Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Сылтӑм аллинче унӑн — «Иерусалима» текен юм, унта ӗнтӗ тарансем лартмалла, тытӑҫу валли чӗлхе-ҫӑвара уҫмалла, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кӑшкӑрма сасса вӑйлатмалла, тарансене хапхасем ҫывӑхне куҫармалла, тӑпра хӳме купаламалла, хулана хупӑрласа илме пашнесем тумалла.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вавилона ярса илӗҫ, ҫапӑҫу шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, халӑхсем хушшинче кӑшкӑрни илтӗнсе тӑрӗ.46. От шума взятия Вавилона потрясется земля, и вопль будет слышен между народами.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ аммонсен хулинче, Раввӑра, ҫапӑҫу шӑв-шавӗ кӗрле пуҫларӗ, тет Ҫӳлхуҫа; вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлӗ, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем вутра ҫунса кайӗҫ, Израиль вара хӑйӗнпе кам хуҫаланнӑ, ҫавсемпе хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӑрал тытнӑ, ухӑпа перекен Ефрем ывӑлӗсем ҫапӑҫу куннех каялла тарнӑ: 10. вӗсем Турӑ халалне асра тытман, Унӑн саккунӗпе ҫӳресшӗн пулман; 11. Унӑн ӗҫӗсене, Вӑл кӑтартнӑ кӗтретсене манӑҫланӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: илсе тухӑр мана ҫапӑҫу хирӗнчен — эпӗ халтан кайрӑм, тенӗ.30. И сказал царь слугам своим: унесите меня с поля сражения, потому что я очень изнемог.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Геф хулинче тата тепӗр ҫапӑҫу пулса иртнӗ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; 22. вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ та, патша Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, ун суранӗнчен ҫар урапи ҫине юн юхнӑ, каҫхине вилнӗ вара.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫиччӗмӗш кунне ҫапӑҫу пуҫланнӑ; Израиль ывӑлӗсем пӗр кунрах Сирин ҫӗр пин ҫуран ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.В седьмой день началась битва, и сыны Израилевы поразили сто тысяч пеших Сириян в один день.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ, 21. вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Гоб теекен вырӑнта тепӗр ҫапӑҫу та пулса иртнӗ; ҫавӑн чухне Елханан — Вифлеем ҫыннин Ягаре-Оргимӑн ывӑлӗ — Геф ҫыннине Голиафа вӗлернӗ, лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх, ҫапӑҫу хирӗнчен тарса кайнӑшӑн намӑсланакан ҫынсем пек, хулана йӑпшӑна-йӑпшӑна кӗнӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав вырӑнта пӗтӗм талккӑшӗпе ҫапӑҫу пынӑ, ҫав кун халӑха хӗҫ тӗп тунинчен ытларах вӑрман пӗтернӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид ҫыннисем израильсене хирӗҫ хире тухнӑ та, Ефрем вӑрманӗнче ҫапӑҫу пулса иртнӗ.6. И вышли люди в поле навстречу Израильтянам, и было сражение в лесу Ефремовом.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Иоав янӑ ҫын патша патне Иерусалима] ҫитнӗ те Иоав мӗн хушса янине, ҫапӑҫу мӗнле пулса иртнине пӗтӗмпех Давида каласа кӑтартнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Каякан ҫыннине ҫапла хушса янӑ: эсӗ патшана ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ чухне 20. патша ҫилленсе кайнине курсассӑн, вӑл сана ҫапла каласассӑн: «Мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им? 21. Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ, [ӑна лектерекенӗ] хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ?» тесессӗн, эсӗ: «санӑн чуру хет ҫынни Урия та вилчӗ» теме ан ман, тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Иоав ҫапӑҫу мӗнле иртни ҫинчен Давида пӗлтерме ҫын янӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫынсем хуларан тухнӑ та Иоавпа ҫапӑҫу пуҫарнӑ, халӑх хушшинчен тата Давид тарҫисем хушшинчен темиҫе ҫын пӗтнӗ; вӗсемпе пӗрле хет ҫыннине Урияна та вӗлернӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.