Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, итлӗр-ха, — тетӗп эпӗ ӑна, ҫамка ҫине тапса тухнӑ сивӗ тара шӑлса илсе.

— Нет, послушайте, — говорю я, вытирая пот со лба.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

— Тӑван вӗт, — терӗ вӑл, лешсем ыйтуллӑн пӑхнине хирӗҫ, вара ури ҫинче тытӑнса тӑрас тесе, стена ҫумне тӗрӗнчӗ, хуйхӑрнине палӑртакан питне ҫӗлӗкӗпе шӑлса илчӗ.

— Родная ведь, — ответил он на вопрошающие взгляды, прижимаясь спиной к стене, чтобы удержаться на ногах, и обтирая шапкой страдальческое лицо.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапах тӑван-ҫке, — терӗ Ерофей Кузьмич тепӗр хут, питҫӑмарти ҫинчи куҫҫульне шӑлса.

— Все же родная, — повторил Ерофей Кузьмич, смахивая со щек слезы.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лагерь ҫийӗн, юр шӑлса лартнӑ пӗчӗк ял ҫинчи пек, хуллен те лӑпкӑн ирхи тӗтӗм ҫӗкленет.

Над лагерем тихонько, мирно, как над засыпанной снегом деревенькой, курились утренние дымки.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Логовсем Лозневоя кӗтнӗ ӗнтӗ, хӑйсем пӑлханнине палӑртасшӑн мар пулса, вӗсем пурте вӗт-шакӑр ӗҫпе аппаланаҫҫӗ: Анфиса Марковна тирӗк-чашӑк ҫӑвать, Марийки нумаях та пулмасть шӑлса кайнӑ урайне тепӗр хут шӑлать, Фая темле ҫип сӳтет…

В доме Логовых уже поджидали Лозневого, и, как бывает в таких случаях, пытаясь скрыть волнение, все занимались мелкими, ненужными делами: Анфиса Марковна гремела посудой, Марийка подметала пол, хотя его подмели недавно, Фая распутывала какие-то нитки…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лозневой пит-куҫне пӗркелентерчӗ, ҫамкине шӑлса илчӗ, унтан пуҫне сулкаласа ҫапла каларӗ:

Морщась, Лозневой потер ладонью лоб, покачал головой, сказал:

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗме леш енче юрпа шӑлса лартнӑ кӳлӗ хӗрринчи шурлӑх лапамӗ курӑнать, ун хыҫӗнче чӑрӑш вӑрманӗ; вӑл хӗллехи пӗлӗтлӗ кун ҫутине пула хуп-хура хуралса ларать.

За кустарником виднелась полоса болотистой низины с занесенной снегом гладью озера, а за ним еловое урочище, совсем черное при слабом свете пасмурного зимнего дня.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анкарти хыҫӗнче, сӑрт айккинчи юр шӑлса кайнӑ тӗме хуралса ларать.

За огородами, по склону взгорья, чернел густой заснеженный кустарник.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта каякан ҫула юр шӑлса лартнӑ, ҫавӑнпа та Чернявкина ял тулашӗнче, ҫурҫӗр енче пытарма шутларӗҫ.

Дорогу на кладбище замело, и поэтому решено было хоронить Чернявкина за северной околицей деревни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь ҫӗр ҫийӗн мӗнле тӗттӗм те пӗр сас-чӗвсӗр каҫ пулнине аса илчӗ те Лозневой, ӗлӗкхи паллӑсем тӑрӑх ял пулнӑ вырӑна, халь Чернявкин пурнӑҫӗнчи юлашки йӗрӗсене шӑлса вӗҫтерекен ҫил-тӑман уланӑ ҫӗре, пӗр ҫын ҫӳреми чӗмсӗр ҫӗре тухма та ӑна хӑрушӑ пулчӗ…

Лозневой вспомнил, какая стоит сейчас над землей темная, глухая ночь, и ему стало страшно идти в безлюдное и мертвое пространство, где, по старым приметам, должна находиться деревня, но где теперь только вьюжит метелица, заметая последние в жизни следы Чернявкина…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗлетрен ырашне, пӑрҫине йӑлтах шӑлса тухрӗҫ…

Всю рожь из амбарушки, весь горох…

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсене ҫил юр шӑлса лартнӑ лапам тӑрӑх вӗҫтерет.

Течением воздуха их потянуло по гладкой низине, прилизанной вьюгой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мур шӑлса кайтӑр!

Пропади он пропадом!

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах наступлени тума пуҫличчен, малтан, фронтсем патне пыракан ҫулсене пурне те тасатса тухмалла; юр шӑлса лартнӑ ҫулсемпе фронт патне резервра тӑракан ҫарсем те, боеприпассем те, апат-ҫимӗҫ те леҫсе тӑма ҫук.

Но прежде чем начать наступление, надо было расчистить все магистрали, ведущие к линии фронта; по заметенным снегом дорогам нельзя было маневрировать и подбрасывать к фронту резервные части, боеприпасы и продовольствие.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта ҫунапа та иртме ҫук шӑлса лартнӑ теҫҫӗ.

Там, говорят, ни проехать ни пройти…

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тап-таса пуличчен шӑлса тухрӗҫ! — терӗ Степанида Арефьевна.

Начисто! — сказала Степанида Арефьевна.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лукерья ҫӑматтине шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Лукерья обмела веником валенки, вздохнула:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ай, пирӗн вара — чӳрече таранах шӑлса лартнӑ!

— Ой, а у нас по окна!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юр шӑлса лартмарӗ-и?

Снегом не замело?

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗҫ пӗтсен, Анфиса Марковна крыльца ҫинчи юра шӑлса антарнӑ вӑхӑтра, хура кӗрӗкне йӳле янӑ пысӑк кӑкӑрлӑ Лукерья Бояркина калиткерен кӗрсе тӑчӗ, унӑн кӑвак ҫӑм тутӑрӗ ҫине юр ларнӑ, — вӑл йывӑҫ айӗпе иртсе килнӗ чух йывӑҫ ӑнсӑртран силленсе турачӗ ҫинчи юра ун пуҫӗ ҫине тӑкнӑ пулас.

Когда закончили работу и Анфиса Марковна стала обметать веником крыльцо, в калитке показалась Лукерья Бояркина, полногрудая, в распахнутой дубленой шубе и серой шали, легонько притрушенной снежком, — проходила, должно быть, под деревом, и дерево нечаянно тряхнуло над ней заснеженной веткой.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех