Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арканнӑ (тĕпĕ: аркан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ Вавилонпа халдейсен ҫӗрӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. халӑхсене хыпарлӑр, каласа парӑр, ялав ҫӗклӗр, пӗлтерӗр, пӗр пытармасӑр ҫапла калӑр: «Вавилона ярса илнӗ, Бел намӑса юлнӑ, Меродаха аркатнӑ, унӑн кӗлеткисем мӑшкӑла юлнӑ, унӑн йӗрӗхӗсем арканнӑ».

1. Слово, которое изрек Господь о Вавилоне и о земле Халдеев чрез Иеремию пророка: 2. возвестите и разгласите между народами, и поднимите знамя, объявите, не скрывайте, говорите: «Вавилон взят, Вил посрамлен, Меродах сокрушен, истуканы его посрамлены, идолы его сокрушены».

Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Уншӑн татӑлса йӗрӗҫ: «епле арканнӑ вӑл!» тейӗҫ; «каялла тарса мӗн тери намӑса юлчӗ Моав!» тейӗҫ; таврари мӗнпур кӳршишӗн Моав ҫын кулли те хӑрушӑ вырӑн пулса юлӗ.

39. «Как сокрушен он!» будут говорить рыдая; «как Моав покрылся стыдом, обратив тыл!»; и будет Моав посмеянием и ужасом для всех окружающих его.

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Нево хулине хуйхӑ ҫитнӗ! вӑл пушанса юлнӑ; Кариафаим хули намӑса юлнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; керем намӑса юлнӑ, арканнӑ.

Так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: горе Нево! он опустошен; Кариафаим посрамлен и взят; Мизгав посрамлен и сокрушен.

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Пӑхатӑп та — акӑ тулӑхлӑ ҫӗр пушхир пулса тӑнӑ, унӑн мӗнпур хули арканнӑ, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе, Унӑн ҫиллин хаярлӑхӗпе пулнӑ.

26. Смотрю, и вот, Кармил - пустыня, и все города его разрушены от лица Господа, от ярости гнева Его.

Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ.

19. Ибо развалины твои и пустыни твои, и разоренная земля твоя будут теперь слишком тесны для жителей, и поглощавшие тебя удалятся от тебя.

Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй Фарсис карапӗсем, ӗсӗклесе макӑрӑр! Ӗнтӗ сирӗн тӗрекӗр арканнӑ.

14. Рыдайте, корабли Фарсисские! Ибо твердыня ваша разорена.

Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Карапсем арканнӑ, вӗсем Фарсиса тухса кайма пултарайман.

- И разбились корабли, и не могли идти в Фарсис.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.

48. [Царь] Иосафат сделал корабли на море, чтобы ходить в Офир за золотом; но они не дошли, ибо разбились в Ецион-Гавере.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2014 ҫулта Шупашкарта ҫемье арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта 670 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 600-ӗшӗ арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Темшӗн ытларах ҫемье арканнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ ҫынсем тӑшмана ҫаврӑнаҫҫӗ.

Почему-то люди, бывшие до этого мужем и женой, после распада семьи превращаются во врагов.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сӑлтавӗ ҫӗршыв арканнӑ хыҫҫӑн унӑн союзлӑ республикисем шутланнӑ патшалӑхсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем татӑлни, продукци ыйтакан пулманни.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Яллӑ вырӑнсенче 2015 ҫулта 3550 ҫемье ҫавӑрнӑ, 1118 ҫемье арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ пулман: юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине ҫӗклеме, арканнӑ ялсемпе хуласене ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чӑн та, Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑм хӑйӗн малтанхи мӑнаҫлӑхне ҫухатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех