Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лёля хӑйӗн ҫӗррине суттӑр, эсӗ хӑвӑн япалусене сут.

Пусть продаст Леля свое кольцо, а ты свои вещи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пачах урӑхла, ун ҫине пӑхса хӑвӑн тертӳсем ҫинчен те манса кайма пулать.

Наоборот, с ним забудешь и свои невзгоды.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Каласа пар хӑвӑн пурӑнӑҫу ҫинчен, Артём! — илтӗнчӗ Сиротенко сасси.

— Расскажи свою биографию, Артем! — услышал слесарь голос Сиротенко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ну, ан вула паян, ара хӑвӑн пуҫнах ҫӑмӑлрах пулать-ҫке, — ҫине тӑрсах ӳкӗтлет ӑна Катюша.

Ну, не почитаешь сегодня, твоей же голове легче, — настойчиво уговаривала его Катюша.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эсӗ мана хӑвӑн ҫулна пӳлесшӗн, ӑна тӗлӗкре те ответсекретарӗн вырӑнӗ курӑнать тесе шутлатӑн-и?

Ты думаешь, я тебе дорогу перееду, думаешь — место отсекра мне снится?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Атя-ха, пичче, кулиса хыҫне, унта эпӗ сана хӑвӑн пӗр хурӑнташна кӑтартӑп.

— Идем, отец, за кулисы, я тебе одного твоего знакомца покажу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Санӑн хӑвӑн та хӑна пур-мӗн.

А у тебя кстати гость.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Гражданин, ил-ха хӑвӑн миххусене ҫул ҫинчен, кунта ҫак юлташ тӑрать, — терӗ вӑл Мотька текеннине, анчах лешӗ Павела тем тӗрлӗ ирсӗр сӑмахсемпе тавӑрса хучӗ.

— Гражданин, забери свои мешки с прохода, здесь товарищ станет, — обратился он к тому, кого звали Мотькой, но в ответ Павел получил циничную фразу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ мана хӑвӑн курткуна пар-ха, вӑл пур мандатран та лайӑхрах, — терӗ вӑл Ритӑна.

— Дай мне свою куртку, она лучше любого мандата, — сказал он Рите.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӗре чакалама, ӑна ӗҫлесе кайран хӑвӑн вӑюсен тухӑҫне пуҫтарса илме авантарах.

Отрадно вскопать землю, обработать её и потом собрать плоды своих трудов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла эппин, хӑвӑн аҫу-аннӳне курсан, эсир каллех Мельбурна килетӗр? — тесе ыйтрӗ Элен.

— Значит, ты собираешься вернуться в Мельбурн после того, как повидаешь родных? — спросила Элен.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

 — «Апла пулсан, мана хӑвӑн кӗпӳне сут!»

 — «Так продай мне свою рубашку!»

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Эсӗ хӑвӑн пурӑнӑҫна король пурӑнӑҫӗпе улӑштармастӑн-и?»

 — «Ты не променял бы своей участи на участь короля?»

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсӗ мана чи малтан хӑвӑн, юлашкинчен партин пулмалла тетӗн пулсан, эпӗ саншӑн начар упӑшка пулатӑп.

И я плохим буду мужем, если ты считаешь, что я должен принадлежать прежде тебе, а потом партии.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Бредис патне чупса пыратӑп та калатӑп: «Комрота юлташ, суд тутӑр вӗсене трибунал. Мӗн ҫавсен юнӗпе хӑвӑн аллуна варалатӑн? Хулара ҫапӑҫу пӗтмен, а эпир кунта ҫаксемпе аппаланатпӑр», тетӗп.

Подбегаю я к Бредису и говорю: «Товарищ комроты, пущай их трибунал судит. Зачем тебе в их крови руки марать? В городе бой не закончился, а мы тут с этими рассчитываемся».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Санӑн хӑвӑн тусусене, рабочисен ачисене ҫавӑрмалла.

Ты должен агитировать своих друзей, детей рабочих.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тен ыранах большевиксем чакӗҫ те, яра хӑвӑн кашни сӑмаххушӑнах тӳсес пулать.

Может быть, завтра большевики отступят, и тогда придется расплатиться за каждое свое слово.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ хӑвӑн, тумтирне пӗтӗмпех хывса пӑрах.

— Ты должен все с себя снять.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сан ҫав ачана пӑртак ҫиме парасчӗ, ялан хӑвӑн хырӑмна чыхатӑн.

Ты бы хлопцу дала поесть, а то в себя все толчешь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эсӗ йӗкӗлтессине халлӗхе манса, хӑвӑн ӑшунта тытма пултаратӑн.

Свои насмешки можешь оставить при себе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех