӑ тӑхӑнать.

Семен, в гимнастерке, но еще без пояса, натягивал сапоги с такой поспешностью, точно его подняли по сигналу боевой тревоги.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иккӗшӗ ҫуллахи карттуссемпех; ыттисем путек тирӗсенчен ҫӗлетнӗ тӗссӗр хура ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ та, йӳле янӑ ҫӗлӗк хӑлхисен вараланчӑк ҫаккисем икӗ еннелле ҫапкаланса пыраҫҫӗ.

На двух были летние фуражки, на остальных грязносерые вязаной смушки папахи, с расстегнутыми отворотами и болтающимися мотузками завязок.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен пӗри — хура мӑйӑхлӑ, хитре сӑн-питлӗ ҫамрӑк матрос, бушлатне йӳле ярса ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑскер, — казаксен ушкӑннелле хӗсӗнсе кӗчӗ.

Один из них, молодой черноусый красавец, в распахнутом бушлате и сдвинутой на затылок шапке, протиснулся в середину казачьей толпы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Взвод урядникӗ Аржанов, йӗнертен уртӑнса, хура кӗпине йӳле пилӗкӗн тӑхӑннӑ лутака пӳллӗ ҫынна ҫухавинчен ярса тытнӑ.

Взводный урядник Аржанов, свесившись с седла, держал за шиворот небольшого, одетого в черную распоясанную рубаху, человека.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫӗнче — кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ тӑлпан хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳллӗ мар офицер, таткаланса пӗтнӗ гимнастеркӑллӑскер, выртать.

За ним в распахнутой тужурке и изорванной гимнастерке лежал плотный, невысокий офицер.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет куҫҫульпе нӳрелсе ватӑ сӑн ҫапнӑ пичӗпе ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, йӳле янӑ шинелӗпе ҫурса пӑрахнӑ кӗпе ҫухави айӗнчен курӑнакан хӑмӑр ӳтлӗ, шӑмӑллӑ кӑкӑрне чышса, кӑшкӑрса каларӗ:

Валет повернул постаревшее от слез лицо, крикнул и застучал кулаком по смуглой реброватой груди, видневшейся из-под распахнутой шинели и разорванного ворота рубахи:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑма кравать ҫинчен кӗрӗк пиншакне йӳле ярса выртакан офицер тӑрса ларчӗ, кӑвакара пуҫланӑ тӑрмаланчӑк ҫӳҫне аллипе шӑлса якатрӗ, тутлӑн анасласа илчӗ.

С дощатой кровати приподнялся офицер в распахнутой тужурке, провел рукою по всклокоченным седеющим волосам, зевнул.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ик-виҫ самант тӑхтанӑ хыҫҫӑн Аксинья шӑтӑк витӗр тата тепӗр хут пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: Евгений, йӳле янӑ симӗс мундир тӑхӑннӑскер, урайне сарса хунӑ пысӑк карттӑ умне чӗркуҫленсе ларнӑ та темӗн тӗрмешет.

Подождав несколько минут, Аксинья заглянула вновь: Евгений в распахнутом защитном мундире стоял на коленях перед большой раскинутой на полу картой.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн йӳле пилӗк симӗс гимнастёркине ҫил варкӑштарать.

Ветер ворошил на нем неподпоясанную защитную гимнастерку.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья, питне тутӑрпа пӗрхенӗскер, кӗпе ҫухавине йӳле янӑ та купасем туса пырать.

Дарья, укутав платком лицо, расстегнув прореху рубашки, копнила.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аксинья йӳле янӑ кӗрӗк аркисене уҫрӗ те, юман тавра хӑмла явӑннӑ пек, Григорие ыталаса илчӗ.

— Распахнула опушенные полы донской шубы, обвилась вокруг Григория, как хмель вокруг дуба.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич, тӑлӑпне йӳле янӑ та, чӳрече ани ҫинче ларать; куҫӗсене пӗркелентерсе, хӗрлӗ сухалӗ айӗн кулкалать.

Мирон Григорьевич в распахнутом тулупе сидел на подоконнике, улыбался в гнедую бороду.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.

Степан, сверкая ослепительной усмешкой, озорно поводит плечами; а по дороге бугром движется пыль; Христоня, в распоясанной длиннющей рубахе, патлатый, мокрый от пота, ходит вприсядку, кружится маховым колесом, хмурясь и стоная, делает казачка, и на сером шелковье пыли остаются чудовищные разлапистые следы босых его ног.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӑл, чекменне йӳле ярса, васкамасӑр, суха касси тӑрӑх утнӑ пек, утнӑ, хӑйӗн хура аллаппийӗпе арӑмӗн черчен алсыппине чӑмӑртанӑ, сар ҫӳҫлӗ пуҫне никама пӑхӑнман пек каҫӑртса пынӑ — питҫӑмартисем айӗнчи юн тымарӗсем кӑна унӑн темӗн чӑмланӑ чухнехи пек тӑртанса, мӗкӗлтетсе тӑнӑ, тата чулланса ларнӑ евӗр курӑнакан куҫхаршисем хушшинчи нихҫан хускалми ӳт ҫине тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ.

Но он, распахнув чекмень, шел медленно, как по пахотной борозде, сжимал в черной ладони хрупкую кисть жениной руки, непокорно нес белесо-чубатую голову, — лишь под скулами у него пухли и катались желваки да промеж каменных, по всегдашней неподвижности, бровей проступал пот.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хура тӑлӑпне йӳле янӑ вӑл.

Черный тулуп его был расстегнут.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Травкинӑн куҫӗсем ҫывӑракан пӗчӗк ачанни пек, кӑштах уҫӑ пулнӑ, тӗссӗрленнӗ гимнастёркине вӑл йӳле янӑ, сӑн-пичӗ ҫинче вара темӗнле хытӑ кӳренӳ хытса ларнӑ пек пулнӑ.

Глаза Травкина были полуоткрыты, как у спящего ребенка, выцветшая гимнастерка расстегнута, а на лице застыло выражение горькой обиды.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех