Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнӑҫлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнӑҫлӑ (тĕпĕ: ӑнӑҫлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫак ӗҫре шкул директорӗ Альберт Петрович Кондратьев ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыни, учительсен хастарлӑхӗ, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн пултарулӑхӗ тапса тӑни сисӗнчӗ, — кӑмӑллӑн аса илчӗ иртнӗ уява Вера Петровна.

- В этом деле чувствовалось умелое руководство директора школы Альберта Петровича Кондратьева, предприимчивость учителей, активность детей и родителей, - с удовольствием вспомнила о прошедшем мероприятии Вера Петровна.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

...Суворов училищинчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ Сережа пӗлӗвне малалла аталантарма тӗллев лартнӑ.

...Удачно окончивший суворовское училище, Сережа поставил цель продолжить дальше свое образование.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫакӑ чи малтанах республика географи тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫнипе, кунта электротехника кластерӗ аталаннипе, инфратытӑм лайӑххипе, кадрсем ҫителӗклипе сӑлтавланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Ен географи тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, республикӑра политика лару-тӑрӑвӗшӗн тӑнӑҫлӑх кӑтартуллӑ, промышленноҫ хӑвачӗ пысӑк, тивӗҫлӗ инфратытӑм аталаннӑ, ӑста та пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗклӗ, патшалӑх бизнеса пулӑшать — ҫак тата ытти услови Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Японири компанисене пирӗн республикӑна инвестици хывма, промышленноҫри, ял хуҫалӑхӗнчи, строительство индустрийӗнчи тата туризм комплексӗнчи ӑнӑҫлӑ технологисене ӗҫе кӗртмелли пысӑк проектсене пурнӑҫлама хутшӑнмашкӑн йыхравлатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян республикӑра Испанири, Германири, Сербири, Италири тата Японири тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ компанисем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Роберт Игнатьевич ӑнӑҫлӑ ертсе пынипе хуҫалӑх районта кӑна мар, республикӑра та пысӑк хисепе тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Раҫҫейре те, тӗнче шайӗнче те ӑнӑҫлӑ куравсем хатӗрлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫапах ӑнӑҫлӑ опыт та сахал мар.

Все же и хорошего опыта не мало.

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакансем Нияз Шарафутдиновпа Денис Зайцев 1500 метра ӑнӑҫлӑ чупса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Катя Кадыкова - республика чемпионӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Студент общежитийӗсенче пурӑннӑшӑн вӑхӑтран вӑхӑта хаксем ӑнланмалла мар ӳснипе те Алена Игоревна ӑнӑҫлӑ кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Калӑпӑр, ӑнӑҫлӑ вырӑнта ҫул темиҫе ҫул та «сӑнне» ҫухатмасть, япӑхрах условире вара кӗске вӑхӑтрах юрӑхсӑра тухать, вӗсен пахалӑхне ҫанталӑк улшӑнӑвӗ витӗм кӳни куҫ кӗретех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Энтриялӗнчи вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество 2015 ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен чылай лайӑхрах кӑтарту тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хайхи ӑнӑҫлӑ тӗслӗхсенчен пӗри вара — Ҫӗнӗ хула строительстви.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл Чӑваш Ен ВТБпа алла-аллӑн ӗҫленин ӑнӑҫлӑ тӗслӗхӗсене те аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ӑнӑҫлӑ ӳстерсе пухса илсен пирӗн продукци аван сутӑнать пулӗ тесе шухӑшлатпӑр, — терӗ Роберт Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Санарсем» ҫӗнӗ культурӑсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес тӗлӗшпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку вӗренӳ ҫулӗнче «Университет шӑматкунӗсем» проект ӑнӑҫлӑ хута кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех