Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗленӳ сăмах пирĕн базăра пур.
иккӗленӳ (тĕпĕ: иккӗленӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшпе 1372 партирен 132-шӗ иккӗленӳ ҫуратнӑ, пахалӑх енчен 203 партирен — 13-шӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Паллах, каяш вырнаҫтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Паллах, каяш вырнаҫтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Тӑван чӗлхене, вӑйра тӑракан саккунсене шута илсе, хӑй ирӗкӗпе вӗренмелли Конституцире палӑртса хӑварнӑ правӑна туллин пурнӑҫлама майсем пурри пирки те никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар.

Ни у кого не должно быть оснований сомневаться в реализации конституционного права на добровольное изучение родного языка исходя из действующего законодательства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Калав сюжетне йӗрленӗ май манӑн иккӗленӳ сӳнчӗ, эпӗ Никита Афиногенович Ястребов сӑнарӗн прототипӗ кам пулнине лайӑх ӑнласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Паллах, Шупашкар пирки иккӗленӳ ҫук-ха.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑваш Енри халӑхсен Аслӑ Пухӑвӗ /вӑл авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртрӗ/ республикӑра тӗпленсе пурӑнакан 120 ытла халӑх представителӗпе сакӑр этника ушкӑнӗшӗн, иккӗленӳ ҫук, ахаль мероприяти ҫеҫ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Пултарайӑп-ши?» — чи малтан чунра иккӗленӳ хуҫаланчӗ.

Сначала душой овладело сомнение: "Смогу ли?"

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Августӑн 1-мӗшӗ тӗлне юсав ӗҫӗсем вӗҫленессинче те иккӗленӳ ҫук.

Нет никаких сомнений, что ремонтные работы завершатся к 1 августа.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Тӗслӗхрен, барьерсем урлӑ 110 метра чупакансен тупӑшӑвӗнче Сергей Шубенков ҫӗнтересси пирки никамӑн та иккӗленӳ пулмарӗ.

Например, никто не сомневался, что в беге на 110 метров с барьерами победит Сергей Шубенков.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Ҫутҫанталӑка юратни, ҫыннӑн кирек мӗнле юратӑвӗ пекех, иккӗленӳ ҫук, ачаран пуҫланмалла», - тенӗ вырӑссен пӗр паллӑ писателӗ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Анчах иккӗленӳ пур тӑк донор пунктӗнче ҫакна тухтӑртан пытармалла мар.

Но если есть сомнения, то это не надо скрывать в донорском пункте.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Паянхи рынок тӗрлӗ ҫӗртен илсе килнӗ пахча ҫимӗҫпе тулса ларнӑ пулин те, вӗсен пахалӑхӗ ҫапах иккӗленӳ ҫуратать.

Хотя сегодня рынок и завален овощами из разных мест, их качество все-таки вызывает сомнения.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Иккӗленӳ ҫуратакан мӗнпур тӗслӗхре ҫийӗнчех полиципе ҫыхӑнма ан ӳркенӗр.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫапах вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илсе малалла та ҫирӗп утӑмсемпе утассинче иккӗленӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Старик малтан ҫакӑн пек иккӗленсе тӑнӑ, анчах Бьюмонт, вӗсем патне ҫӳреме пуҫласан тата икӗ эрнерен, ӑна: завода туянасси тепӗр темиҫе кунсӑр пулмасть, тенӗ хыҫҫӑн ҫав иккӗленӳ иртсе кайнӑ; тен, ун чухлӗ те тӑрӑнмасть пулӗ-ха, тенӗ вӑл: вӗсем, Лотер мистера кӗтмесен те, кирлӗ условисене эрнесӗр туса пӗтереймен пулӗччӗҫ; Лотер мистер вара Петербургра тӑватӑ кунтанах пулать.

Если у старика было еще какое-нибудь сомнение в этом, оно исчезло, когда Бьюмонт, недели через две после того как начал бывать у них, сказал ему, что, может быть, покупка завода задержится на несколько дней; впрочем, едва ли от этого будет задержка: вероятно, они, и не дожидаясь мистера Лотера, не составили бы окончательных условий раньше недели, а мистер Лотер будет в Петербурге через четыре дня.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах вӑл хӑйӗн ролӗнче ытла та ӑста артист пулнӑ, унӑн Вера Павловнӑпа ташлас килмен, вӑл ҫавӑнтах ҫавна асӑрхама пултарнине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа вара кӑшт иккӗленсе тӑнинчен, Вера асӗнче, — ку иккӗленӳ; Вера Павловнӑна та, никама та пырса тивмен, — пӗчӗк, чи ҫӑмӑл ыйту кӑна тӑрса юлчӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ илсен, ҫав ыйту, хӑна-юрӑҫӑ пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, ҫав хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатман пулсан та, Верӑшӑн хӑйӗншӗн те паллӑ мар пулса юлнӑ пулӗччӗ.

Но он был слишком ловкий артист в своей роли, ему не хотелось вальсировать с Верою Павловною, но он тотчас же понял, что это было бы замечено, потому от недолгого колебания, не имевшего никакого видимого отношения ни к Вере Павловне, ни к кому на свете, остался в ее памяти только маленький, самый легкий вопрос, который сам по себе остался бы незаметен даже для нее, несмотря на шепот гостьи-певицы, если бы та же гостья не нашептывала бесчисленное множество таких же самых маленьких, самых ничтожных вопросов.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех