Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнӑҫлӑ (тĕпĕ: ӑнӑҫлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшпе тытса пыракан политикӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланипе пӗчӗккисем чирлесси юлашки 3 ҫулта 3 процент чакнӑ, сыввисем йышланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Регионта тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьесене вырнаҫтарас, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас, ача ҫуратмашкӑн хавхалантарас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, йышлӑ ҫемьесене хӳтӗлес, шкул умӗнхи тата пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗренӗве ҫӗнӗлле йӗркелес, ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтерекен коллектива ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ача-пӑча туризмӗн вӗрентӳ сулӑмӗллӗ проектне ӗҫе кӗртессипе регионсен хушшинчи пӗрремӗш конференцие Чӑваш Енре ирттерни ҫӗршыв ертӳлӗхӗ пирӗн республикӑна туризма аталантарма меллӗ хутлӑх пек курнипе пӗрлех нумай пулмасть хута кайнӑ «Чӗрӗ уроксем» кунта чӑннипех ӑнӑҫлӑ кӑтартусем парасса шаннипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӑсчахсем – обществӑн ӑс-хакӑл элити, вӗсем пурнӑҫ ҫине урӑхларах, ырӑ шанӑҫпа, хӑйсен вӑйне пӗлсе пӑхнипе, пуласлӑхшӑн ырми-канми ӑнӑҫлӑ ӗҫлес шухӑш-ӗмӗтлӗ пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Ученые – это интеллектуальная элита общества, отличающаяся особым отношением к жизни, оптимизмом, верой в собственные силы, неутолимым желанием плодотворно работать на будущее.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Республикӑра ӑслӑлӑхӑн малта пыракан пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма, хальхи технологисене производствӑна тата управлени тытӑмне кӗртме ӑнӑҫлӑ майсем йӗркеленеҫҫӗ.

В республике формируется благоприятная среда для применения на практике передовых научных знаний, внедрения современных технологий в производство и управление.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Хальхи условисенче наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ, малта пыракан наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсене тата чи ӑнӑҫлӑ технологисене ӗҫе кӗртекен экономика кӑна конкурентлӑ пулма пултарать.

В современных условиях конкурентоспособной может быть только наукоемкая экономика с передовыми научно-техническими достижениями, прорывными технологиями.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Граждансене юхӑннӑ ҫуртсенчен куҫарасси ӑнӑҫлӑ пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хастаррисенчен пӗриччӗ, ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑ пулатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫавах пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пуҫару ӑнӑҫлӑ хута каяс-тӑк чӑваш ҫӗрӗ туризм лапамне чӑннипех ҫаврӑнӗ-и тен?

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Эсир тӑрӑшнипе инженери системисем, халӑх пурнӑҫне тивӗҫтерекен объектсем кал-кал тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, эсир пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне тытса тӑрассине, больницӑсен, шкулсен, ача сачӗсен, парикмахерскисен, юсав мастерскойӗсен ӗҫне тивӗҫтеретӗр.

Благодаря вашей слаженной работе бесперебойно и качественно функционируют инженерные системы и объекты жизнеобеспечения населения, содержится жилищный фонд, работают больницы, школы, детские сады, парикмахерские, ремонтные мастерские.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кӑҫал А.Ястребова /районти тӗп больница/, Н.Иванова /Аслӑ Таяпа/ тата Г.Григорьева /Кӗҫӗн Таяпа/ ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Районти атлетсем ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Экзаменсене ӑнӑҫлӑ панӑ хӗр студент пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Тӗнче вӑрҫин ҫулӗсенче хӑйӗн тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пынӑшӑн ӑна виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Станислав орденӗпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1875 ҫулта Таланцев «асли» ҫӗре кӗнӗ, унӑн ӗҫне мӑшӑрӗ малалла тӑснӑ, тӑснӑ ҫеҫ мар, ӑнӑҫлӑ аталантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех