Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑннӑ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна акӑлчансем 1689 ҫулта йышӑннӑ «Правасем ҫинчен калакан Билльӗпе», французсем 1789 ҫулта йышӑннӑ «Ҫын тата гражданин прависен Декларацийӗпе» хӑюллӑнах танлаштарма пулать.

Его смело можно сравнить с принятым англичанами в 1689 году «Биллем о правах», с принятым французами 1789 году «Декларацией прав человека и гражданина»

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ шӑчӑпа 4,65 метр сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Мастер международного класса заняла первое место прыгнув шестом 4,65 метра.

Сочирен — Шупашкара // Хыпар. «Хыпар», 2016.06.07, 86-87№

Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Он признал свою вину.

Турӑран та хӑраман // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пӗлтӗр вара республикӑри ача йышӑннӑ ҫемьесен хушшинче иртекен «Ҫемье вучахӗ» ӑмӑртӑвӑн лауреачӗсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Аля — Михайловсен усрава йышӑннӑ ачисемшӗн пуриншӗн те тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӗрхисем те ҫакӑн чухлех йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

— Пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатнисен йышӗнче аграрисем мӗншӗн 25% таран ҫеҫ? — ыйтрӗ М.Игнатьев. — Ҫурт хӑпартма пулӑшмалли программӑна хресченсем, вӗрентекенсем, врачсем, культурӑпа спорт ӗҫченӗсем валли йышӑннӑ.

— Почему среди улучшивших жилищный вопрос аграриев всего 25%? — спросил М. Игнатьев. — Программу помощи в жилищном строительстве приняли для крестьян, учителей, врачей, работников культуры и спорта.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫапах та пӗлтӗр ҫӗрпе тимсӗр пулнӑшӑн судсем хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне чарса лартма та йышӑннӑ — Раҫҫейӗпе 30 тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

«Хаклӑ» ҫумкурӑк // Н.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кашни ҫулах ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра А.С.Пушкин кунне ирттерме йышӑннӑ.

Ежегодно 6 июня в нашей стране принято отмечать Пушкинский день.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Слакпуҫ ялӗ май уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Казахстанран килнӗ 16 художника йышӑннӑ.

26-28 мая село Слакбаш принял 16 художников приехавших с Башкирии, Татарстана, Казахстана.

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пӑлханнипе сӑмахӗсене маннӑ пулин те куракансем ӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх — Чӑваш Ен инновацие аталантарас енӗпе малти регионсен шутне кӗнӗ, Раҫҫейри 85 субъект хушшинче 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Анчах патшалӑх тытӑмӗсенче вырӑн йышӑннӑ чӗлхе «реформаторӗсем» «ҫавра сӗтел» пӗтӗмлетӗвӗсене ҫул памарӗҫ.

Однако «реформаторы», занимавшие места в государственных органах, не дали дорогу итогам "круглого стола".

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Команда капитанӗ, Шӑнкӑртамри вӑтам шкул учителӗ Рассых Камалетдинов 100 метрлӑ дистанцие 11,4 ҫеккунтра чупса тухнӑ, 6 метр та 5 сантиметр тӑршшӗне сиксе каллех пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Велосипедистсен ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑнсене Вера Стекловӑпа Минсеит Юсупов йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

4х100 эстафетӑра Хӗрлӗ Чутай шкулӗн команди 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

В эстафете 4х100 команда Красночетайской школы заняла 4-ое место.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Анчах конкурс документацийӗсене тимлӗ тишкерсе хакланӑ хыҫҫӑн комисси пысӑк балсем пухнӑ хресченпе фермер хуҫалӑхӗн 33 пуҫлӑхне кӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Конкурс документаци- йӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 103-шне конкурсра хутшӑнма юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Савва Шикарев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) ҫӳллӗшне сиксе 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Катя Кадыкова - республика чемпионӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унпа пӗрлех ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех