Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑха (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атя-ха, санпа ҫапла калаҫса татӑлар: халӑха пухӑва чӗнме кирлӗ пулса тухсан, эсӗ урам варрине тухса тӑрӑн та пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрӑн, ҫавӑншӑн эпир сана колхозран икшер ӗҫ кунӗ…

Давай с тобой договоримся так: понадобится народ скликать на собрание, и ты рявкнешь на плацу во всю глотку, а мы тебе от колхоза за это по два трудодня…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӑха мӗншӗн пӑшӑрхантаратӑн эсӗ?

Спрашивается: зачем ты народ смущаешь?

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, эсӗ пӗтӗм халӑха усӑ тӑвас тесе тӑрӑшатӑн, тейӗпӗр, анчах ҫынсене мӗншӗн халтан кайиччен, ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлеттермелле-ха?

Ну, пущай, скажем, для общей пользы ты стараешься, а к чему же из людей жилы тянуть, заставлять их работать день и ночь?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп!

Для общей же пользы стараюсь!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах халӑха пӳрте кӗртмеҫҫӗ, алӑк патӗнче милиционер тӑрать, следователь килсе ҫитессе кӗтет.

Но в хату народ не пущают, милиционер возле двери стоит, ждет, когда следователь приедет.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн ырӑ канашна ҫавсем хупласа хучӗҫ те ӗнтӗ, халӑха сана хирӗҫ ҫавӑрчӗҫ.

Они-то и завалили на собрании твой добрый совет, повернули народ против тебя.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кашниех е тухтӑр, е агроном, е тата темле инженер пуласшӑн, эпир, стариксем, вилсен, халӑха кам атӑ, йӗм ҫӗлесе парӗ, лашасене кам таканлӗ?

Каждый то в доктора метит, то в агрономы, то в разные инженеры, а перемрем мы, старики, — кто же народу сапоги тачать, штаны шить, лошадей ковать будет?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Илемлӗ, ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ, халӑха каланӑ пек каласан, ҫынсемшӗн ҫак ватӑ тимӗрҫ хӑйӗн пысӑк аллипе усӑ тунӑ чухлӗ усӑ тума кашнинех тур хуштӑрччӗ.

Красивую, трудовую жизнь прожил, и, как говорится, дай бог каждому принести людям столько пользы, сколько принес своими ручищами этот старый кузнец.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Избач ярса парӑп эпӗ сирӗн пата, лайӑх йӗкӗт ярӑп, ӑна кашни кунах, каҫсенче, халӑха сасӑпа вуласа пама хушӑп.

Избача пришлю к вам толкового парня и дам ему наказ ежедневно по вечерам проводить громкие читки.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл геройски йӗкӗт, санашкал простой тата фасонӗсене шалта тытса ҫӳрекен ҫынсем пирӗн халӑха килӗшеҫҫӗ.

Он геройский парень и простой, вроде тебя, а такие, из каких фасон наружу не просится, нашему народу нравятся.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каллех халӑха асаплантаракансене кӗтетӗр-им, пурпӗрех ним те тӑваймӗҫ вӗсем!

Хотите умножить число напрасных жертв?…

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Мана ун чух асанне халӑха пит йывӑр лекни ҫинчен каласа паратчӗ: ҫӳҫне ӳстерет пулин те ҫивӗте ярса ҫӳременнисене правительство ҫарӗсем вӗлернӗ, ҫивӗт ярса ҫӳрекенсене вӑрӑм ҫӳҫлӗ тайпинсем вӗлернӗ, тетчӗ.

Народу тогда, но рассказам бабушки, приходилось туго: обреешь лоб и заплетешь косу — убьют повстанцы, не заплетешь косы — убьют каратели.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Халӑха чун-чӗререн юратма пӗлекен писателӗн сӑнарӗ Коммунизмӑн аслӑ идейисемшӗн пыракан кӗрешӳре ӗмӗр-ӗмӗрех малалла чӗнекен ҫӑлтӑр пек ҫуталса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ун произведенийӗсенче автор тӑван халӑха, тӑван ҫӗршыва юратни уҫҫӑнах палӑрать.

В его произведениях ясно чувствуется, что автор любит родной народ, родную землю.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ҫак калавра Лу Синь этемлӗх тивӗҫне хӳтӗлесшӗн, халӑха ирӗке кӑларасшӑн ҫӗкленнӗ харсӑр ҫынсене те кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Ҫак буржуалла революци халӑха нимле усӑ та парайманнине Лу Синь ҫийӗнчех туйса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Тепӗр икӗ ҫултан ку вӗренӗве пӑрахнӑ та, халӑха воспитани парас ӗҫре литература ытларах пулӑшма пултарасса шута илсе, литература ӗҫне тытӑннӑ.

Через два года забросил эту учебу, считая что для работы в воспитании народа литература даст большую помощь, принялся за литературную работу.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Халӑха ӳкӗтлерӗм, Давыдов юлташ.

— Народ уговаривал, товарищ Давыдов.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ман патӑмри халӑха пӑтратать, колхозран тухма хистет, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне, путсӗре, кӑларса ҫапма тытӑнса пӑх, — вӑл хӑй хыҫҫӑн ыттисене те сӗтӗрсе каять.

Он мне народ мутит, подбивает выходить из колхоза, а начни его, стерву, выкидывать, — он и других за собой потянет.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗнеме пӗлтӗн пулсан — пухури халӑха куҫран пӑхма та пӗл! — ӗрлешсе илчӗ Любишкин.

Умела бить — умей собранию и в глаза глядеть! — рычал Любишкин.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех