Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ чи малтан мунча хутса ятӑм. Хура мунча. Тӗтӗм-сӗрӗм. Кӑштах хӗрсе ҫитсен, ӑшӑннӑ шывпа пур мунчана ҫуса тасатрӑм. Пысӑк хуранта лӗп шыв хатӗрлерӗм. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ ҫӗре сана ҫуратрӑм…» – ҫакна мана пӗр хут ҫеҫ мар каласа панӑ анне.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Галина Александровна каласа панинчен: — Мишерпе Ишлей хушши 3 ҫухрӑм пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ачисем каласа панӑ тӑрӑх, Александр Алексеевичӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӑваш Ен хитре, чӑваш тумтирӗ вара тӗнчере чи илемли, – кӗскен каласа пачӗ Римма Ефимова.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Малтанах чӗмсӗрччӗ, ерипен кӑмӑлӗ уҫӑлса пырать. Класри ачасемпе унти мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ», – кӗҫӗн ачасен ӳсӗмӗсем пирки каласа пачӗ Вячеслав Степанов.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Яланах хамӑрпа пӗрле – вӗсене ӗҫлеме, пурӑнма вӗрентмелле-ҫке. Ванюш акӑ, манпа пӗрле мотоблокпа ҫӳрет. Пӗччӗккӗн вӗренсе пыраҫҫӗ. Мунча кӗрес йӗркене хӑнӑхса ҫитрӗҫ, апатланнӑ хыҫҫӑн кашни хӑйӗн чашӑк-тирӗкне ҫӑвать», – каласа парать кил хуҫи Вячеслав Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

30-40 га ҫинчӗ кишӗр, утӑ тата ытти выльӑх апачӗ туса илни ҫинчен 60 ҫулти Мария Жукова каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Малтанах Николай Фомиряков чӑвашсен тӗрлӗ инструменчӗпе – шӑхличӗпе, шӑпӑрпа тата варханпа – каласа тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Унтан Олег Цыпленков ҫул ҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Раиса Сарпипе Олег Цыпленков ун ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ашшӗн кун-ҫулӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен аслӑ ывӑлӗ М.И. Федотов каласа пачӗ.

О жизнедеятельности отца рассказал старший сын М.И.Федотов.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Вӑл хӑйӗн специальноҫӗ пирки ҫав тери вӑйлӑ хавхаланупа каласа парать – унпа калаҫнӑ май ҫакӑ питӗ лайӑх сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Парламентари ку проектпа ӗҫлеме пуҫличчен Чӑваш Енре хӑйӗн патне йышӑнӑва асӑннӑ конфликтсене хутшӑннӑ арҫын пынине, пулӑшу ыйтнине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Алена Аршинова ял шкулӗсенчи спорт залӗсене реконструкцилени пирки те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ректор профессорсемпе преподавательсен тата студентсен пӗрлехи ӗҫӗнчи пысӑк ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗррехинче ирхине ҫывӑрса тӑрсан хӑйне тӗлленнӗ тӗлӗке каласа кӑтартнӑ: — Эпӗ аннепе юнашар утаттӑм.

Однажды проснувшись утром, рассказал про приснившийся ему сон: - Я шел рядом с мамой.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пултарулӑх конкурсӗ тени ячӗшӗн маррине Алексеевсен усрава илнӗ ывӑлӗ ӗнентермеллипех ӗнентерсе фортепьяно каласа тӗлӗнтерчӗ.

То, что творческий конкурс прошел не просто так усыновленный сын Алексеевых сыграл на фортепьяно удивительнейшим способом.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Елена Семеновна хайланӑ чӑн пулнӑ юмаха унӑн тӗп геройӗ хӑех, тӑххӑрти Максим, чуна тыткӑнламалла каласа кӑтартрӗ.

О сказке, которую сочинила Елена Семеновна, затронув наши души рассказал его главный герой, 9-летний Максим.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл ун пек усалпа ҫыхланмарӗ — хӑйне тунсӑх ытла та пуснипе мӑнастире кайрӗ, — куҫҫульне шӑла-шӑлах чӗтренсе тухакан сассипе каласа кӑтартрӗ Елена Семеновна.

Он не стал связываться с таким злом — заглушая свою невосполнимую боль, ушел в монастырь, — с дрожью в голосе, вытирая слезу, рассказывает Елена Семеновна.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.

Не зря говорят старые люди, что жизнь прожить - не поле перейти. Любой человек на своем жизненном пути может столкнуться с препятствиями, с чем-то неожиданным и непоправимым. «Это я поняла только сейчас», - глубоко вздохнув, стала рассказывать о своей семье Елена Семеновна.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех